Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЯТЛĂ СТИПЕНДИ
РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев студентсене 2012 çултан пуçласа ятлă стипендисем тӳлеме пуçласси пирки калакан Указ çине алă пуснă. Çак стипендисене илме экономикăна аталантарассипе çыхăннă пилĕк приоритетлă направленипе специалистсем хатĕрлекен аслă шкулсенче пĕлӳ илекен, вĕрентӳре тата наукăра пысăк çитĕнӳсем тунă студентсемпе аспирантсен шанăç пур.
Президент каланă тăрăх, халĕ пирĕн çĕршывра 9 миллион ытла студент шутланать. Ку пĕтĕм халăхăн 6 проценчĕ. Студентсен ытларах пайĕн стипендийĕ 1200 тенкĕпе танлашать. Сентябрьтен унăн калăпăшĕ 20 процента ӳснĕ.
ОБЩЕЖИТИСЕНЧЕ ВЫРĂН ПУЛАТЬ
Çак кунсенче Дмитрий Медведев РФ Правительствине 2012 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен студентсен социаллă лару-тăрăвĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама хушнă. Уйрăмах ют ял-хуласенчен вĕренме килнĕ студентсене общежитисенче пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерес ыйту çине пусăм тумалли пирки асăрхаттарнă. Ректорсене çуркуннеччен вĕренӳ заведенийĕсен общежитийĕсене тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тĕрĕслеме хушу панă Президент.
Çавăн пекех Правительство субъектсенчи ĕç тăвакан власть органĕсемпе пĕрле 2012 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен вузсене пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа, 2011 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕччен хула çум поезчĕсем çинче çӳремелли пĕрлехи çул билечĕсемпе тивĕçтерес ыйтусене те татса парĕ.
ХАБЕНСКИН ИККĔМĔШ СТУДИЙĔ
Октябрĕн 1-мĕшĕнчен Хусанта Константин Хабенскин иккĕмĕш творчество студийĕ ĕçлеме пуçлать. Пĕрремĕш студи тĕп хулари 116-мĕш шкулта вырнаçнă пулсан, иккĕмĕш – 122-мĕш номерлинче. Нумай пулмасть актер студие уçма хăй те Хусана килсе кайнă. Ачасем ăна çав тери юратаççĕ. Актер шкул алăкĕнчен кĕнине курсанах ăна пур енчен те ачасем сырса илеççĕ. Яланхи пекех хальхинче те Константин ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулнă. «Эпир ачасене театр вузне кĕме хатĕрлеместпĕр. Эпир вĕсене пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлетпĕр. Вĕсем хăйсене ирĕклĕ тытма пĕлччĕр, хăйсем тĕллĕн шухăшлама, шухăшĕсене хитрен пĕлтерме вĕренччĕр», – тенĕ студие йĕркелекен.
Паллах, ачасене актер ăсталăхне Константин пĕрмай хăй вĕрентеймест. Çак тивĕçе Хусанти театр училищин педагогĕсем, Çамрăксен театрĕн артисчĕсем пурнăçлаççĕ. 122-мĕш шкулта пĕлӳ илекен кашни вĕренекен çӳреме пултарать студие. Студири занятисемшĕн тӳлемелле те мар.
Хусансăр пуçне Константин Хабенскин студийĕсем тата Екатеринбург, Пермь, Анат Тагил, Санкт-Петербург, Воронеж, Новосибирск хулисенче пур. Хусанта икĕ студипе çеç çырлахасшăн мар-ха актер, апла-тăк çĕнĕ студисем уçăласса кĕтмелле.
ЧИ ЛАЙĂХХИНЕ СУЙЛАÇÇĔ
Республикăри студентсем чăтăмсăррăн кĕтекен «ТР Çулталăк студенчĕ – 2011» конкурс кăçал декабрĕн 2-мĕшĕнче Хусанти «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче пулать. Ăна 2005 çултанпа ТР Студентсен лиги ирттерет. Кĕркунне студентсен конкурса хутшăнма заявка памалла, портфолио хатĕрлесе хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартмалла.
2010 çулта конкурса хутшăнма 18 номинаципе 300 ытла заявка панă. Кăçал вара конкурс 16 номинаципе иртет. Заявкăсене октябрĕн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
 
: 906, Хаçат: 39 (925), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: