Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Уяв каçне хутшăнакансем:
I ертӳçĕ; II ертӳçĕ; Кĕрхи пĕлĕт; Хир сысни.
Зала кĕркуннепе килĕшӳллĕн çулçăсемпе, пилеш, палан турачĕсемпе илемлетнĕ, илемлĕ кĕвĕ çурма сасăпа илтĕнет. Куракансем вырăнĕсене йышăнсан кĕвĕ шăпланать, сцена çине ертӳçĕсем – хĕрпе каччă тухаççĕ.
Реквизитсем:
Пульверизаторсем – 2; юман йĕкелĕсем; панулмисем; çарăк; пахчара ӳсекен ытти çимĕç; шарф е тутăр; аукцион ирттерме кирлĕ япаласем.
I ертӳçĕ: Çĕре витет
ылтăнпа
Ыр кăмăллă кĕркунне.
Кĕрпе тараççĕ кайăксем:
«Сыв пул çаран,
Сыв пул вăрман
Çурхи тĕлпулуччен.
Эпир васкатпăр кăнтăра
Кĕрхи сулхăнсенчен».
II ертӳçĕ: Чимĕр-ха, чимĕр. Шăпланар-ха самантлăха. (Шăп. Сцена хыçĕнчен тумламсем патлатса ӳкнĕн сасă илтĕнет). Илтетĕр-и? Такам кунта чупать, такам кунта васкать. Кам-ши вăл? (Ертӳçĕ сăмахне вĕçлет кăна, сцена çине çумăр пĕлĕчĕ тухса тăрать. Унăн тумне сăрă тĕслĕ пусмаран çĕлеме пулать, çав тĕслĕ шариксемпе илемлетсен сăнар тата витĕмлĕрех курăнĕ).
Кĕрхи пĕлĕт: Салам пурне те, сире сив çумăрпа пĕрĕхсе илес-тĕр. Çуллахи шăрăхсемпе аптранăскерсене уçăлтарам. (Аллинчи пульверизаторсенчен куракансене, унтан ертӳçĕсене пĕрĕхет).
Ертӳçĕсем (харăсах): Мĕншĕн çаплах пуçтахланатăн? Зонтикпе пĕркенме те ĕлкĕреймерĕмĕр.
Кĕрхи пĕлĕт: Ман çинчен юрă юрласа парăр, вара кун пек алхасмăп. Тен, сирĕн патран пачах кайăп.
I ертӳçĕ: Юрать. Пирĕн пултаруллă çамрăксем эсĕ ыйтнине хаваспах пурнăçлĕç. (Çумăрлă çанталăк çинчен юрă юрлаççĕ. Кĕрхи пĕлĕт юрă çеммипе ташла-ташла сцена çинчен тухса каять. Илемлĕ пултарулăх номерĕ пынă вăхăтра ертӳçĕсем сцена урайне йĕкелсем сапаççĕ).
II ертӳçĕ: Лаштра юман капмар-çке,
Турат тулли йĕкел-çке.
I ертӳçĕ: Нăрик-нăрик сыснине
Йĕкелпеле самăртма
Хĕл каçмалăх хатĕрлер,
Халех йĕкел пуçтарар.
(Сцена çине Хир сысни тухать, аллинче карçинкка).
Хир сысни: Эсир йĕкел пухма чĕннине илтсе килтĕм. Кунта чăн та пуçтармалăх пур иккен.
II ертӳçĕ: Чим-ха, чим, пĕччен пухса пĕтереймĕн, залра мĕн чухлĕ куракан?! Пулăшма чĕн.
Хир сысни: (Куракансене чĕнет). Кам мана йĕкел пухса парать, çавна манран парне пулать. Пĕччен кăна пултараймăр, темиçен тухăр, ăмăртса ĕçлĕр. Камăн йĕкел нумайрах – çав çĕнтерӳçĕ.
(Конкурс пырать, Хир сысни ăмăртакансене хавхалантарса кулăшсем каласа парать).
I ертӳçĕ: Маттур ăмăртуçăсем, пĕр йĕкел те хăвармарĕç, камăн витринче ытларах йĕкел? Пăхса хакла, вăрман хăни. (Хир сысни йĕкелсене хăйĕн карçинккине пушаттарса çĕнтерӳçĕне палăртать, парне парать).
Хир сысни: Тавах сире пулăшнăшăн, каяс хамăн вăрмана. Çитес çул тĕл пулăпăр лаштра юман айĕнче (каять).
II ертӳçĕ: Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ.Чылай поэтсемпе ӳнерçĕсен шедеврĕсем шăп кĕркуннепе çыхăннă. Конкурс ирттерсех аса илер-ха вĕсене.
I ертӳçĕ: Илемлĕх тĕнчинче хăйсене ирĕклĕн туякансене чĕнетпĕр хамăр пата!
II ертӳçĕ: Сирĕн кĕркунне çинчен çырнă сăвă ятне, авторне асăнмалла. Сăввине те вуласа парсан сире тата 5 балл хушса лартăпăр. Çавăн пекех кĕркунне сăнарне ӳкернĕ ӳнерçĕн ячĕпе картинин ятне аса илекенсене те балсем пулаççĕ.
I ертӳçĕ: Кам ытларах балл пухать – çав çĕнтерет.
(Конкурс пырать. Вĕçленсенех хастар хутшăннисене парнесем парса саламлаççĕ).
II ертӳçĕ: Çăвĕпе ырми-канми ĕçлесе ӳстернĕ пахча çимĕçе кĕркунне пуçтарса тирпейлеççĕ, сĕтел çинчи апат-çимĕç те çак вăхăтра пуянрах. Ахальтен мар чăвашсем çулталăкăн çак вăхăтне сăнласа «кĕр мăнтăрĕ» тенĕ.
I ертӳçĕ: Паллах, пахчасенчи ĕçсенчен пушансан хăнана çӳреме те ерçӳ тупăнать. Пĕр-пĕрин çимĕçне астивсе мухтасси те йăлана кĕнĕ.
II ертӳçĕ: Тĕрĕс, тĕрĕс. Пирĕн черетлĕ конкурс та хăналăхпа çыхăннă. Эпир ăна «Юлташна çитер» ят патăмăр.
I ертӳçĕ: Хаклă куракансем, сирĕнтен хăюллăраххисене иккĕн сцена çине улăхма ыйтатпăр. Кăмăл тăвакансем тата пулсан – тархасшăн, анчах конкурса хутшăнакансен шучĕ мăшăрлă пулмалла, астăвăр çакна.
II ертӳçĕ: Юлташсен пĕр-пĕрне панулми çитермелле, кам малтан çисе ярать – çав çĕнтерӳçĕ.
I ертӳçĕ: Конкурс условийĕ çапла ансат тесе савăнма ан васкăр, эпир малтан сирĕн куçсене хуплатпăр, унтан конкурса пуçлатпăр.
(Ăмăртуçăсен куçĕсене тутăрпа е шарфпа çыхса яраççĕ те конкурса пуçлама паллă параççĕ. Конкурса пăхма хаваслăрах пултăр тесе мĕнле те пулин кулăшла илемлĕ кĕвĕ çурма сасăпа итлеттерме юрать. Конкурс вĕçленсен çĕнтерӳçĕсене саламлаççĕ, хăйсен вырăнĕсене кайса ларма сĕнеççĕ).
II ертӳçĕ: Раççейре ярмăрккасем ĕмĕртен пынă, çулталăкĕпе чарăнман.
I ертӳçĕ: Анчах чи тулăххи, чи пуянни кĕркуннехи ярмăркка пулнă.
II ертӳçĕ: Мĕншĕн?
I ертӳçĕ: Мĕншĕн тесен сутуçăн таварĕ нумай – йăранĕ-йăранĕпе ăнса пулнă кишĕрĕ, суханĕ, кăмпи, çырли тата темĕн-темĕн. Картиш тулли хур-кăвакалĕ пăчăртасан çу тухмалла, аран-аран тайкаланса утаççĕ.
II ертӳçĕ: Тавар туянакансем те йышлă, кĕçех выç хĕл килет, тивĕçлипе кĕтмелле: ăшă тум та туянма ĕлкĕрмелле, кăмпине те тăварла, купăсти çинчен ан ман, улма-çырла консерви витаминсемпе пуян.
I ертӳçĕ: Эпир те паян сирĕн валли, хаклă куракансем, Кĕрхи ярмăркка ирттерес терĕмĕр.
II ертӳçĕ: Вăл аукцион майлă иртĕ.
I ертӳçĕ: Эпир сире тавар сĕнĕпĕр, унăн малтанхи хакне калăпăр. Туянас текен çын хăйĕн хакне калĕ – пирĕннинчен кăшт ӳстерсе.
II ертӳçĕ: Çак тавар тата камăн-тăр кăмăлне кайрĕ-тĕк, унăн малтанхинчен пысăкрах хак сĕнмелле. Эпир 1-2-3 «сутăнчĕ» тесен тавар хăйĕн çĕнĕ хуçи патне куçать.
I ертӳçĕ: Акă, тĕслĕхрен, панулми.
II ертӳçĕ: Унăн пирвайхи хакĕ 5 тенкĕ. Кам ытларах сĕнет?
I ертӳçĕ: Ултă тенкĕ.
II ертӳçĕ: Ултă тенкĕ – 1, ултă тенкĕ – 2, ултă тенкĕ – 3. Сутăнчĕ.
I ертӳçĕ: Суту-илӳ йĕркине пурте ăнланчĕç ĕнтĕ, апла, пуçлар аукциона.
II ертӳçĕ: Пирĕн аукциона паллă юмахăн тĕп сăнарĕ уçать.
I ертӳçĕ: Çарăк авринчен аслашшĕ, аслашшĕнчен асламăш, асламăшĕнчен мăнукĕ, мăнукĕнчен йытти, йыттинчен кушакĕ, кушакĕнчен шăшийĕ – çапла туртса кăларнă çак героя – çарăка.
II ертӳçĕ: Туртса кăларнă та пирĕн пата çитернĕ.
I ертӳçĕ: Паянхи кĕрхи уява пуш алăпа килнĕ кураканăн пĕр килограмм çарăкпа килне таврăнма шанăç пур.
II ертӳçĕ: Пĕр килограмм çарăкăн пирвайхи хакĕ – 10 тенкĕ.
Кам ытларах? (Аукцион пырать).
I ертӳçĕ: Мĕн каласан та кĕркуннен чи витĕмлĕ, курăмлă палли – вăштăр-вăштăр çилĕн кĕввипе вальс çаврăннăн çĕр çине вĕçсе ӳкекен сарă-хĕрлĕ çулçăсем пулĕ.
II ертӳçĕ: Чăнах та, çак сăмахсем питĕ тĕрĕс. Залра кăшт иккĕленекенсем пур-тăк, пирĕн Культура çурчĕ çумĕнчи хореографи ушкăнĕн «Кĕрхи вальс» ташшине пăхнă хыççăн вĕсем пирĕнпе килĕшеççех. (Вальс ташши).
I ертӳçĕ: Çакăнпа эпир Кĕрхи уява вĕçлетпĕр. Тавах пирĕнпе пулнăшăн.
II ертӳçĕ: Сывă пулăр, хаваслă пулăр!
 
: 954, Хаçат: 38 (924), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: