Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнери чи паллă пулăмсенчен пĕри – Тутарстанра Мускав кунĕсем пĕрремĕш хут иртни пулчĕ-тĕр. Мускавран килнĕ пысăк делегаци республика ертӳçисемпе, ĕçлĕ çынсемпе, ветерансемпе, спортсменсемпе, приютра пурăнакан ачасемпе, нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулчĕ, «Булгария» теплоходпа пулнă трагедире вилнĕ çынсене асăнса Хусанти юхан шыв вокзалĕнче шыва чечек кăшăлĕ ячĕ... Пĕр сăмахпа, икĕ куна тăсăлнă мероприяти пуян иртрĕ.
Раççейĕн тĕп хулипе Тутарстан çывăхланасси кăçал Мускав мэрĕ С.Собянин Хусана килсен суту-илӳпе экономикăна, наукăпа техникăна, культурăна аталантарасси çинчен килĕшĕве алă пуснă хыççăн пуçланчĕ. Шăпах çавăн чух республикăра Мускав кунĕсем ирттерес шухăш çуралнă та иккен. Мероприятие августăн 25-мĕшĕнче Хусанти Муса Джалиль ячĕллĕ оперăпа балет театрĕнче хаваслă лару-тăрура уçрĕç. Унта ТР Правительство пуçлăхĕ И.Халиков, ТР Премьер-министрĕн çумĕ З.Валеева, ТР культура министрĕ А.Сибагатуллин, Мускав мэрĕн çумĕ А.Горбенко тата ытти официаллă çынсем хутшăнчĕç. Хăнасене Тутар- станра хапăлласа йышăннине, Мускав пирĕн стратегилле партнер пулнине каларĕ И.Халиков. Унăн сăмахĕсем тăрăх, тĕп хулапа республика хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 2010 çулта 40 миллиард тенке яхăн пулнă-мĕн, 2009 çултипе танлаштарсан ку 20 процент нумайрах. Тутарстан делегацийĕ (ертӳçи ТР патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин) Мускава ĕçлĕ визитпа кайсан тĕп хулапа республикăн парламенчĕсен хушшинчи çыхăнăва аталантарасси пирки те килĕшӳ тунă. Премьер тĕп хулара çулсерен «Сабантуй» тутарсен наци уявне ирттерме пулăшнăшăн Мускав Правительствине тав турĕ. А.Горбенко вара С.Собянин мэрăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ. Тĕнчипе паллă «Виртуозы Москвы» оркестрăн (илемлĕх ертӳçи В.Спиваков) концерчĕ хусансемшĕн чи пысăк парне пулчĕ.
Концерт мускавсен пĕртен-пĕр парни марччĕ, Мускав мэрĕн çумĕ А.Горбенко тăлăх ачасене, нумай ачаллă çемьесене, параолимпиецсене тĕп хулана хӳтĕленĕ 103 ветерана парне сертификатне, «Булгария» теплоход трагедийĕнче хăр тăлăха юлнă ачасен ячĕпе Мускав Правительстви счет уçнин сертификатне пачĕ.
Кунсăр пуçне ытти парнесем çинчен те асăнмасăр май çук. Хусан çыннисем «Мир» кинотеатрта Наталья Углицкая кинорежиссерпа тĕл пулчĕç. Режиссер хăйĕн «На крючке!» романтикăлла камитне илсе килнĕччĕ. Наци музейĕнче «Москва и москвичи. Традиции и современность» курава хăтларĕç. Хусанти Наци библиотекинче Мускав писателĕсемпе тĕлпулу пулчĕ. «Москва – регионам России» программăпа килĕшӳллĕн, республикăн библиотекисем çулталăк тăршшĕпе икĕ пин экземпляр кĕнекепе пуянланĕç. Хусанти зооботсад та айккинче юлмарĕ, тĕп хула ăна шурă упа парнелерĕ.
Мускав кунĕсене «Tokio» паллă ушкăн Г.Камал ячĕллĕ тутар патшалăх академи драма театрĕ умĕнчи тӳремре хаваслă концертпа вĕçлерĕ.
Мускавпа Тутарстан хушшинчи çыхăну малашне тата та çирĕпленсе пырасси иккĕленӳллĕ мар. Ноябрь уйăхĕнче республика Мускав хулинче Тутарстан кунĕсене ирттерме хатĕрленни те çакнах çирĕплетет.
 
: 917, Хаçат: 35 (921)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: