Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Йĕрке хуралçисем çине-çинех асăрхаттарса тăнине пăхмасăр халăх çавах улталанма пăрахмасть. «Шулĕксен серепине ваттисем тата тимсĕр çынсем çакланаççĕ», – тесе пĕлтерчĕ ТР ШĔМĕн оперативлă шырав ĕçне йĕркелекен управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Айрат Багауов çак кунсенче иртнĕ брифингра. Тутарстанри лару-тăру чăнах та шухăшлаттарать. Мĕншĕн тесен 2011 çулта халăхпа çыхăннă шулĕкле ĕçсен шучĕ тăрук ӳссе кайнă, пĕлтĕр 52 тĕслĕхе шута илнĕ пулсан, кăçал 239 таранах. Августра тата сентябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче кăна, тĕслĕхрен, 42 факт палăрнă.
Ултавçăсем халăха укçа-тенкĕ енчен сиен кӳнисĕр пуçне полици ĕçченĕсен таса ятне те варалаççĕ. Полици формине тăхăнса халăха çаратнă тĕслĕхсем нумай. Юлашки вăхăтра тăвансене улталас мел йышланнă, кăçал 8 уйăхра кăна пурĕ 134 факт палăрнă. Калăпăр, шулĕк куçа хупса тенĕ пек телефон клавиатури çине пусса шăнкăравлать те пăшăрханнă сасăпа вĕсен тăванĕ полицие çакланни, полици ĕçченĕсене укçа чышсан ăна çăлма май пурри çинчен пĕлтерет. Унтан телефона тепĕр çынна парать. Лешĕ хăй полици ĕçченĕ пулнине, кун пек лару-тăрăва лекнисене пĕрре мар пулăшнине калать, анчах укçана алăран тыттарма хушмасть, мĕншĕн тесен хăйне ĕçрен кăларасран хăрать. Çавăнпа укçана такси водителĕнчен пама е терминал урлă куçарма, е пĕр-пĕр вырăна пырса ятарлă çынна пама сĕнет. Паллă ĕнтĕ, инкеке лекнĕ çывăх тăвана тĕрмене хуптарас мар тесен нимĕнле укçа та шел мар. Çавăнпа кун пек «полици пулăшăвĕсем» 1 пинрен тытăнса 300 пин тенкĕ таранах тăраççĕ те.
Сăмах та çук, çакăн пек ĕçсене «чечекленме» панинче те хамăрах айăплă. Алăкран килсе шакканă кашни çынна шанатпăр-çке. Кама кулă, кама хулă тенешкел, тепĕр чух кулăшла лару-тăрусем те пулаççĕ иккен. Тĕслĕхрен, Хусан çывăхĕнчи Дербышки поселокĕнче пĕр хĕрарăм патне шулĕк шăнкăравланă та ывăлне полицие илсе кайнине пĕлтернĕ, ăна çăлма темиçе пин тенкĕ куçарма хушнă. Хăраса ӳкнĕ амăшĕ пĕр шутласа тăмасăр çийĕнчех хайхи шулĕке çывăхри лавккари терминал урлă укçа ярса панă. Ывăлĕ вара, çĕрлехи сменăран таврăннăскер, тепĕр пӳлĕмре çывăрнине килне çитсен çеç аса илнĕ вăл.
Тăвансене улталани шулĕксен пĕр мелĕ кăна-ха. Нумай чухне пулăшу ыйтса телефон çине СМС яни, мобильлĕ çыхăну операторĕ пек пулса тĕрлĕ услугăсем сĕнни, банк карточки çинчен укçа хывни, парнесем выляса илни пирки пĕлтерсе çынсене шăнман пăр çине лартса ярасси анлă сарăлнă халĕ.
Килсе алăкран шаккакансен сăнне те пулсан астуса юлма май пур пулсан, телефонпа шăнкăравлакансене вуçех те курма çук. Вĕсем тĕпрен илсен, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи тĕрмесенче ларса сывлăшран укçа уçлакансем-мĕн. Тĕслĕхрен, Нурлат, Пĕкĕлме, Элмет, Лениногорск, Хусан çыннисене – Самар облаçĕнчи, Чистай тата унпа юнашар вырнаçнă районсене – Менделеевскри, Пăва – Çурçĕр Осетири, Ставрополь крайĕнчи, Ешĕлвара Новосибирск облаçĕнчи, Коми Республикинчи тĕрмесенчен шăнкăравланине палăртнă.
Паллах, шулĕкле ĕçсене тĕрмере ларакансем кăна тăваççĕ тени тĕрĕс пулмĕччĕ, çын шучĕпе пуяс текенсем юнашарах çӳреççĕ, çемçе пукан йышăнаççĕ. Хăйсен ĕç вырăнĕпе усă курса граждансене хваттер, амăш капиталне илме, куçман пурлăхпа çыхăннă сделкăсенче пулăшма сĕнеççĕ. Чи хăрушши вăл – «хура» риэлторсен аллине çакланни. Вĕсем кăçал кăна Хусанпа Элмет çыннисене 11 миллион тенкĕлĕх çаратнă.
Шулĕксем наян та ăссăр çынсем темен пулăттăм эпĕ, мĕншĕн тесен вĕсем çын шучĕпе пуйма çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем шутласа тупаççĕ. Тĕслĕхрен, юлашки вăхăтра сĕтел-пукан, автомобиль сутакан фирмăсем ку е вăл таваршăн малтан тӳлесе хума ыйтаççĕ, хăйсем вара тавара е вуçех кӳмеççĕ, е урăх тавар параççĕ.
Паллах, шулĕксен аллине çакланасси чи малтан хамăртан килет. Тимлĕ пулмасан полици ирттерекен «Хăвна улталанма ан пар» ятарлă акцисем те пулăшас çук. Çавăнпа хăвăра улталама ан парăр. Тепĕр хут аса илтеретпĕр: телефонпа шăнкăравласа пĕр-пĕр тăван полицие лекни пирки пĕлтереççĕ-тĕк, ытти тăвансене шăнкăравласа ку информацие тĕрĕслемелле. Алăкран кирек кам килсе шаккасан та вăл кам иккенне ыйтма манмалла мар. Полици, социаллă хӳтлĕх, газ службисен ĕçченĕсем, слесарьсем, ÇКХ представителĕсем хăвăр чĕнмесĕрех килчĕç-тĕк, алăка уçиччен вĕсем асăннă организацисене хăвăрăн телефонран шăнкăравласа тĕрĕслеме ан ӳркенĕр. Çавăнпа кирлĕ телефон номерĕсем яланах алă айĕнче пулмалла. Енчен те çук-тăк, 09 номерпе справка службине шăнкăравласа пĕлме пултаратăр. Укçапа çыхăннă ĕçсене пурнăçличчен яланах малтан тăванăрсемпе сӳтсе явăр. Енчен те сире чăнах та улталарĕç-тĕк, полицие çийĕнчех пĕлтерме ан вăтанăр.
 
: 984, Хаçат: 37 (923), Категори: Закон тата йĕрке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: