Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ял клубĕнчи концерт хăйне евĕр пулăм, вăл ял хавалĕ. Темле чаплах пулмасан та, унта çĕнĕ талант, тĕлĕнмелли пулатех. Ял концертне хутшăнакан пултаруллă çынсене ман хăш чух йывăçран сăрхăнса тухса вăхăт иртсен янтаре çаврăнакан çăра су- хăрпа танлаштарас килет.
Чăваш Киштек ялĕнчи Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе илемлĕх кружокне çӳрекенсем хирсемпе йĕтем çинче халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарнă хыççăнах, çывăхри ялсем тăрăх концертпа тухрĕç. Хальхинче вĕсем Тăхăрьял тавралăхне кĕрекен ялсенче хăйсен пултарулăхне кăтартĕç. Тĕллевĕ те ырă: клуб валли синтезатор туянасси. Клуб директорĕ Ф.В.Петров ертсе пыракан гитара кружокне çӳрекен ачасем тăватă çул вылямалли хăнăхусем илнĕ хыççăн кăçал «Тăхăрьял» ушкăн йĕркелеççĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех пĕрремĕш аккордсене пăнтăртаттарса ларнă ачасенчен хăшĕсем шкул пĕтерсе вĕренме тухса кайма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Каникул вĕçĕнче пĕрле пуçтарăнса вĕсем В.Цоя асăнса концерт йĕркелеççĕ. Ташă ушкăнне çӳрекен хĕрсем И.Васильева, В.Васильева, С.Бахтинова, М.Васильева, Н.Павлова концерта ташăпа илемлетрĕç. Клуб ĕçченĕсем Тамарăпа Федор Петровсем баянпа юрăсем юрларĕç. Хăйсен ялĕсем, Таккавар, Пӳркел ялĕсенче пурăнакансем çамрăк артистсемпе, вĕсен пултарулăхĕпе паллашрĕç ĕнтĕ. А.Резюков гитарăпа каласа пĕччен юрлать. Солист, ритм-гитарист И.Убанкин, соло, бас-гитарист Д.Убанкин, ритм-гитарист А.Елисеев, параппанçă А.Бахтинов чĕрене тивмеллех В.Цой репертуарĕнчи тата ытти юрăсене юрларĕç.
Эпĕ те çак юрăсене итлесе хама яшлăхра пулса килнĕ пекех туйрăм. Вĕсемпе пĕрле манăçми юрăсене юрласа ларакансем те пулчĕç залра. Концерт хыççăн темĕнччен хавхаланни иртсе каймарĕ, пултаруллă ачасене мухтарăм. Клуб ĕçченĕсене те палăртса хăвармалла, складра выртакан кивĕ инструментсене юсаса ĕçлеме юрăхлă туса мĕн чухлĕ çынна юрă итлесе савăнмалла турĕç, ушкăна çӳрекен ачасен çамрăклăхне илемлĕ, манăçми самантсемпе пуянлатрĕç. Юрă-кĕвĕпе туслă Киштек ачисен музыка енчен малалла аталанас тĕллевĕсем пысăк. Ушкăн «Тăхăрьял» ятлă пулни вĕсене репертуара хамăр енчи чăваш юррисене кĕртме хистет. Малашне те канмалли кунсенче, каникулсенче тăван Чăваш Киштек ялне таврăнсан, клубра пĕрле пуçтарăнса çĕнĕ юрăсем юрлама калаçса татăлчĕç «Тăхăрьял» çамрăкĕсем.
 
: 959, Хаçат: 35 (921)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: