Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ. Професси уявĕ тĕлне «Татарстан почтасы» ĕçченĕсем савăнăçлă хыпар илчĕç: 2012 çулта федераллă почта çыхăнăвĕн Тутарстанри управленине федераци бюджетĕнчен 143 миллион тенкĕ куçараççĕ. Укçа-тенке почта çыхăнăвне аталантарнă çĕре яма шутласа хунă та ĕнтĕ. Танлаштарма, федераци шайĕнчен почта ĕçченĕсене 2010 çултанпа (ун чух 120 миллион тенкĕ уйăрнă) пулăшаççĕ. Кăçал çапла майпа республикăмăрти почта ĕçченĕсем 90 миллион тенкĕ илнĕ.
Професси уявĕпе республикăмăрти почта ĕçченĕсене чĕререн саламлатпăр, кашни çырăнтару кампанийĕнче ытларах та ытларах «Сувар» çырăнтарма хавхалану, çемьере тăнăçлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
«Единая Россия» парти лидерне, РФ Премьер-министрне Владимир Путина РФ Президентне суйланма ноябрьтех (Патшалăх Думине суйлавсем иртиччен) кандидата тăратассине парти съезчĕн иккĕмĕш пайĕнче йĕркелĕç единороссем. Çакăн çинчен В.Путинăн пресс-секретарĕ Д.Песков каласа панă. Патшалăх Думин спикерĕ Борис Грызлов та Песков сăмахĕсене çирĕплетсе ноябрь вĕçĕнче В.Путин Президента кандидата тăрассине официаллă майпа çирĕплетесси пирки каланă.
Рустам Минниханов Финляндин тавралăх министрĕн çумĕпе Ханнеле Поккапа тĕл пулнă. Унта Хусан мэрĕ Ильсур Метшин та хутшăннă. Тутарстан Финляндин опычĕпе чылайранпа интересленет: пĕчĕк тата вăтам бизнес мĕнле аталанать унта? Предпринимательсене проектсене пурнăçлама патшалăх мĕнпе пулăшать? Пĕрлехи ĕçсен çитĕнĕвĕсем куçкĕрет тесе кăмăллăн палăртрĕ хăна. Рустам Минниханов пуçăннă проектсен малашлăхĕ пысăк тесе хакларĕ. Финлянди Президенчĕ Тарья Халонен килсе кайнăранпа, тĕслĕхрен, Тутарстанра Финляндин виза центрĕ уçăлнă. Апла Тутарстанпа Финлянди бизнесра кăна мар, спортпа туризмра та шанчăклă партнерсем пулĕç.
Раççейĕн Сывлăш-çар вăйĕсене (ВВС) салатса яраççĕ. Тĕрĕсрех каласан, çĕнĕ çар тĕсĕ – сывлăшпа космос оборони (ВКО) ăна хăй шутне илет. ВКО вара Космос çарĕсен (КС) пурлăхĕ çинче никĕсленĕ тесе пĕлтернĕ РФ КС главнокомандующийĕ Олег Остапенко. Верховнăй главнокомандующи Д.Медведев хушăвне пурнăçласа 2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ВКО туса хураççĕ.
Пĕрремĕш ачана усрава илнĕ чух гражданина харăсах пысăк укçа илме ирĕк парасси пирки ТР Министрсен Кабинетĕнче закон хатĕрлеççĕ. Унăн проектне çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме палăртнă. Пĕр харăс парăнакан укçана республика бюджетĕнчен уйăрĕç. Çавăн пекех опекунсемпе попечительсене паракан укçан суммине те ӳстересшĕн.
 
: 955, Хаçат: 40 (926), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: