Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (15.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 24 - 26 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Мастопати (гр. чĕлхинчен mastos «кăкăр» + pthos «ыратни, аптрани») – сĕт парĕсен шыççи, кăкăр тĕллĕн-тĕллĕн тăртанса хулăнланса ыратнинчен, хăш чух тата мĕнле-тĕр шĕвек тухнинчен пĕлме пулать ăна. Медицинăра мастопати çинчен çĕр çул каяллах пĕлнĕ, анчах çак чир çав-çавах çивĕч. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх кăна 30-50 çулсенчи хĕрарăмсенчен 60-40 проценчĕ çак чирпе аптрани паллă.
Мастопати икĕ тĕрлĕ пулать теççĕ: диффузилли тата йăлăлли. Кăкăрăн çыхăнтаракан тĕртĕмĕсем çыпçăнса хулăнланнине диффузилли теççĕ. Çакăн пек чух вир пĕрчи пек хытă мăкăльсем пулаççĕ. Енчен те тӳрех сиплеме пуçламасан тĕртĕмсем тата та хулăнланса мăкăльсем пăрçа – аçтăрхан мăйăрĕ пысăкăш та пулаççĕ (узловăй формăна куçать). Калас пулать, мастопатин хуть хăш форми пулсан та хĕрарăмăн рак пуçланас хăрушлăх ӳсет.
«Сывлăх» почтине килнĕ çырусенчен пĕри шăпах çак темăпа, унпа сире те, вулаканăмăрсем, паллаштарас килет.
Эпĕ ун чух 21 çултаччĕ. Мăшăрпа телевизор пăхса лараттăмăр. Юнашар пӳлĕмре çулталăк çурăри ывăл вылять. Сасартăк вăл хăйĕн машинине çĕклесе пирĕн пата вирхĕнсе кĕчĕ. Сиссе те юлмарăм, пĕр-р-рех ывăтрĕ ман çине. Шăп кăкăра лекрĕ…
Малтанах, ыратать те иртет терĕм. Анчах кун та, эрне те çитрĕ – çаплах ыратать, ку кăна çитмест – мăкăль сиксе тухрĕ. Кун пирки аннене каларăм та вăл хыпăнсах ӳкрĕ. «Санăн мастопати, хăвăртрах сипленме пуçла – рака кайма пултарать», – тесе мана хăратса пăрахрĕ.
Тĕпчевсем анне сăмахĕ тĕрĕсе килнине кăтартса пачĕç. Эпĕ эмелсене шансах пĕтерместĕп, халăхра мĕнле калаççĕ? Пĕр чиртен сиплеççĕ, тепĕр чир хушаççĕ. Çавăнпа тухтăрсем çырса панă эмелсене те шансах пĕтермерĕм. Шăп çав вăхăтра пĕр хаçат алла лекрĕ. Унта шăпах мастопатирен сипленме канаш çырнă. Интересленсех вуласа тухрăм ăна, хама кирлине çырса илтĕм, кайран тата çынсен, Интернетра тупнă канашĕсене те тимлерĕм, хăшĕсемпе усă куртăм.
Пĕр 9 кун иртсен маммолог патне кайма вăхăт çитрĕ. Мана пăхсан тухтăр тĕлĕнсех кайрĕ: ара, эрне çурă каялла кăкăрта мăкăль пулнă – халĕ сывах.
Хам сипленнĕ меслетсенчен хăшне-пĕрне «Сывлăха» ярса паратăп, тен, пичетлесен, кама-тăр пулăшĕç?
- 2 апат кашăкĕ горец перечнăй текен курăка (аптекăра сутаççĕ) 1 стакан шыва ярса лартмалла. Шĕвекре марля йĕпетсе мăкăльсен тĕлне хумалла. Сарлака çулçăллă горечавкăна е сар çип утине 1 апат кашăкĕ илсе ун отварĕпе те çаплах тумалла.
- Донник текен эмел курăкне 20 грамм илсе 1 литр шыва ярса лартмалла, марля йĕпетсе кăкăр çине хумалла.
- 2 апат кашăкĕ клевер чечекне 1/2 литр шур эрех çине ярса 10 кун лартмалла. Компрессем тума усă курмалла.
- 20 грамм вĕтетнĕ хупах тымарне 2 стакан вĕрекен шыва ярса лартмалла. Пĕрер апат кашăкĕ апат умĕн çур сехет маларах ĕçмелле.
- Льнянка курăкĕн порошокне сар çупа лайăх хутăштарса маç пек усă курмалла.
ГАЛИНА.
Редакцирен: Сĕнӳсем нумай, çапах малтан тухтăрпа канашлама сĕнетпĕр.
 
: 1044, Хаçат: 36 (922), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: