Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Августăн 29-мĕшĕнче Тутарстанăн тĕп хулинчи «Хусан» наципе культура центрĕ умĕнче республикăри районсенчи ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пухăннăччĕ. Кашни районтан икшер ял хутлăхĕн ертӳçисене Хусана чĕнтернĕ. Хула курса çӳрес шухăшпа мар, паллах, вĕсем ĕçĕсене пăрахса машиналлă пулмашкăн авăрланса çитнĕ.
Кăçалхи июлĕн 20-мĕшĕнче ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен президиум канашĕн ларăвĕнче республикăри хуласемпе районсенчи ял хутлăхĕсем хушшинче тĕрĕслев-конкурс ирттерме йышăннă. Пĕр уйăх тенĕ пек ял хутлăхĕн председателĕсем канăçа çухатнă. Ара, çĕнтерӳçĕсене машина пама пулнă та-ха. Çапла кашни районта çĕнтернĕ икшер ял хутлăхĕ суйласа илнĕ. Хусана килекенсем вара çĕре яхăн çын пуçтарăннă.
Çĕнтерӳçĕсене машинăсем парса чысланă чаплă мешехене ТР Президенчĕ Рустам Минниханов, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин, ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Равиль Муратов, ТР Муниципаллă йĕркеленӳсен канашĕн председателĕ Минсагит Шакиров хутшăнчĕç.
ТР Президенчĕ пулăшнипе конкурсăн парне фончĕ 100 çăмăл машинăран тăнă. Вĕсенчен 50-шĕ Тутарстанра туса кăларнă «Fiat Doblo» микроавтобус тата 50-шĕ «УАЗ» машина. Ульяновскра туса кăларнă машина, паллах, шăп та ял çулĕсем тăрăх çӳремелли ĕнтĕ.
Тен, çавăнпа та пуль Çĕпрел районĕнчи çĕнтерӳçĕсене «УАЗиксем» пачĕç. Ку районта çĕрĕ те хура, çулĕсем те… Машина хуçисем вара Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ял хутлăхĕн председателĕ Сергей Ананьевич Селифановпа Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн председателĕ Наиль Иршатович Шихранов.
Хамăр йăхташсен хушамачĕсене курсан питĕ савăнтăмăр. Мĕншĕн тесен пĕтĕм республикипе те чăваш ялĕсен председателĕсене Çĕпрел районĕнчисене çеç панă.
Çĕнĕ машинăсем халь пылчăкне, юрне пăхмасăр ярăнса çӳрĕç. Уйрăмах ялти социаллă сферăра ĕçлекенсем ним мар района кайса килеççĕ.
 
: 997, Хаçат: 35 (921), Категори: Ял хутлăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: