Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕçекен çынсем час-часах «шалта ыйтать манăн» тесе тӳрре тухма пăхаççĕ. Эрех-сăра ĕçекенсем çакă алкоголизмăн пĕрремĕш палли пулнине ĕненесшĕн мар. Вĕсем, имĕш, уявсенче, юлташĕсемпе, ывăнсан, йывăр стрессенчен кăна ĕçеççĕ. Тĕрĕссипе вара алкоголь патне «туртни» чирĕн чи пĕрремĕш палли, кайран сипленме пуçласан та çак туртăмран уйрăлма хĕн. Çын алкоголь серепине лекнин паллисем:
1. Алкогольлĕ шĕвек ĕçме сăлтавсем тупăнсах тăраççĕ. Алкоголиксем пурте пĕрешкел, пĕр схемăпа ĕçме пуçлаççĕ: малтанах çын юлташĕсемпе пысăк уявсенче кăна, калаçтарсан-калаçта рсан сыпкалать. Кăшт вăхăт иртсен вăл йăлăнтармасăрах алкоголик-юлташĕсем пе тан ĕçнĕ, тата тем вăхăтран вăл хăй кĕрекене ларма пуçараканĕ пулса тăрать. Эрех ĕçмелли сăлтавсем хăйсемех тупăнса пыраççĕ: ĕç эрни вĕçленет, пĕрремĕш шалу, аванс, командировка тата ытти те… Пурăна-киле ĕçкĕ чирĕпе аптраканăн юлташĕсем те улшăнаççĕ, унпа юнашар час-час çĕнĕ çынсене курма пулать, вĕсем сыпма юратаканнисем пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Килте яланах эрех-сăра пур, «запаслăх» (кĕтмен çĕртен хăнасем килсен хăналама). Этем алкогольсĕр те кăмăллăн калаçса ларма пулать тесе шутламасть те. Мĕншĕн ĕçетĕн тесе ыйтсан алкоголикăн яланах хуравсем хатĕр, темиçе те: «çапла кирлĕ», «çынсене хăналама, хам ĕçмесен ĕçмеççĕ», «сĕнсен хирĕçлеме аван мар», «йăли çапла». Чир шала кайнăçемĕн сăлтавĕсем хушăнсах пыраççĕ. Этеме ӳсĕр чух хăйне мĕнле туйни ытларах та ытларах килĕшет, анчах çакна тĕрлĕ сăлтавсемпе пытарасшăн вăл.
2. Эрех ĕçессе пĕлсенех хăтланăвĕсем улшăнаççĕ. Вăл кĕçех кĕрекене ларассине пĕлсен хавасланать, васкама пуçлать, хăвăртрах ĕçĕсене вĕçлеме тăрăшать.
3. Алкоголь ĕçессипе çыхăннă япаласене, пулăмсене кăмăллани. Ĕçекен çын ĕçкĕç-юлташĕсене хӳтĕлет, вĕсене вăл алкоголик тесе шутламасть. Эрех ĕçессине ырлать кăна, ĕçке хирĕçлекен пулăмсене, çынсене сивлет. Çывăх çыннисем ĕçни пирки асăрхаттарсан тарăхать, вăрçăнса кайни те пулать.
4. Ӳсĕр чух унăн шăм-шакне те лайăх, психологи енчен те киленӳ тупать. Чирлĕ çын урă чух канăç тупаймасть.
5. Ĕçнине тӳрре кăларма тĕрлĕ «саккунсем» шутласа тупать: врачсем те кăштахшар эрех ĕçме сĕнеççĕ, алкоголь ывăннине те ирттерет, нервăсене те лăплантарать, эрех ĕçсен çын лайăхрах ĕçлет. Паллах, çакăн пек çынна «эс йăнăшатăн» тесе каласа ăнлантарма йывăр, эрех-сăра усă кӳнинчен (ку та иккĕленӳллĕ-ха) ытла сиен кӳнине ĕнентерме çук. Вăл алкоголь çинчен лайăххине кăна илтет, ыттисене илтмĕш пулать, ку кăна та мар, таврари çынсене те хăй пекех шутлаттарма тăрăшать.
6. Пурнăçа хакласси те, моральпе йĕрке-тирпей принципĕсем те ĕçекен çыннăн улшăнаççĕ. Ĕçме май параканнисене вĕсем ырлаççĕ, чараканнисене йышăнмаççĕ. Çемье, ачасем ĕçме чăрмантараççĕ, хăйсем çине тимлĕх уйăрттарасшăн, çапла вара алкогольпе чирлĕ çыншăн ниме кирлĕ мар йывăр çĕклем пулса тăраççĕ.
7. Ĕçекен çыннăн хăйне хăй тĕрĕс хакласа критиклеме пĕлменни витĕр курăнать. Алкоголиксенчен нумайăшĕ хăйсене ĕçкĕç тесе шутламасть. Вĕсен пурнăçĕ ĕçке пула юхăнса кайнă тенипе килĕшмеççĕ вĕсем.
Алкоголь чирĕпе аптракан асăннă пунктсене хăйĕнче асăрхамасть, каласан-кăтартсан та йышăнмасть. Этем алкоголь чирĕпе чăнах та аптранин тепĕр палли – эрех-сăрана виçерен тухса ĕçни. Кун çинчен «Суварăн» çитес номерĕнче вулăр.
(Вĕçĕ çитес номерте.)
 
: 904, Хаçат: 37 (923), Категори: Асăрханăр – симĕс çĕлен

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: