Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне çĕршыв РФ Президенчĕн 1999 çулхи Указĕпе килĕшӳллĕн, çуллен октябрь уйăхĕн иккĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăвать. Тутарстанра çĕр ĕçченĕсене паян чыслăн саламлаççĕ. Праçнике тулли кăмăлпа паллă тума пултаратпăр. Мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи типĕ çанталăк хыççăн Раççейре пĕтĕмпе 90 миллион тоннăна яхăн (пĕр гектара тивекен вăтам тухăç 23,0 центнер) тыр-пул пухса кĕртнĕ, ют çĕршывсене сутассине те ытти çулсенчи шая çитерсе çулталăкра 20 миллион тоннăна çитернĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕпе хĕвел çаврăнăшĕн тухăçĕ те кăçал питĕ пысăк, 2009 çултипе танлаштарсан сахăр чĕкĕнтĕрĕ 11 миллион тонна, хĕвел çаврăнăшĕ 1,5 миллион тонна ытларах. РФ ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăхĕн тĕллевĕсемпе ĕмĕчĕсем пысăк: 2020 çул тĕлне ют çĕршывсене Раççей çулталăкне 40 миллион тонна тырă, 170 пин тонна кайăк-кĕшĕк ашĕ, 200 пин тонна сысна ашĕ сутмалла.
Тутарстанра та кăçал кăтартусем савăнтараççĕ, тыр-пулăн пĕр гектара тивекен вăтам тухăçĕ 35 центнерпа танлашрĕ. Чăваш поэчĕн Петĕр Хусанкайăн ентешĕсем, урăхла каласан «Хузангаевский» ЯХПК уй-хирти тыр-пула республикăра чи пĕрремĕш вĕçлени пире, чăвашсене, тата хытăрах савăнтарчĕ, мăнкăмăллантарчĕ.
Сиктĕрмесем 14 пин гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ӳстернĕ. Тухăç чăнах та ăнса пулнă кунта. Кĕрхи туллăн пĕр гектара тивекен вăтам тухăçĕ – 30, ыраш – 26, тритикале – 34, сĕлĕ – 40,3, урпа – 46 центнер. Пӳлмене 46 пин тонна тырă хунă вĕсем. Вырмана 30 комбайнпа пуçланăскерсем, çу кунĕн пĕр минутне те сая ямасăр августăн 16-мĕшĕ тĕлне уй-хирти мĕнпур тухăçа пухса кĕртнĕ. Уйрăмах Фаниль Кашапов, Николай Льдинов, Александр Шакин, Виктор Мукусев комбайнерсем тăрăшса ĕçленĕ. Вĕсене вырмана вĕçленĕ ятпа вырăнти Культура çуртĕнче хатĕрленĕ уява юлашки гектарсенчи тырра çапса уй-хиртенех килнĕскерсене, тата ытти çĕр ĕçченĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ф.Давлетшин, ТР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, КПРФ рескомĕн пĕрремĕш секретарĕ Х.Миргалимов, ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ Т.Тагирзянов тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса асăнмалăх парнесемпе чысланă.
– «Хузангаевский» хуçалăхăн кĕлечĕсене 30 пин тонна кăна тырă кĕрет. Çавăнпа çĕнĕ тухăçа ăçта вырнаçтарасси пирки пуçа самай ватма тиврĕ, – тесе шӳтлет Иван Иванович Казанков инвестор ентешĕсен ĕçĕпе кăмăллă пулса. Паллă ĕнтĕ, кун пек çитĕнӳсем тăвасси вырăнти ертӳçĕрен те нумай килет. Евгений Чугунов 27 çулта кăна пулин те хуçалăха ăста ертсе пырать-мĕн, вăл çĕр ĕçĕн лайăх специалисчĕ пулнине район администраци пуçлăхĕ те палăртнă. ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕн çумĕ Т.Тагирзянов вара министр ятĕнчен Тав çырăвĕпе тата ятлă сехетпе чысланă. Тепĕр 4 çĕр ĕçченĕ те çав кун хаклă парнесене тивĕçнĕ. Хисеплĕ ентешсене, çавăн пекех республикăри ял хуçалăхĕн, апат-çимĕç тирпейлекен промышленноçăн мĕнпур ĕçченне уяв ячĕпе саламласа çăмăл мар ĕçре тата пысăкрах çитĕнӳсем тума сунатпăр.
 
: 871, Хаçат: 40 (926)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: