Эпĕ, Валентина Петровна Улангина, Нурлат районĕнчи Тĕкĕрмел ялĕнче пурăнатăп. 39 çул ялти шкулта, ача садĕнче ĕçлесе пенсие тухрăм.
Мана пĕр ыйту канăç памасть. Ĕлĕк ĕçленĕ вăхăтра пире коммуналлă услугăсемшĕн тӳлетчĕç. Пенсие тухсан ăна пама пăрахрĕç. Эпĕ 1997 çулта тивĕçлĕ канăва тухрăм. Пĕр виçĕ çул вутăпа хутнă чухне вутă паратчĕç, çутăпа усă курнăшăн та тӳлетчĕç. Ĕлĕк, вăрçă хыççăнхи çулсенче те, Нурлатран лашапа краççын илсе килсе 10-шар литр паратчĕç. Вутă та хамăр хатĕрлесе кашни учителе салататтăмăр. Халĕ нимĕн те памаççĕ. Тутарстанра вăл закона пăрахăçланă-ши? Юнашар облаçсенче тӳлеççĕ вĕт-ха.
Хисеплĕ Валентина Петровна!
Ыйтăвăр çине хурав парса сире тата ытти учительсене те пулăшу пулĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен сирĕн правăна чăнах та пăсаççĕ.
«Вĕрентӳ çинчен» РФ Законĕн 55-мĕш статйин 5-мĕш пункчĕпе килĕшӳллĕн, ялсенче, поселоксенче пурăнакан учительсем ăшăпа тата çутăпа усă курнăшăн тӳлемелле мар. Çаплах çуртăн калăпăшне те, мĕн чухлĕ çунтарнине те пăхса тăмаççĕ.
Çакăн йышши льготăна патшалăх 1992 çулта йышăннă закона пăхăнса парать.
2004 çулхи августăн 22-мĕшĕнче 122№ Федераллă законăн 16-мĕш статйин 30-мĕш пунктне «Социаллă пулăшу памашкăн унăн калăпăшне, условине тата йĕркине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем палăртмалла» тесе улшăну кĕртнĕ пулнă.
Закон пĕтĕмпех пулăшмалла мар темест, пулăшăвăн тăкакне çеç пăхса тухма сĕнет.
РФ Çурт-йĕр кодексĕн 160-мĕш статйипе килĕшӳллĕн, уйрăм категориллĕ çынсене федераллă законсем, РФ субъекчĕн законĕсем тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен нормативлă право акчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх пурăнакан çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн бюджет шутĕнчен компенсаци пама тивĕç.
Çавăнпа та, сире компенсаци тата коммуналлă услугăсемшĕн льгота паманни закона пăсни пулать. Сирĕн хăвăр пурăнакан район администрацине кайса заявлени çырмалла. Енчен те сирĕнпе килĕшмерĕç пулсан, хут çырса паччăр. Çав хутпа вара эсир прокуратурăна е суда кайма пултаратăр. Закон сирĕн енче пулма тивĕç.
Хисеплĕ Валентина Петровна тата мĕнпур учительсем, сире çывхарса килекен професси уявĕпе саламлатăп.