Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче пурăнакан Зинаида Лукинична Ахмеевăна ăмсанмалăх пур. Мĕншĕн тесен вăл анне кăна мар, асанне те пулма ĕлкĕрнĕ пулин те ачалăх тĕнчинчен пĕр саманта та уйрăлмасть. Музыка, унтан культурăпа çутĕç училищисене пĕтернĕскер, акă ĕнтĕ 38 çул ачасемпе ĕçлет. Малтан районти Культура çуртĕнче, унтан музыка шкулĕнче тăрăшнă, 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчен тытăнса паянхи кунччен вара ача-пăча библиотекинче вăй хурать. Тин çеç пĕлӳ тĕнчине пĕрремĕш утăм ярса пуснă пĕчĕк шăпăрлансене Зинаида Лукинична хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле кĕнеке тĕнчипе паллаштарать çеç мар, туслашма та пулăшать. Енчен ачана интереслентерме пĕлмерĕн-тĕк вăл библиотека еннелле ура та ярса пусмасть-çке. Интернет-ресурссем аталаннă саманара уйрăмах. Çапах та районти ача-пăча библиотекин вулав залне халĕ те район центрĕнчи 630 ача çӳрет-мĕн. Эппин, кунта тăрăшакансем пĕчĕкскерсене интереслентерме пĕлеççех.
Библиотекарь тенĕрен, ку професси çыннисем пирки пĕрре пăхсан кăна нимĕн те каламалли çук пек туйăнать, тĕрĕссипе вара тĕп ĕçсĕр пуçне тата ӳнер, юрă-кĕвĕ искусствине чухламаннисем валли шăл çемми ĕç мар вăл. Çак ăсталăхсемсĕр пĕр мероприяти те, стенд та хатĕрлеме çук, ача-пăча библиотекинче пушшех те. Кивĕ Çĕпрелĕнчи ача-пăча библиотекин специалисчĕсем вара ӳнерçĕсенчен пулăшу ыйтни хальччен пулман-ха, хăйсемех йăлтах хатĕрлеççĕ. Зинаида Лукинична та акă ӳкерме, хитре çырма, ал ĕç тума ăста. Вăл ертсе пыракан ал ĕç кружокне ачасем хаваспах çӳреççĕ. Çакăн пек ăста специалистсем пуррипех библиотекăна ура ярса пуссанах хăвна халапа лекнĕн туятăн. Мĕнле кăна ӳкерчĕк, хăйсен аллипе ăсталанă мĕнле кăна япала çук кунта.
Зинаида Ахмеева библиотекăн директорĕнче те нумай çул ĕçлерĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара ертӳçĕ тилхепине хăйĕн вĕренекенне Ирина Аркадьевна Мадуровăна пачĕ. Вĕренекенĕ вăл пуçарнă ырă йăласене халĕ малалла тăсать.
– Зинаида Лукинична лайăх специалист кăна мар, лайăх вĕрентекен, шанчăклă, ырă кăмăллă юлташ та. Унран вĕренмелли питĕ нумай, – ăшшăн пĕлтерет çамрăк директор.
З.Ахмеевăн тăрăшуллă ĕçне, пултарулăхне пĕрре мар палăртса Тав çырăвĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе чысланă. Çапах та кун пек ĕçре «çӳлтисен» мар, ача-пăчан хаклавĕ темрен те пахарах тенĕ пулăттăм эпĕ. Ача пĕр кĕнекене вуласа пĕтерсе теприне илме килни хăех библиотекарь ĕçне кăтартать-çке. Эппин, ăна кунта интереслĕ кĕнекене суйлама пулăшнă, малалла вулама хавхалантарнă. Ачалăх тĕнчине пуçĕпех кĕрсе ӳкмесен çак тĕллеве пурнăçлайĕччĕ-ши библиотекарь? Паллах, çук. Зинаида Лукинична та акă çак сăлтавпах ачалăх тĕнчипе пĕр саманта та уйрăлмасть.
![]() |