Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕнер, сентябрĕн 15-мĕшĕнче, ТР Президенчĕ Рустам Минниханов ТР Патшалăх Канашне Çырупа тухрĕ. Мероприяти ТР Патшалăх Канашĕн 21-мĕш ларăвĕнче иртрĕ. Çакна палăртса хăвармалла: ку хутĕнче Президент сăмахĕ кĕске пулчĕ, 40 минута кăна тăсăлчĕ. Рустам Нургалиевич республикăн аталану çулĕсене палăртрĕ. Тĕп приоритетсен шутне вăл вĕрентӳпе сывлăх сыхлав сферисене çĕнетессине, Хусанăн историлле центрĕнче йĕрке тăвассине кĕртрĕ.
«Çулталăк каялла Патшалăх Канашне Çырупа тухнă чух экономикăна аталантарма тата Тутарстанра пурăнакансен пурнăç пахалăхне ӳстерме тĕллев лартнăччĕ. 2010 çул кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ мар. Тутарстан историйĕнче пуçласа промышленность производствин калăпăшĕ 1 триллион тенкĕрен иртрĕ. Экономикăна 300 миллиард тенкĕ таран инвестицисем хывма май килчĕ, вырăнти продукцин экспорчĕ 40 процента, халăхăн тупăшĕ 7 процента ӳсрĕ», – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Президент. Кăçалхи çитĕнӳсем çинчен те асăнчĕ вăл: промышленность производстви, пурăнмалли çурт-йĕр тăвасси ăнăçлă аталанаççĕ, 5 миллион тонна ытла тыр-пул пухса кĕртнĕ, районсенчен нумайăшĕнче икĕ çуллăх выльăх апачĕ хатĕрленĕ.
Тутарстан ытти регионсемпе, çĕршывсемпе çыхăнусем йĕркеленипе пирĕн республикăна халь нумай çĕрте пĕлеççĕ. «ТНВ-планета» çĕнĕ телеканал пулăшнипе пирĕн çинчен тата нумайрах çĕрте пĕлме пуçлĕç.
Вĕрентӳпе сывлăх сыхлав çинче уйрăмах тимлĕн чарăнса тăчĕ Рустам Нургалиевич. Çĕнĕлĕхсенчен çакна палăртмалла: Президент Правительствăна ку çул вĕçлениччен шкулсене тĕпрен юсамалли виçĕ çуллăх программа хатĕрлесе çирĕплетме хушрĕ. Вĕрентӳ стратегине пурнăçа кĕртессинче системăлăх, ыйтусене тĕпрен пăхса тухасси çитменнине пĕлтерчĕ. Сывлăх сыхлавĕн 40 объектне тĕпрен юсама, çĕнĕрен тума 5,6 миллиард тенкĕ уйăрсан республикăмăрта юхăннă больницăсемпе поликлиникăсем юлмасса шанас килет.
Спорта аталантарнине, 2013 çулхи Универсиадăна тăрăшса хатĕрленнине кура Хусанта тĕнче шайĕнчи тата икĕ мероприяти ирттерме май килет – 2015 тата 2018 çулсенче. Çак мероприятисене хывнă инвестицисем, паллах, тĕп хуламăрăн сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетме пулăшаççĕ.
Çĕнетме çĕнетеççĕ те… Анчах мĕншĕн-тĕр хулан кивĕ пайĕнче куç умне пăхма кăмăлсăр ӳкерчĕксем тухса тăраççĕ: тахçанхи çуртсем – çав шутра истори палăкĕсем те – юхăннă, ишĕлчĕксене никам та пăхмасть. «Çакăнпа килĕшме юрамасть!» – терĕ Президент. Çулталăк хушшинче йĕрке тума хушрĕ.
2011 çул агропромышленность комплексĕшĕн ăнăçлă иртет темелле, утмăла яхăн выльăх-чĕрлĕх комплексне юсаççĕ, çĕнĕрен тăваççĕ. Çапах та ялсенче пĕчĕк бизнес япăх аталанни кулянтарать Президента. «Паян ялсенче 1 миллиона яхăн çын, урăхла каласан – республикăри кашни тăваттăмĕш çын – пурăнать. Апла-тăк ялта пурăнакансене тĕрев памалла, çемье фермисене аталантармалла», – терĕ вăл.
Паллах, пĕтĕм халăха хумхантаракан ÇКХ тарифĕсем çинчен те сăмах хушмасăр пулмарĕ. Республика пуçлăхĕ Правительствăпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене тарифсен ӳсĕмĕ инфляци темпĕнчен иртмессине çирĕп тĕрĕслесе тăма ыйтрĕ.
Президент депутатсен умĕнче çав тери вăрахчен калаçмарĕ пулин те, вăл республика аталанăвĕнчи пур сфера пирки те аса илсе хăварчĕ. Тĕллевсем паллă – унччен пуçланă ĕçсене малалла пурнăçламалла.
 
: 863, Хаçат: 37 (923)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: