Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Владимир Тимофеева халĕ Чăваш Республикин тулашĕнче пурăнакан чăвашсем те аван пĕлеççĕ. Ак кăçалхи çулла кăна вăл Раççей шайĕнчи пысăк мероприятисене – Ульяновскри Акатуя, Нурлатри Уява Валентина Михайловăпа пĕрле ертсе пычĕ. Тĕрлĕ çĕрте иртекен концертсене ертсе пынине те тăтăшах курма пулать. «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанийĕн радиовещани службин корреспонденчĕ юрлама та ăста. Сăмах май, эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, унпа Чăваш патшалăх университетĕнче пĕрле вĕреннĕ. Çавăнпа та Володьăна тахçантанпах пĕлетĕп. Çакна палăртса хăвармалла: Володя питĕ лăпкă çын, вăл сасă хăпартса калаçнине нихçан та, никам та курман-илтмен-тĕр. Питĕ тăрăшуллă, ĕçчен, шӳтлеме юратать. «Сувар» вулаканĕсем хăй çинчен ытларах пĕлесшĕннине илтсен Владимир хаваспах пирĕн ыйтусем çине хуравлама килĕшрĕ.
– Володя, эсĕ ăçта çуралса ӳснĕ? Ачалăхна еплерех аса илетĕн?
– Эпĕ – ял ачи. Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Туçи-Мăрат ялĕнче йышлă çемьере çуралса ӳснĕ. Эпир аттепе аннен улттăн – виçĕ хĕр те виçĕ ывăл. Эпĕ тăваттăмĕш ачи. Хăй вăхăтĕнче нумай ачаллă çемьепе никама та тĕлĕнтермен. Пирĕн ялта кил урлă тенĕ пек 8-шар, 10-шар ача çитĕннĕ. Халĕ, паллах, пачах урăхла ӳкерчĕк. Ялта ача çукпа пĕрех. Хам ачалăха аса илнĕ чухне вара чи малтанах юлташсемпе пухăнса выляни, уйрăмах çуллахи вăхăтсем питĕ хаваслă иртни аса килет. Çитменнине çулла аслашшĕ-асламăшсем патне хуларан мăнукĕсем килетчĕç те пирĕн «ача пулккисем» тата ӳссе каятчĕç. Çерем тăрăх чупнисем, шыва кĕнисем халĕ те куç умĕнче. Çав вăхăтрах ялта ĕçсĕр çитĕнмен. Кил таврашĕнче атте-аннене май килнĕ таран пулăшнă. Ӳсерехпе колхоза та ĕçлеме çӳреттĕмĕр.
– Журналист пулма ачаранах ĕмĕтленнĕ-и?
– Пулас професси пирки эпĕ пĕр 13-14 çулсенче шутлама пуçланă. Кам пулас-ши текен шухăшсем пуçра тĕрлисем явăннă. Астăватăп, пĕр вăхăт манăн троллейбус водителĕ пулас килетчĕ (ку шухăш Шупашкара кайса курсан çуралнă пулĕ ĕнтĕ). Унтан почтальон ĕçĕ ман валли пек туйăнатчĕ. Мана çĕнĕ хаçат шăрши килĕшетчĕ. Паллах, хам ĕмĕтсене артист профессийĕпе те çыхăнтарнă – юрăç пулас килетчĕ (мĕн артисчĕ манран – вăтанчăк, сăмах чĕнме те хăракан ял ачинчен?!). Тухтăр, учитель… Иккĕленӳсем нумай пулнă. Журналист профессийĕ пирки те шутлакаланă, анчах та 11-мĕш класс хыççăн алла аттестат илсен Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетне çул тытрăм. Анчах та ун чух ман ĕç ăнмарĕ (тен, телее), эпĕ куçăн майпа вĕренме кĕреймерĕм. Истори факультетĕнче куçăн мар майпа вĕренме пуçларăм. Çав çулах хĕлле мана салтака илсе кайрĕç.
– Чăваш патшалăх университетĕнче 1994 çулччен журналистика факультечĕ пулман, журналистсене чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче специализаци мелĕпе хатĕрлетчĕç. Эп, тĕслĕхрен, çав çул ЧПУра журналистика факультечĕ уçăлассине пĕлмесĕрех документсем пама кайнăччĕ. Эсĕ вара кун çинчен пĕлнĕ-и?
– Хĕсметрен таврăнсан каллех вĕренме кĕресси пирки шутлама пуçларăм. 1994 çулта документсене Чăваш патшалăх университетне пама кайсан хăш факультета вĕренме кĕресси пирки хам та татăклăн пĕлмен-ха. Йышăну комиссийĕсем ларакан пĕр сĕтел патĕнчен теприн патне каллĕ-маллĕ утса хăшкăлнă хыççăн «Журналистика» тесе çырни патĕнче чарăнтăм. Унта мана «Пултарулăх конкурсĕ» тени шухăша ячĕ, паллах. Мĕншĕн тесен манăн, ытти абитуриентсемпе танлаштарсан, нимĕнпе мухтанмалли те пулман – сăвă-калав çырман, хаçат-журналсенче пичетленмен. Кунта вĕренме кĕрес текен хĕрсемпе каччăсем вара пĕри тепринчен пултаруллăрах пек туйăнатчĕ – пĕрисем телевидени передачисене хутшăннă, теприсем тĕрлĕ конкурссенче çĕнтернĕ, хаçат-журналта пичетленнĕ материалĕсене альбомĕ-альбомĕпе пухнисем те сахал марччĕ… Халĕ те тĕлĕнетĕп: мана çав факультета мĕнле «хитре куçсемшĕн» илчĕç? Чăн та, экзаменсене лайăх тытнăччĕ.
– Журналистика факультетне вĕренме кĕнĕренпе санăн пурнăçу йăлтах улшăннă темелле: эсĕ шăпах кунта пулас мăшăрупа Эльвирăпа паллашнă, юратнă ĕç патне илсе çитерекенни те журналистика факультечех. Радиопа туслашасси ăçтан пуçланчĕ?
– Журналистика факультетне мана шăпа тениех илсе пынă пулĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ çынни лăпкăскер, пĕччен ĕçлеме юратаканскер, çынсемпе ытлашшиех хутшăнманскер… Журналист профессийĕ вара пачах тепĕр майлă – пĕрмаях çынсемпе хутшăнма хистет. Çапла майпа эпĕ хама хам хăюлăха ӳстерме хĕтĕртнĕ-ши? Асăннă факультета кĕмен пулсан эпĕ Чăваш радио алăкне те уçса кĕмен пулăттăм. Унта эпĕ 2-мĕш курс хыççăн практикăна кайнăччĕ, çĕнĕ хыпарсен редакцине лекнĕччĕ. Пĕрремĕш интервьюсене, радио-хыпарсене çырма шăпах çавăнта хăнăхрăм. Ун чухнехи редактор Иван Степанов (шел пулин те, кăçал пурнăçран уйрăлса кайрĕ) практика вĕçленес умĕн: «Эсĕ халь çанталăк çинчен çырма вĕрентĕн, радиора ĕçлеме пултаратăн», – терĕ. Ун сăмахĕсем тӳрре тухрĕç: мана 3-мĕш курсра вĕреннĕ чухне Чăваш радио штатне илчĕç. Çакна эпĕ ман пурнăçри чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри тесе шутлатăп. Пĕрле вĕреннĕ хĕрсемпе, каччăсемпе эпир халĕ те унчченхи пекех туслă, час-часах тĕл пулатпăр. Чи пысăк телей вара – эпĕ студент вăхăтĕнче хамăн Турă çырнине тĕл пултăм. Пулас мăшăрпа, Эльвирăпа, эпир пĕр ушкăнрах вĕреннĕ. Халĕ ĕнтĕ пĕрлешни вунă çул ытла, пирĕн икĕ ывăл çитĕнет. Эльвирăпа Чăваш радиора та пĕрлех тăрăшатпăр.
– Студент çулĕсем мĕнпе асра юлчĕç?
– Студент вăхăтне никам та япăхпа аса илмест пулĕ. Мĕн çисе пурăннă ун чухне, мĕн тăхăннă – халĕ нимех те астумастăп. Юлташсемпе пулни, занятисене çӳрени, университетран троллейбуспа ушкăнпа кĕрлесе кайни вара халĕ те асра. 2-мĕшпе 3-мĕш курссенче çĕр улми пуçтарма Элĕк районне кайни вара – хăйне пĕр истори. Унта пулни-иртнине пĕрле вĕреннисемпе тĕл пулсан халĕ те каçса кайсах аса илетпĕр.
– Журналистпа журналистăн ĕçĕ расна. Çыраканни йăнăш тусан асăрхаса тӳрлетме пултарать. Радио тата тележурналистăн вара, тӳрĕ эфирта ĕçлесен пушшех те, ун пек май çук. Сăмаха питĕ шутласа, виçсе калаçмалла. Интереслĕ лару-тăрăва кĕрсе ӳкни пулман-и?
– Паллах, тĕрлĕ сферăра ĕçлекен журналистсен хăйне евĕрлĕхĕсем пур. Радио журналистсен ытларах «чĕрĕ» сăмахпа хуçаланмалла. Хăвăрах пĕлетĕр, сăмах вăл – кайăк мар, вĕçсе тухсан каялла кĕртеймĕн. Çавăнпа та калас тенине пуçра лайăх çавăрттармалла, уйрăмах тӳрĕ эфир вăхăтĕнче тимлĕ пулмалла. Унсăрăн кăлтăксем е кулăшла самантсем сиксе тухаççĕ. Пĕрремĕш хут кăнтăрла тӳрĕ эфира тухни халĕ те асрах. Чăваш радио кăларăмĕсен пуçламăшĕнче кашнинчех: «Шупашкар калаçать. Вăхăт… », – тесе пĕлтеретпĕр. Палăртнă самант çитсен питĕ хумханнипе: «Шупашкар калаçать. Вăхăт 12 сАхАт та 10 минут», – тесе персе ятăм. Пирĕн Вăрнар тăрăхĕнче шăпах «сахат» тесе калаççĕ. Кайран радиона шăнкăравлакансем пулнине пĕлтерчĕç, «сирĕн мĕнле тутарсем ĕçлеççĕ унта» тесе ыйтаççĕ тет…
– Темиçе çул каялла чăваш музыкине юратакансем Владимир Тимофеев Надежда Заводсковăпа пĕрле юрлакан юрра итлесе киленме пултарчĕç. Сцена çинче хăçан юрлама пуçларăн?
– Каларăм вĕт-ха, ача чухне юрăç пулас ĕмĕт те пурччĕ. Анчах та çав ĕмĕте пурнăçлас тесе эпĕ нихăçан та тĕллевлĕн ĕçлемен. Апла пулин те шăпа тени мана ку пултарулăх çулĕ çине те кăларчĕ-кăларчех. Тавах Зоя Спиридоновăпа Надежда Заводскова юрăç-композиторсене . Вĕсем мана асăрхаса сцена çине туртса кăларчĕç. Надеждăпа çырнă пĕрремĕш юрă «Ун чухне кĕркуннеччĕ…». Сăмахĕсем Анатолий Чебановăн, кĕвви Надежда Заводскован. Ку вăл шăпах ултă çул каялла кĕркунне пулнăччĕ. Унтанпа эпир пĕр 10 юрă та пĕрле çырнă. Концертсене те сахал мар хутшăннă. Тутарстанри Çырчаллипе Теччĕ хулисенче пĕрре мар гастрольте пулнă. Халĕ те юрлатпăр. Çапах та хама юрăç тесе шутламастăп. Тен, çавă чăрмантарать те тачăрах ĕçлеме. Мана ытларах концертсемпе тĕрлĕ савăнăçлă мероприятисене ертсе пыракан пек пĕлеççĕ. «Юрăçсем нумай, концертсене ертсе пыракансем вара сахалрах», – терĕç те çапла пултăр терĕм.
– Шупашкара вĕренме кайсан мана малтанхи вăхăтра: «Эсĕ Тутарстанран вĕт-ха, чăвашла та ăнланатăн», – тетчĕç Чăваш Ен çамрăкĕсем. «Ăнланма çеç мар, калаçма та, вулама-çырма та пĕлетĕп», – тесе ăнлантарма тиветчĕ. Темшĕн ытти регионсенче чăвашла пĕлекен чăвашсем пурăнман пек туйăннă ĕнтĕ вĕсене… Володя, халĕ эсĕ час-часах тулай чăвашĕсем патне кайса çӳретĕн. Сан шутупа мĕнлерех вĕсем – Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакан чăвашсем?
– Чăн та, пире, Чăвашра пурăнакансене, тепĕр регион çынни чăвашла калаçнине итлеме питĕ интереслĕ. Хамăр патра та чăвашла калаçакансем чакса пыраççĕ те, республика тулашĕнчи йăхташсем тăван чĕлхепе калаçса «сутса янине» пĕлсен, тӳрех ĕненместĕн те. Эп çакăн çинчен ку таранччен ытлашшиех шухăшламан. Анчах та пĕр пилĕк çул каялла шăпах Тутарстана концертпа килсен кунта пурăнакан чăвашсемпе паллашнăччĕ. Мăсăльман тĕнне пăхăнакан республикăра чăвашсемпе калаçни мана тĕлĕнмелле япала пек туйăннăччĕ. Çак туйăм паян кун та çухалман манра. Унтанпа тĕрлĕ регионсенче пулса хамăр халăх представителĕсемпе калаçнă. Мĕнле маттур вĕт-ха вĕсем, Шупашкартан инçе пурăнсан та тăван чĕлхепе калаçаççĕ, вĕренеççĕ, чăвашла юрăсем итлеççĕ. Тата вĕсем вырăнти чĕлхесемпе те çăмăллăнах калаçаççĕ.
– Сана тĕрлĕ мероприятисем ертсе пыма таçта та чĕнеççĕ. Халиччен ăçта-ăçта пулса куртăн тата пĕрмай çӳресе ывăнтармасть-и?
– Концертсем ертсе пыма халĕ те час-часах чĕнкелеççĕ. Юлашки çулсенче вара тăтăшах официаллă мероприятисене ертсе пыма шанаççĕ. Ак юлашкисене кăна аса илем: июньте Ульяновскра Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕнче, унтан Шупашкарта Республика кунĕнче иртнĕ халăх пултарулăхĕн «Атăлçи çăлкуçĕсем» фестивалĕнче, июль пуçламăшĕнче Тутарстанри Нурлатра пулнă Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Уявĕнче пултăм. Тĕрлĕ мероприятисем, паллах ывăнтараççĕ, анчах та йăлăхтарчĕç тесе Турра кӳрентерес килмест.
– Халь артистсенчен нумайăшĕ тамада пулса та ĕçлеççĕ. Эсир мăшăрăрпа иксĕр те сăмах ăстисем, сирĕн тамада пулас шухăш çуралман-и?
– Чăн та, чылайăшĕ туйсенче, юбилейсенче тамада пулса питĕ хастар ĕçлеççĕ. Ку вăл урăхларах «жанр», тупăшлăрах та. Сĕнекенсем, чĕнекенсем нумай пулин те, эпĕ пĕрре те тамада ролĕнче пулса курман. Мăшăрăм та ку таранччен пĕрре те ĕçкĕ-çикĕсене ертсе пыман.
– «Чăваш радиона» Чăваш Ен тулашĕнче пурăнакансен ăçта итлеме май пур?
– Эпир хамăрăн аякри итлекенсемпе çыхăнăва тытсах тăратпăр. «Чăваш радио» куллен хатĕрлекен кăларăмсемпе пирĕн телерадиокомпанин сайтĕнче паллашма пулать. Унта «Радио Чувашии» текен ятарлă баннер пур, çавăнта кĕмелле. Сăмах май, сайтра Чăваш телевиденийĕ хатĕрлекен чăвашла кăларăмсене те пăхма пулать. Сайт адресĕ – http:/www.chgtrk.ru/.
– Ывăлăрсем ӳссен аттепе анне пек журналист пулатпăр темеççĕ-и?
– Вĕсем хальлĕхе пĕчĕкрех-ха. Асли çак уйăхра 10 тултарчĕ, кĕçĕнни – 4-ра. Вĕсем эпир ăçта ĕçленине аван пĕлеççĕ, тăтăшах радио çуртĕнче пулаççĕ. Анчах та хальлĕхе кам пуласси пирки татса калаймаççĕ. Хамăр пек журналист пулма эпир вĕсене пачах хистеместпĕр.
– Тутарстан чăвашĕсене, «Сувар» вулакансене мĕн сунатăн?
– Майпа усă курса эпĕ чи малтанах «Хусан чăвашĕсем» ушкăнăн ертӳçине Алексей Наумова тата унти мĕн пур хĕрпе каччăна салам калатăп. Шăпах çак пултарулăх ушкăнне пула эпĕ Тутарстанпа туслашрăм тесен те юрать. Унтан, паллах, Константин Малышевпа вăл ертсе пыракан «Сувар» хаçат ĕçченĕсемпе мĕн пур вулакансене ырлăх-сывлăх сунатăп. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр, ырă хыпарсем нумайрах пулччăр. Тĕл пулăпăр-ха!
 
: 1102, Хаçат: 39 (925), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: