Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1992 çултанпа ытти çĕршывсемпе пĕрле Раççей те кашни çулах Ватăсен кунне паллă тăвать. Çулланнисене çак кун пурте тимлĕх уйăрма ăнтăлаççĕ тесе калас килет: тĕрлĕ шайри власть органĕсем те, пенсие тухичченех вăй хунă тăван предприяти те, кӳршĕ-аршă, ачи-пăчисемпе мăнукĕсем… Мĕн каламалли, ахаль, урампа иртсе пыракан палламан çамрăксем те. Кашниех ватлăха сума суса çынна мĕнпе-тĕр пулăшасшăн, ырă тăвасшăн тесе калас килет. Паллах, манăн шухăшсем (тен, ĕмĕтсем) пурте пурнăçланаймĕç-и, тен, апла пулин те çак кун, вунă кунлăхра нумай ватă таврари çынсенчен, организацисенчен тимлĕх туйĕ. Ку та кăштах йăпатать (çулĕ-çулĕпе пĕр чарăнми çапла пулсанччĕ те). Тутарстанра власть енчен ытти чух та ваттисене кӳрентерни сисĕнмен-ха, октябрĕн 1-мĕшне вара уйрăмах тĕплĕн хатĕрленсе мероприятисем йĕркелесе ирттерме тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе ытларикун ТР ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ Азат Габдулахатов ТР Министрсен Кабинечĕн лару залĕнче журналистсемпе тĕл пулса брифинг ирттернĕ.
Тутарстан халăхĕ ватăлса пырать. Паянхи кун республикăра 790 пин çын пенси çулĕнче. Вĕсенчен 224 пинĕ – арçынсем, 568 пинĕ – хĕрарăмсем. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл массăллă хыпар хатĕрĕсенче ĕçлекенсене. Чиновник сăмахĕсемпе, ку лару-тăру пĕр Тутарстанра кăна мар, тĕнчипех çапла.
90 çултан иртнисем Тутарстанра 9 пин çын. Çаксен хушшинче 100 çултан иртнисем те пур – 152 çын. Чи вăрăм ĕмĕрли Пăва районĕнчен. Вăл кăçал ноябрь уйăхĕнче 108 çул тултарать.
Азат Габдулахатов каланă тăрăх, республикăра ватăсене тимлĕх уйăрмаççĕ мар, тĕслĕхрен, ТР Ĕç, ĕçлĕх тата социаллă хӳтлĕх министерстви пăхса тăракан ватă çынсемпе сусăррисен социаллă тивĕçтерӳ учрежденийĕсем те 94. Вĕсенчен 32-шĕ – стационарлă учреждени. Вĕсенче пĕтĕмпе 4 пин çын пурăнать, 1550-шĕ – çулланнисем. Кĕçех, çулланнисен вунă кунлăхĕнче, октябрĕн 6-мĕшĕнче Камские Поляны поселокĕнче 400 вырăнлă реабилитаци центрĕ уçăлать. Ăна ятарласа ватăсемпе сусăррисем валли тунă, çĕнĕ технологисем вырнаçтарнă.
Хусанта С.Сайдашев ячĕллĕ Пысăк концерт залĕнче чаплăн уçĕç çулланнисен вунă кунлăхне. Палăртса хăварма кăмăллă, кашни çулах шĕкĕр хуламăр Ватăсен кунне ирттернĕ чух пĕччен пурăнакан пенсионерсене пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать, паянхи куна вĕсем 2513 çын. Паянхи куна Тутарстанăн тĕп хулинче 314 827 пенсионер пурăнать, вĕсенчен 90 çултан та аслисем – 2862. Хусанта 100 çул урлă каçнă çынсен йышĕ ӳссе пырать, тĕслĕхрен, 2008 çулта вĕсем 25-ĕн пулнă, пĕлтĕр – 32, кăçал вара 36 çын шутланать. Октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕсене пурне те администраци енчен пулăшу пулĕ, хулан район администраци пуçлăхĕсем саламлĕç.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Хусанăн социаллă столовăйсемпе кафесенче ватăсене уявпа саламласа тутлă ĕçме-çимепе сăйлаççĕ. Çаплах (яланхи пек) хула мунчисенче тӳлевсĕр çăвăнма май пулать. Ватăсен уявне йĕркелекенсем спорт çинчен те манман: «Баско» спорткомплексăн футбол уйне ветерансем тухса çамрăклăхне аса илĕç. «Сайдаш» культура центрĕнче октябрĕн 5-мĕшĕнче хорсен фестивалĕ пулать. Хулара канупа ташă каçĕ те пулать. Хула районĕсенче ватă çынсемпе çавра сĕтелсем йĕркелĕç, вĕсен проблемисене сӳтсе явĕç. Пĕччен пурăнакан ватăсен хваттерне тирпейлессипе, пахча çимĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă акцисене кăçал та ирттерĕç. Вунă кунлăхра ватăсем хушшинче вырăс бильярчĕпе, шывра ишессипе ăмăртусем пулаççĕ. Октябрĕн 11-мĕшĕнче хулан пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче ватăсене компьютерпа ĕçлеме вĕрентекен курссен çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланать. Пĕлтĕр çакăн пек майпа 525 пенсионер компьютера алла илнĕ.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕнче Элмет районĕнчи Клемтел  ялĕн кинемийĕсем.
С.Садыкова сăнӳкерчĕкĕнче Элмет районĕнчи Клемтел ялĕн кинемийĕсем.
 
: 918, Хаçат: 39 (925)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: