Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа республикăри чăвашсен пурнăçĕ тĕрлĕ мероприятисемпе пуян. Кашни районта тенĕ пекех вырăнти наци уявĕсене чĕртесси, спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Çавах та чи пĕлтерĕшли Нурлатра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри чăваш Уявне ТР тата ЧР Президенчĕсем хутшăнни пулчĕ-тĕр, вĕсем икĕ республикăн туслăх кĕперне çирĕплетнисĕр пуçне праçнике тата çӳллĕрех шая çĕклерĕç. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, 2011 çул хăй те ТР ЧНКАшăн пĕлтерĕшлĕ çул. Мĕншĕн тесен Уставпа килĕшӳллĕн, кашни икĕ çулта автономийĕн ĕçне пĕтĕмлетсе ертӳçĕ суйламалла. Шăпах çак ыйтупа Тутарстан чăвашĕсен ертӳçисем сентябрĕн 28-мĕшĕнче черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине ирттересси пулчĕ. Ăна мĕнле йĕркелесси пирки чи малтан ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев хăй шухăшне пĕлтерчĕ. Ун шучĕпе, конференцие кичем лару пек мар, халăх съезчĕ пек ирттермелле. Унта çынсене ытти çулсенчи пек халăх шучĕшĕн пуçтармалла мар, наципе культурăна аталантарма тăрăшакан хастарсене, сумлă çынсене кăна чĕнмелле. Тата ТР ЧНКА председателĕ кăна отчет туни те çителĕксĕр-мĕн, çавăнпа Канашăн кашни членĕ çак икĕ çулта наципе культурăна аталантарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туни пирки каласа памалла. Кунсăр пуçне конференцин шайне те ӳстермелле. К.Яковлев унта Раççейри ытти регионсенчи чăваш пĕрлĕхĕсен ертӳçисене чĕнме сĕнчĕ. Канаш членĕсем ку шухăшсене ырланă хыççăн конференцие «Казань» Наципе культура центрĕнче октябрĕн 27-мĕшĕнче ирттерме, пурĕ 200 делегат чĕнме йышăнчĕç. Районсенчи йăхташсем пурте вăхăтра çитсе ĕлкĕрччĕр тесе конференцие 13 сехетрен маларах пуçламалла мар тесе палăртрĕç.
Чăвашсене кун йĕркинчи тепĕр ыйтăва та пĕрремĕшĕ пекех хĕрӳллĕн сӳтсе явма тиврĕ. План тăрăх, кăçал конференци хыççăнах «Чăваш пики» республика конкурсĕ пулмалла. Тутарстан чăвашĕсем çапла майпа Раççейри «Чăваш пикине» тивĕçлĕ конкурсанткăна суйламалла-мĕн. Сăмах май, Раççейри чăваш пикисен конкурсĕ кăçал Шупашкарта иртет. Тутарстан чăвашĕсен пикисем ку енĕпе яланах чи пултаруллисен шутĕнчеччĕ. Анчах хальхинче мĕнлерех пуласси паллă мар, мĕншĕн тесен улшăнусем кунта та пур, республикăри «Чăваш пики» конкурса çуллен «Мисс Татарстан» обществăлла организаци хатĕрлентерсе ирттернĕ пулсан, кăçал çак ĕçе анаткамăсемпе элметсем пурнăçлĕç.
Юлашки çулсенче ТР ЧНКА спорт ăмăртăвĕсене йĕркелессине те ырă йăлана çавăрчĕ. Октябрĕн 9-10-мĕшĕсенче те акă республикăри чăваш ачисемпе çамрăкĕсен хушшинче ТР ЧНКА кубокĕшĕн мини-футбол енĕпе Аксу районĕнче ăмăрту пулать. Çĕнтерӳçĕ команда вара Тутарстан Халăхсен ассамблейи ноябрĕн 3-мĕшĕнче Хусанта çак спорт енĕпе ирттерекен ăмăртăвĕнче наци чысне хӳтĕлĕ. Октябрĕн 30-мĕшĕнче те Аксу районĕнчи çĕнĕ спорт комплексĕ республикăн чăваш çамрăк спортсменĕсене пухать, хальхинче ТР ЧНКА кубокĕшĕн вĕсем кĕрешсе вăй виçĕç.
ТР ЧНКА Канашĕн суйланнă çĕнĕ йышĕн те наципе культура ĕçне тӳрех кӳлĕнме тивĕ. Вĕсем октябрĕн 29-мĕшĕнче Ульяновск хулинче Тутарстан чăвашĕсен кунне ирттерме хутшăнаççĕ. Республикăри чăваш юрăçисем ун чух чĕмпĕрсене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарĕç.
Паллах, ларура тĕрлĕ ыйтăва сӳтсе явма тиврĕ чăвашсен. Анат Камăри чăваш наципе культура центрĕн ертӳçи В.Юнусова, тĕслĕхрен, шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлемеллине палăртрĕ. Çак тĕлĕшпе вĕсем малтан хăйсем патĕнче «Чăваш пукани» ача-пăча фестивалĕ ирттерсе пăхасшăн иккен, унтан республика шайне çитересшĕн. Вера Михайловнăн шучĕпе, республикăри хулапа районсенчи юрăçсене хăйсен пултарулăхне халăх çине кăларма пулăшмалла. Çавăнпа вĕсене пĕр ансамбле пухмалла. Ун чух ансамбль ытти регионсенче иртекен мероприятисенче Тутарстан чăвашĕсен ятне хӳтĕлĕччĕ.
Чистай районĕнчи Анат Кăтрата ялĕнчи çĕр çулхи юбилее хатĕрленекен чиркӳ çулла çунса кĕлленнĕ ыйту та хĕрринче юлмарĕ ларура. Чистайри ЧНКЦ ертӳçи П.Плотников çĕнĕ чиркӳ лартма йăхташсенчен пулăшу ыйтрĕ. Сăмах май, Алексеевски районĕн ЧНКЦ ертӳçи Н.Сторожев кăтратасене çак тĕллевпе 50 пин тенкĕ укçа панă та ĕнтĕ.
 
: 1105, Хаçат: 39 (925), Категори: ЧНКА хыпарĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: