Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Августăн 30-мĕшĕнче çирĕм çул хушшинче пĕрремĕш хут Хула кунĕ ячĕпе Анат Камăн ĕçченĕсем Строитель проспектне тухса хăйсен шухăш-кăмăлне палăртнă. Уяв демонстрацине строительсем, водительсем, кондукторсем, вĕрентекенсем, тухтăрсем, пушар хуралĕсем тата студентсем хутшăннă. 34 номерлĕ чăваш гимназийĕн ĕçченĕсем те пулнă демонстрацие илем кӳрекенсен хушшинче.
Шел пулин те, çĕнĕ вĕренӳ çулне гимнази директорсăр пуçларĕ. Çак вырăнта нумай çул тăрăшнă Анатолий Гаврилова ĕçрен хăтарнă хыççăн директор тивĕçĕсене директорăн вĕрентӳ енĕпе çумĕ Надежда Амирханова пурнăçласа пырать. Хулари вĕрентӳ управленийĕ Анат Камăри 34№ гимнази директорĕ пулса ĕçлес текенсем хушшинче конкурс ирттерет. Вăл вырăна пуçлăх пулса ĕçленĕ, финанспа хуçалăх ĕçĕнче тĕшмĕртекен, чăвашла пĕлекен аслă пĕлӳллĕ çын кирлĕ. Резюмесене guo2005@mail.ru электронлă адреспа ярса пама пулать.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкул ачисем ашшĕ-амăшĕсемпе куракансене вальс, чăваш ташши тата уява халалланă юрăсем парнелерĕç. Г.Тукай, Космос çулталăкĕ тата Анат Камăн 45-мĕш менельникĕ пирки те асăнмасăр хăвармарĕç. 11-мĕш класс вĕренекенĕсем пĕрремĕш класс ачисене ăшă сăмахсемпе, парнесемпе чысларĕç тата алăран çавăтса вĕренӳ пулĕмне çитиччен ăсатса ячĕç. Уява килнĕ чаплă хăнасен хушшинче Анат Кама администрацийĕн представителĕсем, ветерансен председателĕ Мария Егорова пулчĕç.
Пысăк хулара чăвашла вĕрентӳ пулма пултарнине кăна мар, нумай çул ăнăçлăн ĕçленине çирĕплетекен символ пирĕншĕн çак гимнази. «Тамаша» театрпа «Шăнкăрав» ансамбль пекех, Анат Камăри чăвашсемпе мăнаçланмалли бренд. Вĕрентӳ учрежденийĕн хăйĕн гербĕ, гимнĕ пур. Ачасем те сахал мар вĕренеççĕ, 210 вĕренекеншĕн чăваш чĕлхи интереслĕ. Мĕншĕн тесен кунта чăваш чĕлхине вĕрентмелли программăсем хатĕрлесе кăларма пултаракан, хăйсен ĕçне чунтан парăннă учительсем тăрăшаççĕ. Çавăнпа шкулти лару-тăру çулталăка яхăн пăтраннине пăхмасăрах, пĕрремĕш класа кăçал 14 ача килнĕ. Чăваш элитине çитĕнтерекен гимназие музыка аппаратури, DVD-проигрыватель парнелекен ыр кăмăллă çынсем те тупăннă, шел, вĕсен хушшинче, малтан шантарнă пек, ТР ЧНКА пуçлăхĕсен ячĕсем курăнсах каймаççĕ.
 
: 851, Хаçат: 35 (921)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: