Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкар хули çак кунсенче тепĕр мемориал хăмипе пуянланчĕ. Ăна Раççей çарĕн пĕртен-пĕр хĕрарăм-генералне, тĕнчери пĕрремĕш хĕрарăм-космонавта, Совет Союзĕн Геройне Валентина Терешковăна халалланă. Аса илтерер, Валентина Владимировна Восток-6 караппа космоса 1963 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче вĕçнĕ. Виçĕ талăка яхăн тăсăлнă унăн вĕçевĕ.
Валентина Терешкова Чăваш Еншĕн ют çын мар, вăл – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ял кинĕ. Урăхла каласан, ентешĕн летчик-космонавтăн Андриян Григорьевич Николаевăн мăшăрĕ. Çăлтăрлă çемье 1963 çулхи ноябрĕн 3-мĕшĕнче чăмăртаннă. Шел те, нумая тăсăлман вĕсен телейĕ, хĕрĕ Елена çуралсан çемье саланнă.
Валентина Терешковăна Çĕнĕ Шупашкар унччен те сума сунă-ха, хула депутачĕсен канашĕн Ĕçтăвкомĕн йышăнăвĕпе пĕр урама унăн ятне панă, 1967 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче вара çак урамăн пĕрремĕш çурчĕ çине асăну хăми те вырнаçтарнă.
Кăçал сентябрĕн 5-мĕшĕнче асăну хăмине мемориал хăмипе улăштарчĕç. Церемоние хула пуçлăхĕ – Çĕнĕ Шупашкар хулин депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Олег Матвеев, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăх сыхлав тата спорт комитечĕн председателĕ Ольга Зайцева, хула пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе çумĕ Владимир Матвеев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Васильев, Çĕнĕ Шупашкар хулин депутачĕ Сергей Михеев, «6№АТП» УАОн генеральнăй директорĕ Андрей Семенов, шкул ачисем, общественность представителĕсем, хула çыннисем хутшăннă.
– Мемориал хăмине уçса эпир çак паттăр хĕрарăм Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланине палăртасшăн. Пулас ăру хамăрăн космонавтсен паттăрлăхĕсене манманни пирĕншĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ, – тенĕ хула пуçлăхĕ Олег Матвеев мемориал хăмине уçнă май.
Космонавтсене чыс туни, вĕсен паттăрлăхне çамрăк ăрăва манма паманни чăнах та ырă ĕç. Анчах çав çамрăк ăрăвах чăваш чĕлхине те сума сума вĕрентсен лайăхчĕ. Мĕн тесен те Çĕнĕ Шупашкар Чăваш Енĕн тĕп хулинчен виç утăмра кăна вырнаçнă. Эппин, хуть унта та пулсан урам, лавкка ячĕсене тĕрĕс çырмалла пек те... Терешковăн паттăрлăхне палăртса вырнаçтарнă мемориал хăмипе юнашарах урам ятне орфографи йăнăшĕпе çырса çапни те акă хулана пĕрре те илем кӳмест. Çĕнĕ Шупашкар пуçлăхĕсенчен хăшĕ те пулсан çак йăнăша асăрхарĕ-ши?
 
: 1085, Хаçат: 36 (922)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: