Çак эрнере, сентябрĕн 17-18-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççейри çул-йĕр ăстисем Хусана семинара пуçтарăнчĕç. Санкт-Петербург, Мускав, Краснодар, Сургут, Екатеринбург хулисенчен çеç мар, Беларусьпа Германирен те Тутарстан çĕрĕ çине килсе курас тенĕ. Çулĕсемпе те çӳресе пăхас килнĕ. Хальхи çулсемпе паянхи кун мухтанмалли çук, паллах. Çапах та эпир те ют çĕршывсенчен юласшăн мар. Ара, юлашки çулсенче хулара чикĕ леш енчи машинăсем питĕ нумайланса кайрĕç те. Вĕсене пирĕн çулпа çӳреме питĕ хĕн вĕт. Çавăнпа та машинăсем ан ванччăр тата ши кăна шăхăрса çӳреччĕр тесе ТР Правительстви çулсене юсамашкăн çанă тавăрма пуçланă.

Виçĕ çул каяллах ĕнтĕ «Дорсервис» уçă акционер обществи çĕр пин доллартан та хаклăрах çĕнĕ техника туянса ĕçлесе пăхнă. Чи малтан Лайăш районĕнчи Усады ялне кĕрекен çула юсанă. Кăçал акă тĕп хулан Горьковское шоссе, Восстани, Короленко, Фучик урамĕсене çĕнĕ çул хывнă.
«Дорсервис» уçă акционер обществин бази Киндери поселокĕнче пулнипе семинара хутшăнакансемпе журналистсене çĕнĕ технологипе çул хывнине унта кăтартрĕç.
Çĕре яхăн çул ăсти çĕнĕ техника ĕçленине курса тивĕçлĕ хак пачĕ. Нумайăшĕ çакăн пек техникăпа пĕрремĕш хут паллашрĕ. Мĕншĕн тесен Тутарстан ытти регионсемпе танлаштарсан чи малтан туяннă вĕсене. Çак техникăсенчен чи кăсăкки грейдер çине 3 D системăллă компьютер вырнаçтарни. Çак машинăн ĕçлекен пайĕ çине виçĕ «маятник» лартнă. Вара кирек мĕнле сигнал та тӳрех компьютер çине çитет. Радиосигнал кăтартăвĕсемпе грейдерпа ĕçлекен водитель прибор çине пăхса тĕрĕс курсран пăрăнма ниепле те пултараймасть.
ТР транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министрĕн çумĕ Наиль Шайхутдинов каланă тăрăх, асфальтăн аялти сийне сивĕ майпа фрезеровани тусан çул ванмасть. Кунта шăп та çак технологипе ĕçлеççĕ. 60 процент чул сараççĕ, ун çине тепĕр машина чулсене тикĕслесе грави хурса тухать. Çиелтен тата катокпа пусараççĕ. Урăхла каласан, каток хыççăн çул тип-тикĕс те яп-яка пулса тăрать. Çакăн пек майпа хула тулашĕнчи çулсене сармалла. Хулара вара çиелтен тата асфальтлă битумпа хытарса тухаççĕ. Наиль Шайхутдинов пĕлтернĕ тăрăх, шăтăк-путăксене юсасси хыçала юлĕ. Мĕншĕн тесен ресайклинг (çул никĕсне тĕреклетни) тата 3 D технологийĕпе тунă çулсем пĕр юсавсăр вунă çула яхăн тип-тикĕс выртмалла. Яланхисем вара иккĕрен пиллĕке çитиччен кăна. Çавăнпа та çĕнĕ технологин пайти пур.
Тата çакăн пек çĕнĕлĕх çинчен те сăмах пычĕ. Малашне çулсене кăнтăрла халăх тата транспорт çӳренĕ чухне мар, çĕрле сарма пуçлĕç. Короленко урамне шăп та çавăн пек тунă.
Çарăмсан районĕн ертӳçи М.Шакиров çак кунсенче ларура «Татавтодорăн» районти филиалĕн ĕçне питĕ çивĕч критикленĕ. Паллах, пĕр сăлтавсăрах мар. Çул-йĕр сарас, юсас сезон вĕçленсе пырать, ку районта вара вăл пулманпа пĕрех. Мĕншĕн тесен хăш-пĕр яла кĕрекен çулсем хальччен мĕнле пулнă, çавăн пекех юлнă. Тĕслĕхрен, Кивĕ Кадеево, Утыз Имян ялĕсенчи пĕрер урама кăçал асфальтлă çул сарма палăртнă пулин те ĕç вырăнтан та тапранман. Ибрай Каргали ялĕнче те çак лару-тăрăвах. Çитменнине тата юсав ĕçĕсене те тĕплĕн пурнăçламаççĕ-мĕн вĕсем. Çавна кура çулсем хăвăрт юрăхсăра тухаççĕ. Ĕç-пуç малашне те капла пулсан, халăх çул-йĕр ĕçченĕсене пачах шанма пăрахасси те инçе мар.