Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 37№.)
Иртнĕ номерте эпир алкоголь чирне палласа илме пулăшакан паллăсем çинчен тĕплĕн çырнăччĕ. Анчах пурне те асăнма ĕлкĕреймерĕмĕр. Паян алкоголизмăн тĕп паллине – виçерен тухса (халăхра тата масине çухатса теççĕ) ĕçнине пăхса тухăпăр.
II. «Кирлĕ чухлĕ»
Çак паллă çын эрех ĕçме тытăнсанах пуçланать, анчах чиртен пуçĕпех сывалмасăр та çухалмасть. Алкоголик хăйне чарса сахалрах эрех ĕçеймест, пĕр пуçласан тăнран кайичченех ĕçет. Алла черкке тытиччен çакăн пек çынсем тăванĕсене тупа тăваççĕ – «паян вăл ӳсĕрĕличчен ĕçмест» иккен. Анчах «хăйĕн дозине» çитсенех вăл панă сăмаха манать. Çакăн сăлтавĕсем темиçе:
1. Ĕçекен çыншăн хăй çителĕклĕ ӳсĕр пек туйăнмасть (алкоголиксем яланах «кирлĕ чухлĕ» ӳсĕрĕлесшĕн).
2. Ĕçекенсем пĕлеççĕ, алкоголь пĕр тапхăр пуçа минретнĕ хыççăн сĕвĕрĕлме пуçлать, пĕрмай ӳсĕр пулас тесен сыпсах тăмалла. Анчах алкоголике ахаль эрех интереслентермест, хаяртарах шĕвек пултăр.
3. Ӳсĕр çыннăн тата та тата ĕçме кăмăл туртăмĕ ӳссех пырать. Паллах, кунта та алкоголь дози кашнин хăйĕн – камăн 2 черккерен, теприн – 3 черккерен…
III. Хăсăк çук
Хăсăк рефлексĕ мĕне пĕлтерет? Хуть мĕнле наркăмăшла япаларан та организмăн хӳтĕлев рефлексĕ пур. Организма наркăмăш лекни çинчен апат хуранĕнчи рефлекс хăсăкпа паллă парать, çапла майпа организм наркăмăшран тасалма ăнтăлать. Анчах этем мĕн чухлĕ нумайрах, тăтăшрах ĕçет, хӳтĕлев рефлексĕ çавăн чухлĕ мăкалать. Тем вăхăтран вăл пачах çухалать. Çакăн хыççăн алкоголик вилмеллех ĕçсен те ун хăсăк пулмасть.
IV. Туйма пăрахни
Ĕçкĕçсем çур литр – пĕр литр эрехе пĕччен ĕçсе ярассипе мухтанакансене кашни илтнĕ пулĕ. Паллах, вĕсенчен чылайăшĕ çапла каласа унăн сывлăхĕ çирĕппи çинчен каласшăн ĕнтĕ. Анчах ку капла мар. Этем нумайрах вăхăт эрех ĕçнĕçемĕн ăна ӳсĕрĕлме нумайрах та нумайрах алкоголь кирлĕ пулать (наркотиксемпе те çаплах). Ĕçме тин кăна пуçланинчен алкоголь дозине 3-5 хут ӳстерни алкоголизмăн пуçламăш стадийĕ тытăннине пĕлтерет.
V. Куллен ĕçни
Алкоголизмăн пĕрремĕш стадийĕ пынă тапхăрта этем эрнере пĕрре ĕçет, ун хыççăнхи стадисенче тăтăшрах ĕçет. Чи пирвайхи стадире этемĕн укçи пулмасан, тăванĕсем хытă тĕрĕслесе тăрсан тата ытти çавăн пек сăлтавсемпе ĕçмесен те пултарать. Енчен те çын куллен алла черкке тытать – унăн организмĕнче алкоголь пысăк улшăнусем тунă.
Енчен те асăннă паллăсене хăвăрăнне е пĕлĕшĕр-тăванăрсенн е асăрхарăр – çын хăрушлăхра, васкăр ăна çăлма. Америка врачĕсем алкоголе наркотик теççĕ. Вăл тĕнчери чи хăрушă 20 наркотик шутне кĕрет, списокра пиллĕкмĕш тăрать.
 
: 812, Хаçат: 38 (924)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: