Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нурлат районĕнчи Ялавăр ялĕнче чиркӳ тăвас ĕç питĕ хĕрӳ пыни пирки «Сувар» хаçатра эпир кăçал çулла çырнăччĕ. Турă çуртне тумашкăн пĕтĕм ял, тавралăх хутшăнни çинчен те пĕлетпĕр. Çак пархатарлă ĕçре çамрăксем вăй хуни вара пушшех те савăнтарать. Кунта Ялавăр шкулĕнче вĕренекен каччăсем çăвĕпе ĕçлерĕç.
Ултă çынран тăракан çамрăксен бригадин бригадирĕ те пур. 11-мĕш класра вĕренекен Александр Перепелкин çинчен сăмах пырать.
Саша каланă тăрăх, вĕсем иртнĕ вĕренӳ çулĕ пынă вăхăтра та чиркӳ умĕнчен пăрăнман темелле. Кирек мĕнле ĕçпе те пулăшма тăрăшнă. Уйрăмах тиевлĕ машинăсене пушатма пĕрре мар тӳр килнĕ вĕсен.
– Эпир çуллахи каникула кайсан кашни кунах ĕçлеме çӳрĕпĕр тесе шут тытнăччĕ, – тет бригадир. – Ирхине саккăртан каçхине ултă сехетчен эпир кунта. Апат вăхăтĕнче, паллах, киле кайса апатланатпăр.
– Шкул ачисем каникул вăхăтĕнче канас теççĕ, эсир вара ĕçлеме шутланă. Мĕнпе çыхăннă ку? – ыйтрăм эпĕ çăмăл мар ĕçпе аппаланакан каччăсене сăнанă май.
– Чиркĕве хăвăртрах туса пĕтерес тетпĕр. Чан сассине те илтес килет, – тет каччă. – Ват çынсем те, хамăр та Турă праçникĕсенче чиркĕве çӳресе çурта лартса кĕл тăвас тетпĕр. Вăл пирĕн ялăн ĕмĕчĕ.
– Ĕçленĕшĕн укçа та параççĕ-и вара? – кăсăклантăм эпĕ именкелесе.
– Параççĕ, – кăшкăрчĕ пĕри ĕçленĕ май.
– Саша, эсĕ кĕçех шкул пĕтеретĕн, унтан ăçта кайма шутлатăн?
– Эпĕ политолог пуласшăн. Çавăнпа та экзаменсене лайăх парсан Хусана вĕренме кайма ĕмĕтленетĕп.
– Мĕншĕн ун пек специальноçа суйлатăн вара?
– Ман шутпа вăл хальхи вăхăтри наукăсенчен пĕри. Çитменнине вăл мана килĕшет, – терĕ Перепелкин кĕреçине пĕшкĕнсе илнĕ май.
Ăнланмалла, каччăн калаçма вăхăт çук. Вăл хăйĕн бригадипе пĕрле ĕçлеме васкать.
Çапла, питĕ кирлĕ те ырă ĕç тăваççĕ ялавăрсем. Вĕсене уншăн Турă яланах пулăшса пырĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем те пурнăçланĕç.
 
: 881, Хаçат: 39 (925), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: