Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (18.01.2020 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 758 - 760 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пирĕн республикăра кăçал çур çул хушшинче пурĕ 30 пин ытла шкул ачипе студент нарколог патĕнче профилактикăлла тĕрĕслев иртнĕ. Шел пулин те 93 çын наркотик препарачĕсемпе усă курать.
Çак даннăйсене наркотика хирĕç профилактика ĕçĕсем ирттерессине халалланă республика семинарĕнче пĕлтерчĕç.
Республикăри наркологи диспансерĕн тĕп врачĕн çумĕ Степан Криницкий каланă тăрăх, августăн 17-мĕшĕнче иртнĕ Хăрушсăрлăх канашĕн ларăвĕнче 10-11-мĕш классенче вĕренекен шкул ачисем, вăтам тата аслă пĕлӳ паракан учреждени студенчĕсем çулталăка пĕрре те пулсан нарколог патĕнче пăхăнмалла тенĕ ТР Президенчĕ. Медосмотр пĕтĕмлетĕвĕсене ТР Министрсен Кабинечĕ тишкерсе тăрассине те пĕлтернĕ. Унсăр пуçне тата республикăри пĕтĕм автотранспорт предприятийĕсенче тата хăрушлăхпа çыхăннă объектсенче те профилактикăлла медосмотр иртмеллех.
– Эпир çак медосмотра шкулсенче шăлсене тĕрĕсленĕ пек тăхтав вăхăтĕнче мар, урокра тĕрĕслеме сĕнетпĕр. Çавăнпа та ун валли ятарласа пĕр пӳлĕм уйăрса памалла, – терĕ Степан Криницкий. Ун сăмахĕпе, енчен те наркотикпа усă куракан çын тупăнчĕ-тĕк, çав ача çулталăк хушши нарколог патĕнче учетра тăмалла. Çапах та ку пысăк вăрттăнлăх пулмалла. Ачан ашшĕ-амăшĕ патне те çак хыпара вăхăтлă çитерме тăрăшмалла. Вĕсен хăйсем енчен те мерăсем йышăнмалла, паллах.
 
: 1087, Хаçат: 38 (716)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: