Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

• Кастрюле 2-шер апат кашăкĕ мелисса, иван-чай, пĕтнĕк хумалла та 1 литр вĕрекен шыв ярса 2 сехет лартмалла. Çакăн хыççăн 1 стакан чĕрĕ çырла (чие, çĕр çырли, кашкăр çырли, хура хурлăхан – хуть хăшне) илсе компот вĕретмелле. Унта марля витĕр кăларнă курăк настойне хушмалла. Витаминлă шĕвеке кунне 2-3 хут ĕçмелле.
 
• 250 грамм 3 çулхи алоэ çулçине çумалла, шывĕ типсе çитсен 65 кунлăха холодильника хумалла. Çакăн хыççăн çулçăсене мясорубка витĕр кăларса çавăн чухлĕ пайпах пылпа хутăштармалла. Лайăх пăтратса 0,5 стакан кагор эрехĕ хушмалла. Хутăша иммунитет çирĕплетме кунне 3 хут апат кашăкĕ ĕçмелле.
 
• Çуршар стакан йӳç кăшманпа кишĕр сĕткенĕсене хутăштармалла. Çакăнта пĕрер апат кашăкĕ пыл, лимон е шур çырлин сĕткенне хушмалла. Çынсем шăнса чирлеме пуçласанах ĕçме тытăнмалла, кунне 2 хут пĕрер апат кашăкĕ.
 
• 1 апат кашăкĕ шăлан çырлине 2 сехетлĕхе 1 стакан вĕрекен шыва ярса лартмалла. Шĕвеке кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.
Пĕрер апат кашăкĕ вăррисĕр иçĕм çырлине, аçтăрхан мăйăрне, вĕттĕн вакланă курагана хутăштармалла. Çакăн çине 1 апат кашăкĕ пылпа çур лимон сĕткенне хушмалла. Лайăх пăтратмалла. Шăнса пăсăлсан хутăша кунне 3 хут пĕрер апат кашăкĕ çимелле.
 
• Хăмла çырли турачĕсене кĕскен-кĕскен хуçмалла, 1 апат кашăкĕ чухлĕ илсе 1 стакан лĕп шыва ярса çулăм çине лартмалла. Вĕреме кĕрсен тата 10 минут çулăм çинче тытмалла. Унтан 2 сехет пиçĕхтерме лартмалла. Пĕрер чей кашăкĕ кунне 2-3 хут ĕçмелле.
 
: 1048, Хаçат: 36 (922), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: