Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри чăваш çамрăкĕсем хушшинче пултаруллă та хăюллă çамрăксем сахал мар. Вĕсем тĕрлĕ сферăра маттур. Çав шутра туризмра та. Хуракӳл (Элкел районĕ) хĕрĕ Ольга Михайлова та акă çур çула яхăн ĕнтĕ Турци çĕршывĕнче гид пулса тăрăшать. Ентешпе эпир Интернетпа çыхăнса унти пурнăç, гид ĕçĕ пирки каласа пама ыйтрăмăр.
– Ольга, сана эпир «Чăваш пики» республика конкурсне хутшăннă, педагог пулма хатĕрленекен пике пек астуса юлнă. Тĕллевсене тăрук улăштарма мĕн хистерĕ е гид пулма та ачаранах ĕмĕтленнĕ-и?
– Пĕчĕк чух гид мĕн иккенне пĕлмен-ха эпĕ. Ачаран юлташсемпе шкулла выляма юрататтăм. Паллă ĕнтĕ, учитель вырăнĕнче эпĕччĕ. Атте хăйĕн пĕчĕк «учительне» ятарласа доска та туса панăччĕ. Хуракӳл шкулĕнчен вĕренсе тухсан хамăн ĕмĕте пурнăçларăмах, Теччĕри педагогика училищине вĕренме кĕтĕм. Анчах пуçламăш классен тата чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕн специальноçне алла илсен, Элкелĕнчи вĕрентӳ уйрăмне килтĕм те вĕсем мана хăйсен сĕнĕвĕсемпе интереслентереймерĕ ç. Çавăнпа килте атте-аннепе калаçнă хыççăн Хусанти аслă шкула вĕренме кайма шутларăм. Географи уйрăмне суйлама вара тăхлач сĕнчĕ. Куншăн эпĕ ăна паянхи кунччен те тав тăватăп. Çапла Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университечĕн географипе биологи факультечĕн куçăн майпа вĕренекен студенчĕ пулса тăтăм эпĕ.
Университетра пĕрремĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах Анапăна вожатăй пулса ĕçлеме кайма собеседовани иртрĕм. Çапла 2006 çулта çулла хам ĕмĕрте пĕрремĕш хут тăван Тутарстанран аяккарах кайрăм, Хура тинĕсе куртăм. 2-3-мĕш курссенче те ăçта та пулсан кайма хирĕç марччĕ-ха, анчах практикăна Тутарстанра кăна иртмеллипе май килмерĕ. Манăн вара ют çĕршывсенче пулса курас килетчĕ. Атте-аннерен укçа ыйтма вăтанаттăм. Пĕррехинче кĕркунне пĕр ресторана çĕнĕ персонал илесси пирки пĕлтерӳ вуларăм та ĕçе вырнаçрăм. Çапла 2008 çултанпа çĕрле ĕçлеттĕм, ирхине вĕренме каяттăм. Сăмах та çук, йывăрччĕ, анчах анне калашле, ĕçпе çын вилни пулман-ха.
– Турци эсĕ çитсе курнă пĕрремĕш çĕршыв-и?
– Турцирен маларах 2009 çулта Тайландра пулса курма май пулчĕ. Унта каймашкăн хам ĕçлесе укçа пуçтартăм. Мĕнле хытă савăннăччĕ ун чух. Ара, хам ĕмĕрте самолетпа вĕçме мар, ăна çывăхран та курман-çке. Пĕчĕк чух тӳпере самолет вĕçнине курсан: «Самолет, самолет, лартса кай!» – тесе кăшкăраттăмăр. Тайланда пуçласа 13 сехет вĕçрĕм. Унта мĕн курнине сăмахпа каласа та пĕтерме çук: слон çине ларса ярăнтăм, жирафа алăран çитертĕм, крокодил куртăм. Тайланда кайнă вăхăтра Раççейре хĕллеччĕ, унта вара – çулла, ку та маншăн темĕнле асамлăх пек туйăннăччĕ. Бангкогпа Паттайя мана хăйсен хитре çурчĕсемпе тĕлĕнтерчĕç.
– Ольга, мĕншĕн-ха Турцие суйласа илтĕн? Ют çĕршыва ĕçлеме каяс шухăш мĕнле çуралчĕ? Аçу-аннӳ хирĕç пулмарĕ-и тата?
