Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çу кунĕсенче çанталăк ял хуçалăхĕсене кӳрентермерĕ. Республикăра тыр-пул ăнса пулчĕ. Çĕр ĕçченĕсем тырă йышăнакан пунктсене пурĕ 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулă, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сĕлĕ, 9,4 пин тонна пăрçа ăсатрĕç. Çĕпрел районĕ те хăйĕн 69 пин гектара яхăн акăнакан çĕрĕ çинче кĕрхи тата çурхи тулă, урпа, пăрçа, вика, рапс, выльăх валли кукуруза, хĕвел çаврăнăш çитĕнтерчĕ. Тыр-пул тухăçĕ те япăх мар вĕсен, пĕр гектартан вăтамран 35 центнер. Кунти çĕрĕн хăйне евĕрлĕхне асра тытса август уйăхĕнчи уяр çанталăкпа усă курса юлма та ĕлкĕрчĕç. Йĕпе-сапа пуçланиччен уй-хирсенчи тыр-пула йăлтах пухса илчĕç. Вырмана районта пуринчен малтан «Цильна» тулли мар яваплăхлă общество вĕçленĕ.
Шел пулин те, ял ĕçченĕсене сентябрь уйăхĕ пĕрре те савăнтармасть, куллен çумăр çунипе тымар çимĕç хирĕсене техника кĕреймест. Районти ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн ертӳçи И.Низамов пĕлтернĕ тăрăх, сахăр чĕкĕнтĕрĕн тухăçĕ япăх мар кăçал, вăтамран 235 центнер. Анчах çанталăк лайăхланмасан, пилĕк пин гектара акнă пылак тымар çимĕç çухатусăр пулмĕ. Мĕншĕн тесен сентябрь уйăхĕнче кăна 100 миллиметр, урăхла каласан икĕ уйăх норми, чухлĕ çумăр çунă. Çавăнпа районта хальлĕхе сахăр чĕкĕнтĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 31 процентне кăна кăларма ĕлкĕрнĕ. «Ак Барс Дрожжаное» тулли мар яваплăхлă общество – 1450 гектар, «Цильна» – 150, «Алга» – 50 гектарти сахăр чĕкĕнтĕрне кăларса сахăр заводне ăсатнă. «Корм Дрожжановский» хуçалăх вара ку ĕçе пуçăннă кăна-ха.
Çĕр улми лаптăкĕ районта пысăк мар, пурĕ те 100 гектар кăна, ăна ытларах фермерсем ӳстереççĕ. Техники вĕсен çĕнĕ мар пулин те çанталăк йĕпе-сапана кайиччен çĕр улмине кăларса пĕтерме ĕлкĕрнĕ.
Район тĕпрен илсен ял хуçалăхĕпе пурăннăран унăн тупăшĕ пысăк мар. Вăйпитти çынсем ялсенче ĕç çуккипе урăх регионсене ĕçе кайма тăрăшаççĕ. Çапах та юлашки çулсене кунта та «Агропромышленность комплексне аталантарасси» программăпа килĕшӳллĕн фермер хуçалăхĕсем йĕркеленме тытăнчĕç. Хальхи вăхăтра районта 42 фермер тыр-пул, тымар çимĕç ӳстерет. Вĕсенчен 12-шĕ – чăваш (Петр Осипов, Николай Шишин, Николай Михайлов тата ыттисем). Хальхи вăхăтра тата 14 çын фермер хуçалăхне йĕркелеме кирлĕ хутсем пуçтарать-мĕн. Ял хуçалăхпа апат-çимĕç управленийĕн ертӳçи И.Низамов пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле районта 5 çемье ферми те хута каймалла. Вĕсенчен 4-шĕ мăйракаллă шултра выльăх, пĕри кайăк-кĕшĕк ĕрчетĕ. Сăмах май, Çĕнĕ Чукалти чăх-чĕп ферми хатĕрпе пĕрех, чĕп кăлармалли инкубатор та пур унта.
ТР Президенчĕ кăçал февраль пуçламăшĕнче Çĕпрел районне ĕçлĕ визитпа килсен çĕпрелсем ял хуçалăхне комплекслă аталантармалли «Çĕнĕ ял» проекта хăтланăччĕ. Унпа килĕшӳллĕн, пĕчĕк фермăсенчен тăракан комплекс 47,3 гектар лаптăка йышăнмалла. Район ертӳçисем пулас комплексăн вырăнне те палăртнă ĕнтĕ, вăл Кивĕ Çĕпрелпе Алешкин Саплăк ялĕсем хушшине вырнаçĕ. Комплекс чылай ыйтăва татса пама пулăшасса шанаççĕ, çав шутра район çыннисем валли хушма ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессинче те. Анчах хальлĕхе Çĕпрел тăрăхĕнче «Çĕнĕ ял» комплекс енĕпе строительство ĕçĕсем пуçăнман-ха.
 
: 1031, Хаçат: 39 (925), Категори: Районсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: