ÇĔНĔ ЕРТӲÇĔ ÇУМĔ
Тутарстан – нумай нациллĕ республика, халăх шучĕпе чăвашсем виççĕмĕш вырăнта. Çавăнпа чăвашсем йышлă пурăнакан районсенче администраци пуçлăхĕн çумне чăваша суйласси пĕр ахальтен мар. Унăн тĕп ĕçсĕр пуçне тата вырăнта наци культурипе йăли-йĕркине аталантармалла. Çĕпрел районĕнче те ку çаплах. Юлашки çулсенче çак тиеве Александр Валерьевич Шадриков туртса пычĕ. Вăл пуçарнипе районта тĕрлĕ мероприяти, çав шутра чи пĕлтерĕшли – Акатуй – çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Чăн-чăн чăваш праçникне çĕпрелсем икĕ çул Алешкин Саплăк, Хулаçырми ялĕсенче чаплăн ирттерчĕç.
Çак ырă йăлана малалла тăсма А.Шадриков урăх ĕçе куçни чăрмантармĕ тесе шанас килет. Мĕншĕн тесен район администраци пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене сентябрĕн 1-мĕшĕнчен тепĕр пултаруллă чăваш çамрăкĕ Алексей Иванович Сарафанов пурнăçлама тытăнчĕ. Сăмах май, Алексей Иванович районта çĕнĕ çын мар, пĕрремĕшĕнчен, çĕпрелсен ентешех, вăл Чăваш Ишлĕ ялĕнче çуралса ӳснĕ, аслă пĕлӳллĕ юрист, иккĕмĕшĕнчен, Çĕпрел муниципаллă район Канашĕн аппарачĕн пĕтĕмĕшле уйрăмĕн ертӳçинче тăрăшнă.
ПĂШĂРХАНМАЛЛИ ХАЛЬЛĔХЕ ÇУК
Кăçал вăрман хĕрринче хальччен курман кăпшанка асăрхама тытăнтăмăр. Вăл саранча евĕр, 5-6 сантиметр тăршшĕ, хăй тĕттĕм хăмăр, çуначĕсем хĕрлĕ тĕслĕ. Ӳсен-тăрана касса пулас тухăçа пĕтерекен хайхи саранча мар-ши вăл?
Çĕпрел районĕнчи Матак ял халăхĕ.
Вулакансен ыйтăвне тивĕçтерсе эпир Россельхозцентрăн Тутарстанри уйрăмĕн Çĕпрел филиалĕн ӳсен-тăрана хӳтĕлессипе тĕп агрономне Николай Михайлович Мискина шăнкăравларăмăр. Ун сăмахĕсемпе, хальлĕхе çĕпрелсен пăшăрханмалли çук, мĕншĕн тесен тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем кăтартнă тăрăх ӳсен-тăрана пĕтерекен саранчасене районти пĕр ялта та асăрхаман. Кун пирки Россельхозцентрăн Тутарстанри уйрăмĕнчен те хыпар пулман. Матак ял вăрманĕ çывăхĕнчи кăпшанкă шăрчăксен пĕр тĕсĕ кăна-мĕн, вăл пулас тухăçа сиен кӳмест.
Пĕтĕмĕшле илсен, карантинри ӳсен-тăран та, хурт-кăпшанкă та район территорийĕнче (Хулаçырми ял хутлăхĕсĕр пуçне) хальлĕхе çук. Асăннă ял тăрăхĕнче çынсен сывлăхĕшĕн сиенлĕ пултăран ӳсет. Çавăнпа çак ӳсен-тăран чечеке ларнă вăхăтра унпа асăрхануллăрах пулма тăрăшмалла, мĕншĕн тесен ӳсен-тăрана перĕнсен вăйлă аллерги пама пултарать.