– 2010 çулта пĕлĕшсенчен нумайăшĕ Америкăна ĕçлеме кайрĕç. Мана та ют çĕршыв интереслентерме пуçларĕ. Акăлчанла питех пĕлменнипе Америкăна каяссине тӳрех пăрахăçлама тиврĕ. Пĕррехинче Интернетра «Работа гидом» сайт куç тĕлне пулчĕ. Унта гид пулса ĕçлеме хăш-хăш çĕршывсене кайма май пурри çинчен пĕлтернĕччĕ. Эпĕ малтанах Турцие суйласа илтĕм. Çĕршыв çинчен питĕ нумай литература вуларăм. Паллах, çак вырăнсене хам куçпа курас килетчĕ. 2010 çулта университетра патшалăх экзаменĕсем тытнă хыççăн, Эгей тинĕсĕ хĕрринчи Мармарис хулине канма кайрăм. Питĕ килĕшрĕ унта, хĕвел тухăç тараватлăхĕ, турккăсем çынна яланах пулăшма хатĕрри, пĕр-пĕринпе туслă пурăнни тĕлĕнтерчĕ. Раççее таврăнсан туризм сферинче ĕçлекен çынсене Интернет урлă шырама тытăнтăм. Вĕсем шутсăр нумай иккен. Çапла эпĕ 2011 çулхи сезона Турцире ирттересси пирки ĕмĕтленме пуçларăм.
Каярах Хусанта «Мисс Татарстан» обществăлла организацие ĕçе вырнаçрăм. Нумай япалана вĕрентĕм унта. Çак организацин ертӳçисене Изольда Сахаровăпа Сильвия Чаркинăна куншăн тав тăватăп. 2011 çулта Турцие ĕçлеме каймашкăн собеседование ăнăçлă иртнĕ хыççăнах васкаса кирлĕ документсене пуçтарма тытăнтăм. Хам Турцие ĕçлеме каясси пирки тăвансенчен никама та пĕлтермерĕм-ха малтан, вĕсем ăнланмасран хăрарăм. Чăнах та çапла пулса тухрĕ, юлташсем кайма сĕнетчĕç пулсан, тăвансем шухăша пăрахăçлама ыйтатчĕç. Инçете ярасшăн пулман ĕнтĕ вĕсем. Çавах та акă ĕнтĕ апрель уйăхĕнченпе эпĕ Турцире, нимĕншĕн те ӳкĕнместĕп. Чăнах та, атте-аннене, тăвансене курас килет, тунсăхлатăп. Майпа усă курса аттене Николай Михайлова сирĕн хаçат урлă 60 çулхи юбилейпе саламлатăп. Эпĕ ăна питĕ хытă юрататăп, нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх сунатăп!
– Ют çĕршыв мĕнле кĕтсе илчĕ? Турккă чĕлхине пĕлменскере сана унти çынсемпе хутшăнма йывăр пулмарĕ-и? Çак вăхăтра унти пурнăçа хăнăхма та ĕлкĕртĕн пуль ĕнтĕ?
– Чăн та, апрель уйăхĕнченпе кунта нумай япала пулса иртрĕ. Вырăн-вырăнпа юр та ирĕлсе пĕтмен Раççейрен килнĕ-килмен çуллан ытамне кĕрсе ӳкрĕмĕр, кунта вăл вăхăтра апельсинсем, лимонсемпе лаймсем чечекреччĕ. Нимĕн пĕлмен пулсан та питĕ интереслĕччĕ. Пире Кемер регионти пĕр отеле вырнаçтарчĕç. «Тез тур» компанин чи чаплă «AmaraDolcevita» отелĕнче вĕрентме тытăнчĕç, экскурсисене илсе çӳрерĕç. Пĕр сăмахпа, хатĕрленӳ курсĕ çӳллĕ шайраччĕ. 2 эрне вĕреннĕ хыççăн мана тата 18 ачана Турцин чи шăрăх регионне (кунти сывлăш температури ытти регионсеннинчен 5 градус ăшăрах) Алание (кунта банансем ӳснипе ăна банан республики те теççĕ) ячĕç. Çынсемпе хутшăнассинче опыт пуррипе-ши, кăмăл-туйăмпа кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме хатĕррипе-ши мана кунта тӳрех асăрхарĕç, Алани-сити тăрăх экскурсисем ирттерме çирĕплетрĕç.
– Хальччен хăнăхман ĕç хăратмарĕ-и?
– Кирек мĕнле ĕçре те лайăххи те, япăххи те пур. Çапах та «мĕн пулни – лайăха» текен принциппа пурăнма хăнăхнă эпĕ. Икĕ уйăх ĕçленĕ хыççăн мана, Хусантан тата тепĕр икĕ хĕре «Тез тур» компанине куçма сĕнчĕç. Эпĕ малтан унăн пăхăнса тăракан «ERAYTORE» компанийĕнче ĕçлекенскер, тӳрех килĕшрĕм. Кунта ĕçĕ тата йывăртарах, коллектив та пысăк, Аланирен кăна 200 яхăн çын. Çапах та эпĕ яланах «минусран» «плюс» тума тăрăшатăп. Халĕ Турцин регионĕсене алăри пилĕк пӳрнене пĕлнĕ пек пĕлетĕп, турккăлла çăмăллăнах хутшăнатăп. Нумай юлташсем тупни те пысăк телей, вĕсем манăн тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнчен: Украинăран, Белоруссирен, Молдовăран, Болгарирен, Узбекистанран, Казахстанран, Киргизирен, Румынирен, Литваран. Вĕсем мана пурте йывăр вăхăтра пулăшса пычĕç. Чăвашла никампа калаçма май çукки кăна тунсăхлаттарать. Пушă вăхăт пулсанах аннене шăнкăравласа тăван чĕлхепе калаçма тăрăшатăп вара.
– Гидшăн чи хакли мĕн?
– Çынсен кăмăлне тивĕçтерни пуль. Экскурси хыççăн вĕсем тав тăваççĕ, ăшă сăмахсем çыраççĕ-тĕк, эппин, ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлатăн.
– Турцире тĕрĕк халăхĕсене хисеплеççĕ тенине илтнĕччĕ. Ку чăнах та çапла-и? Чăвашсем çинчен пĕлеççĕ-и вăл çĕршывра?
– Наци çинчен сăмах пуçарсанах хам чăваш пулнине пытармастăп. Тĕлĕнмелле пулин те эпĕ кунта хамăр йăхташăн мăнукĕпе те паллашрăм. Вăл – «Тез турăн» регионти директорĕн пулăшуçи Гуль Сема. Унăн аслашшĕ Чăваш Енрен пулнă. Чăвашсем çинчен кунта пĕлеççĕ, анчах тутарсем чухлех мар. Хусана вара пĕлмен пĕр çын та çук. Эпĕ Хусантан килнине илтсенех: «Рубин-Казань!» е хисеплесе «О-о-о-о! Татар муслюм! Татар гузель!» теççĕ. Чăн та, темшĕн вĕсем Тутарстана уйрăм патшалăх, вăл Раççейре мар тесе шутлаççĕ. Вырăссене те хисеплеççĕ, Раççей вĕсемшĕн «иккĕмĕш çăкăр». Турци çыннисем пирĕн çĕршыври халăх мĕнле ĕçленине, каннине, пурăннине пăхасшăн.
– Ольга, вулакансене вăрттăнлăха уçса хăш вăхăтра ку çĕршыва канма кайсан аванраххине калаймăн-ши?
– Раççей çыннисемшĕн чи лайăх вăхăт вăл май уйăхĕнчен тытăнса октябрьччен. Европеецсем (ытларах нимĕçсем килеççĕ) октябрь уйăхĕнчен тытăнса апрельччен канма тăрăшаççĕ.
– Раççей турисчĕсем ют çĕршывра хăйсене тытма пĕлмеççĕ тени тĕрĕсех-и?
– Раççей турисчĕсем, чăн та, тĕрлĕ тĕллевпе килеççĕ кунта. Çапах та вĕсене ытти çĕршыв çыннисенчен уйăраççĕ тени тĕрĕс мар. Вĕсем те европеецсем пекех 3 тата 5 çăлтăрлă отельсенче пурăнаççĕ, пĕр апатах çиеççĕ.
– Çапах та телевиденипе кăтартнине ĕненес пулсан, Раççей çыннисем кăна аварие çакланаççĕ, апатпа наркăмăшланаççĕ-çке ...
– Малтанах каларăм ĕнтĕ, кунта туристсем тĕрлĕ тĕллевпе килеççĕ. Ĕçме-çиме путевка хакне кĕрет. Çапах та палăртса хăварам, пĕр отельсенче пурăнса, пĕр апатах çисен те пĕр европеец та, пĕр гид та наркăмăшланни пулмарĕ. Эппин, пĕтĕмлетӳсене хамăрăн тумалла. Сăмах май, эпĕ туристсене яланах хутăштарман апат çиме сĕнетĕп. Кашни отельтех апата тутлăлантарма тĕрлĕ соуссем пур. Çавăнта кашни çын хăех салат тума та пултарать. Аш-какая тата пулла та куç умĕнчех хатĕрлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Турци кухни питĕ тутлă, вăл ку енĕпе тĕнчере виççĕмĕш вырăн йышăнать. Пахча çимĕçрен, пăрçа йышши культурăран нумай апат хатĕрлеççĕ. Кебаб (шашлык), чорба (шӳрпе) тутанса пăхма сĕнетĕп, сыр та кунта тутлă.
Авари пирки калас пулсан, пирĕн компанире ку енĕпе çирĕп. Автобуссенче çĕнĕ йышши технологисем вырнаçтарнă, салонра кондиционер ĕçлет. Тĕслĕхрен, водитель хăйне мĕнле туйнине камера витĕр пăхса тĕрĕслесе тăраççĕ, вăл кунĕпе руль умĕнче миçе сехет ларнине, мĕнле хăвăртлăхпа пынине тарификатор палăртать. Водителе кашни ир алкотестерпа тĕрĕслеççĕ. Енчен те водитель çул-йĕр правилине пăсрĕ-тĕк, ăна тытса чараççĕ, автобуса штрафстоянкăна ларттараççĕ е ӳсĕр килчĕ-тĕк, ĕçрен кăлараççĕ.
– Юлашки çулсенче Турцире Раççей çыннисемпе час-часах инкек пулнипе-ши нумай турист экскурсисене кайма шикленет. Эс мĕн сĕнетĕн?
– Паллах, экскурсисене тухса çӳремелле. Турци çинчен нимĕн те пĕлмен туристсенчен час-часах: «Унта нимĕн те пăхмалли çук», – тенине илтме пулать. Тĕрĕс мар ку. Кунта курмалли питĕ нумай. Мĕншĕн тесен историлле вырăнсен 70 процентне археологсем çĕр айĕнчен халĕ те чавса кăларса пĕтереймен. Мĕншĕн тесен кунта Троя вăрçи, Осман империйĕ пулнă. Клеопатрăпа, Марк Антониопа çыхăннă легендăсем кăна мĕн чухлĕ?! Каласа пĕтерме те çук.
– Турци мăсăльман çĕршывĕ пулнăран кунта йĕркесем те çирĕп-тĕр-ха, калăпăр, тăхăнас енчен?
– Турци – тĕттĕм çĕршыв мар. 1934 çултанпа арçынпа хĕрарăмсен прави пĕр тан. Тум енĕпе туристсен йывăрлăхсем çук. Çапах та Турци мăсăльман патшалăхĕ пулни пирки манмалла мар. Хула тăрăх бикинипе çӳрени килĕшӳллĕ мар. Ку йĕрке хĕрарăмсене кăна мар, арçынсене те пырса тивет. Енчен те арçын пилĕк таран çара, урăхла каласан кĕпесĕр урама тухрĕ-тĕк, хĕрарăмсем е куçа хуплаççĕ, е тарса пытанаççĕ. Арçын çапла тухни çынсене хисеплеменнине пĕлтерет.
– Ольга, гидăн пушă вăхăчĕ пур-и, ăна мĕнле ирттерет вăл?
– Пушă вăхăт çукпа пĕрех, яланах экскурсисенче. Çапах та пушă вăхăт тупăнсанах ăна усăллă ирттерме тăрăшатăп. Июль уйăхĕнче, тĕслĕхрен, Израильте пултăм. Питĕ килĕшрĕ унта, паломниксен вырăнĕсем иудейĕн те, мăсăльманăн та, христианăн та чĕринче паллă вырăн йышăнаççĕ. Мĕншĕн тесен çветтуй вырăнсем унта нумай: Куççуль Стени, Храм тăвĕ, Аль-Акса мечĕт, Турă Тупăкĕн Храмĕ. Вилĕ тинĕсре шыва кĕме те май килчĕ.
Август уйăхĕнче Кипра çитсе килтĕм. Пуринчен ытла мана вилнисен хули килĕшрĕ, унта 40 çула яхăн ĕнтĕ пĕр çын та пурăнмасть. Апла пулин те мĕнпур япала хăй вырăнĕнче ларать.
– Вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăн?
– Чи малтан хамăн юратнă хаçатăн «Суварăн» коллективне ăнăçу сунатăп, сирĕн хаçат мана питĕ килĕшет. Майпа усă курса аттепе аннене, тăвансене, юлташсене хĕрӳллĕ салам каласшăн. Вулакансене вара çул çӳревсене кайма сĕнетĕп. Ĕмĕтленĕр, вăхăтăн кашни самантне хакласа интереслĕ пурнăçпа пурăнăр. Мĕншĕн тесен çул çӳрев вăл яланах интереслĕ, çĕнĕ çынсемпе туслашатăн, ытти халăхсен культурине, йăли-йĕркине куçпа курса паллашатăн.
Турцире гид пулса ĕçлекен чăваш пикине
 
: 931, Хаçат: 38 (924)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: