Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн стандарчĕсем тăрăх, çулталăкра ĕçекен алкоголь кашни çын пуçне 9 литр тивет-тĕк, наци сывлăхĕ хăрушлăхрине пĕлтерет. Раççейре вара ку цифра 9,7 таранах. Сăмакуна, алкоголь пур ытти шĕвеке, аптекăпа парфюм продукцине шута илсен вăл икĕ хут та ытларах. Акă мĕншĕн РФ Патшалăх Думинче Раççейре алкоголизмпа наркоманирен вăйпа сиплемелли çинчен закон проектне пăхса тухма хатĕрлеççĕ. Çак хыпара общественность тĕрлĕрен йышăнчĕ. Пĕрисем ăна тĕрĕс тесе шутлаççĕ, теприсем çыннăн правине пăснипе танлаштараççĕ. Алкоголизма сиплемеллех-и текен ыйтăва эпир те хускатма шут тытрăмăр.
Эрех ĕçес культура пулнă-и чăвашăн?
Пытармăпăр, чăваш халăхĕ те ĕçке ярăнни куçкĕрет. Уйрăмах ялсенче вăйлă палăрать çакă. Паллах, ĕлĕк те ĕçнĕ-ха халăх, çитменнине тата сахал та мар. Калăпăр, туя килĕрен çӳресе эрнешер ирттернĕ. Çапах та хальхи пек темиçе уйăх урăлманнисем пулман. «Паха эрех ĕçнĕ», – тейĕ хăшĕ-пĕри. Сăмах та çук, ун чух эрех-сăра çине тем те пĕр хушман-тăр. Çапах эрех ĕçес культура та пулнă тейĕттĕм, мĕншĕн тесен историрен курăннă тăрăх, халăх вăхăтра ĕçленĕ, вăхăтра каннă.
Ĕçкĕ кульчĕ пуçланнинче ман шутпа, финн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисен те айăпĕ пур. Мĕншĕн тесен 1940 çулта финн вăрçи пынă вăхăтра январь уйăхĕнче шартлама сивĕ тăнипе салтаксене сивĕре шăнса пăсăласран сыхлас, кăмăлне лайăхлатас шутпа халăх комиссарĕ Климент Ворошилов вăрçăри кашни салтака куллен 100-шер грамм эрехпе 50-шар грамм салă пама хушнă. «Наркомăн 100 грамĕ» тенĕ çакна салтаксем хăйсен хушшинче.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан та «наркомăн 100 грамне» 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнченех валеçме тытăннă. 17-18 çулти çамрăк организм алкоголе мĕнле хăнăхни каламасăрах паллă. «Пире, аслăраххисене, «наркомăн 100 грамĕ» питех сиен кӳмерĕ, 17-18 çулти сывă юлнă çамрăксем вăрçă вĕçленнĕ çĕре ĕçке ерчĕç», – тесе аса илетчĕ пĕр ватă ветеран. Çав çамрăксем малашнехи пурнăçра та эрехпе туслашни паллă. Мĕншĕн тесен организм алкоголе пĕр хăнăхсан, унран уйрăлаймасть. Раççейĕн тĕп наркологĕ, Мускаври Наркологин наукăпа практика центрĕн ертӳçи Е.Бирюн алкоголизма çын хăй тĕллĕн çĕнейменнине çирĕплетет.
Пĕр черккерен пуçланать
«Пĕр черккерен нимĕн те пулмасть», – тенине час-часах илтме пулать. Анчах тухтăрсен шучĕпе, пĕр черккерен пуçланать те алкоголизм. Мĕншĕн тесен кăшт ĕçнĕ эрех те организма пысăк сиен кӳрет, çакă аслă пĕлӳллĕ çынсемпе ирттернĕ опытран лайăх курăнать: 24-40 грамм алкогольрен те вĕсен пуç мимин шухăшлав функцийĕсем 12-20 кунсăр йĕркене кĕреймен-мĕн. Кун сиктермесĕр нумай доза ĕçни мĕн патне илсе çитерни пирки тавçăрма йывăр мар. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çитĕннĕ çыншăн пĕр кунра ĕçнĕ 1-1,25 литр (ачасемшĕн 4-5 хут сахалрах) эрех – вилмелли доза.
Алкоголь этемĕн кашни органне сиенлетет, уйрăмах пуç мимипе нерв, чĕрепе юн тымарĕсен системисем, апат хуранĕпе хырăм ай парĕ (поджелудочная железа), пĕвер сиенленеççĕ.
Юлашки 10 çулта Раççейре çулсерен вăтамран 1,35 миллион çын çуралать, 2,20 миллион вилет. Вĕсенчен 700 пинĕ шăпах алкоголе пула çут тĕнчепе сывпуллашать (юлашки çулсенче ĕçкĕпе хĕрарăмсем вилесси – 3, арçынсем 2,5 хут ӳснĕ), 400 пинĕн вилĕмĕ пирус туртнипе, 50-100 пинĕ наркотикпа çыхăннă. Хальхи вăхăтра çĕршывра 7 миллион ытла ĕçкĕç пурăнать. Хăрушă, уйрăмах хаяр преступленисен 75 проценчĕ ĕçкĕпе пулать.
Закон чарман наркотик
Официаллă статистика тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсемччен Раççейре çулталăкра ĕçнĕ таса алкоголь кашни çын пуçне 3-4 литртан иртмен. Мĕн хистенĕ-ха ку калăпăша тăрук ӳссе кайма? Патшалăхăн ăнăçсăр политики тенĕ пулăттăм эпĕ. Тĕслĕхрен, сăра нумай ĕçесси те унпах çыхăннă-çке. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсемччен Раççей халăхĕ сăрана хальхи пек витри-витрипе ĕçмен. Шăпах çак вăхăтра «çӳлтисем» эрехе унран йăвашрах шĕвекпе улăштарма шут тытнă. Çынсем сăра ĕçме тытăнсан эрех çинчен манĕç тенĕ ахăр, çавăнпа сăра хакне ятарласах йӳнетнĕ. Анчах пурнăçра пач урăхла пулса тухнă: халăх эрехе те манман, сăрана та тиркемен, çитменнине тата вĕсене пĕрле хутăштарса ĕçме хăнăхнă. 1960 çулта çулталăкра пĕр çын пуçне тивекен сăра 13 литр пулнă пулсан, 1970 çулта – 16, 1980 – 24, 1999 – 23, 1999 – 29, 2000 – 37, 2005 – 60 литра çитнĕ.
1960 çулсенче пуçланнă политикăна пула Раççейĕн паян тепĕр пуç ыратăвĕ – сăра алкоголизмĕ – пуçланчĕ. Унпа ытларах çамрăксем чирлени пулас ăрусемшĕн хăрушă. Хăватсăр çак шĕвек сиенсĕр тени пĕрре те тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен пĕр бутылка çутă сăрара 50-60 грамм шурă эрех. Кунĕпе 4 бутылка ĕçсен те (çамрăксем тепĕр чух кун чухлĕ кăна та ĕçмеççĕ) 200-240 грамм эрех (çур бутылка) пухăнать. Çакăн чухлĕ шĕвеке тăрук ĕçнĕ факт тăрăх та пӳресене мĕнле йывăрлăх кӳнине хаклама пулать. Çын чейпе шыва пĕрре ларса çавăн чухлĕ ĕçеймест-çке.
Кунсăр пуçне сăрара кобальт пурри «сăра» е «вăкăр чĕри» чирне ярать. Çӳлерех асăннă вещество сăрара нормăран 10 хут нумайрах пулнипе чĕрене темиçе хут пысăклатать-мĕн.
Алкоголизм чирне каясси сăра ĕçсен 3-4 хут хăвăртрах пуçланать. Сăра – закон чарман наркотик тесе çирĕплетеççĕ тухтăрсем. Вăл ытларах çамрăксем хушшинче сарăлса пулас ăру çине витĕм парать. Эрех-сăра ĕçекен хĕрарăмран сывă ача çуралмасть. Специалистсем каланă тăрăх, алкоголь хĕрарăм организмне лексе ама хутаççинчи клеткăсене сиенлетет. Ачи тĕвĕлениччен хĕрарăм мĕн чухлĕ нумайрах эрех-сăра ĕçет, чирлĕ ача çуратас хăрушлăх çавăн чухлĕ ӳсет. Усал йăлана пула Раççейре çынсем АПШрисенчен – 18, Европăрисенчен 12 çул сахалрах пурăнаççĕ.
«Ним мар ĕçме пăрахатăп»
Раççейĕн тĕп наркологĕ Евгений Бирюн Раççейри ĕçкĕçсене вăйпах сиплемелле текен шухăша ырлакансенчен пĕри. Мĕншĕн тесен вăл алкоголизма усал йăла кăна мар, йывăр чир тесе çирĕплетет. Çапла каламашкăн унăн сăлтавĕ пур, мĕншĕн тесен ку чирпе чирленисемпе куллен тĕл пулать.
Ĕçкĕç нихăçан та хăй алкоголик пулнине йышăнмасть. «Ним мар ĕçме пăрахатăп», «çын укçипе мар, хамăннипе ĕçетĕп», «ĕçес килнