Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАН куç умĕнче улшăнса пырать. 2013 çулхи Универсиадăччен тата нумай объект ӳссе ларĕ. Сăмах та çук, лайăх. Анчах темшĕн хула ертӳçисем Хусанăн экологийĕ çинчен манаççĕ, пĕр шелсĕр парк хыççăн парка пĕтерсе çĕре строительство объекчĕсем валли параççĕ. Хулари йывăç-тĕмсене касса пĕтерни халăха питĕ хумхантарать. Вĕсем çак кунсенче хулара митинг та ирттернĕ. Раççейĕн Социаллă экологи союзĕн Хусанти представителĕ Н.Биктимирова пĕлтернĕ тăрăх, 2006 çулта кăна-ха хулан пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 23 процентне йывăç-курăк йышăннă пулнă (нормăпа вара 55 процентран кая мар), халĕ ку кăтарту тата сахалрах. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр чиновниксем симĕс зонăсене спорт тата культура объекчĕсем лартма йышăннă. Çавăнпа хальхи вăхăтра парксемпе скверсене касса пĕтересрен хула çыннисен хӳтĕлеме тивет, анчах кашнинчех халăх сассине чиновниксем илтмеççĕ-мĕн. Çавăнпа митинга пуçтарăннисем хула çыннисем алă пусса çирĕплетнĕ резолюцие ТР Президенчĕпе Хусан мэрĕ патне çитерме шутлаççĕ.
ПĔКĔЛМЕРЕ шкул ачисене вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернине пĕтĕмлетнĕ. Кăçал 8 уйăхра 2170 шкул ачи пахча çимĕç ӳстерме, территорие тирпей-илем кĕртме хутшăннă, юсав бригадисенче те ĕçленĕ. Вĕсене федераци тата республика бюджетĕнчен 850 пин тенкĕ укçан пулăшу панă.
ÇЫРЧАЛЛИНЧЕ ырă йăлана кĕнĕ «Чун ăшшине парнеле» ыр кăмăллăх акцийĕ кăçал сентябрĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Ăна хулари «Фиолетовый НЕ ОН» ача-пăча тата çамрăксен театрĕн обществăлла организацийĕ хатĕрлет. Çак вăхăтра сахал тупăшлă, хулари шкул-интернатра пурăнакан ачасем валли ăшă кĕпе-йĕм, атă-пушмак пуçтараççĕ. Пулăшас текенсем 8(8552) 3968-32, 8-950-328-15-55 телефонсемпе тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пултараççĕ.
ÇĔНĔ ШУÇĂМ. Августăн 20-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 20-мĕшĕччен республикăра çуллен «Йывăç ларт» уйăхлăх иртет. Районта ку акцие çемье çавăрма шут тытса ЗАГСа заявлени панă е тин çеç çырăннă мăшăрсем те хутшăнаççĕ. Çак тĕллевпе районти ЗАГС çумĕнче çамрăк мăшăрсен аллейине туса хума йышăннă. Пĕрремĕш йывăçа – пилеше – сентябрĕн 9-мĕшĕнче Татьянăпа Александр Петровсем лартнă.
ТЕЧЧĔ хули хĕрринче çак кунсенче автодром уçăлнă. Теччĕри РОСТО автошкул кун пирки тахçантанпах ĕмĕтленетчĕ, тинех кĕтнĕ кун çитрĕ. Сăмах май, хальхи самана ыйтăвĕсене тивĕçтерекен автодром йӳнĕ мар, унăн строительстви çине виçĕ миллион тенке яхăн укçа (чылай пайне спонсорсем пулăшнă) тăкакланă. Малашне кунта çар комиссариачĕ вĕренме янă РОСТО курсанчĕсем кăна мар, А, В, С, Д категориллĕ права илме кăмăл тунă кашни çын машинăпа çӳреме хăнăхма пултарать. Çĕнĕ автодрома район ертӳçисем хаваслă лару-тăрура уçнă кунах кунта хĕрарăм-водительсен хушшинче «Автоледи» ăмăрту иртнĕ.
 
: 923, Хаçат: 37 (923), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: