Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (08.12.2019 03:00) сайра пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, -2 - -4 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çӳç тăкăнать, чĕрне хуçăлать, пит çинче пӳрлĕ шатрасем... Косметологсем çирĕплетнĕ тăрăх, çаксем организмăн сигналĕсем, эппин, ăна мĕн-тĕр çитмест. Çавăнпа кун çине тимлĕх уйăрмасăр хăвармалла мар.
1. Пӳрлĕ шатрасем. Енчен те организм ӳт çуне нумай кăларма тытăнчĕ-тĕк, пит пăсăласса кĕтсех тăр. Çавăнпа ку çитменлĕхе комплекслă пĕтерме сĕнеççĕ. А витамин çу парĕсен ĕçне лайăхлатать, В6 тестостерон активлăхне чакарать, С витамин вара бактерисемпе кĕрешет. Цинк тестостерона дигидротестостерона (шатрасем йĕркелекене) çаврăнма памасть. Çавăнпа аш-какай вырăнне пулă çиме тăрăшмалла. Пулăри омега-3 çу кислоти ӳте пӳрлĕ шатрасенчен сыхлать. Кунсăр пуçне пахча çимĕç, улма-çырла, уйрăмах купăста тата нимĕç пăрçи çимелле. Шăккалат, майонез, мăйăр, цитрус çимĕçĕсемпе алкоголь çинчен пĕр вăхăта манмалла.
2. Тумхасем (пятна), ăнланмалла мар пĕркеленчĕксем. Ӳт вăхăтсăр ватăлнинче ультрафиолет пайăркисем айăплă. Хĕвелтен ăна А провитамин, С, Е витаминсемпе цинк хӳтĕлеççĕ. Çак комплекс тумхасене тĕссĕрлетме пулăшать. Е витамин капсулине уçмалла та проблемăллă вырăнсене сĕрмелле.
3. Мили (шурă шатра). Милисем куç йĕри-таврашне, сăмса, çамка çине тухаççĕ. Сăлтавĕ – организмра çу ылмашăвĕ пăсăлни. Кун пек чух менюран салăн, вĕретнĕ çусене кăлармалла. Вĕсем çу парĕсене хуплаççĕ. Çавăнпа А, С, Д, Е,В витаминсем тата кальци пур продуктсем çимелле.
4. «Çăлтăрсем». Юн тымарĕсем çирĕп мар чухне йĕркеленеççĕ. С витамин, рутин (хура тул), биофлавоноидсем (ашлă улма-çырла) тата антиоксидантсем (хĕрлĕ тата кăвак тĕслĕ çырласем) ытларах çимелле, вĕсем юн тымарĕсене çирĕплетме пулăшаççĕ.
5. Çӳç тăкăнать. Çӳç тĕпĕ каротинран тăрать, ăна йĕркелеме белок кирлĕ. Енчен те çӳç тăкăнать пулсан организмра белок, В2, В6, С витаминсемпе цинк çитмест.
6. Герпес. Вăл тухасси иммунитетран килет. А провитамин, В6 тата С витаминсем, цинк, тимĕр, пăхăр, магнипе селен организма çирĕплетеççĕ. Краб, тинĕс пуллисем, чăх-чĕп, хур-кăвакал ашĕ, сĕт, сыр, çăмарта, нимĕç пăрçи çимелле.
7. Чĕрне хуçăлать. Шалти органсем, уйрăмах пĕвер, апат хуранĕ, пыршăсем мĕнле ĕçленине чĕрнесем тăрăх хаклама пулать. Чĕрне хуçăлни, сийленни организмра – кальци е магни, тĕссĕрленни, хумлă-хумлă пулни – тимĕр, шурă пăнчăсем, йĕрсем пулни цинк çитменнине пĕлтереççĕ. Чĕрне йĕри-таврашĕнчи ӳт хулăнланса ӳсни А витамин çителĕксĕрри пирки хыпарлать. Кун пек чух кулленхи рациона кремни пур продуктсене кĕртĕр, калăпăр – топинамбур.
 
: 1092, Хаçат: 37 (923), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: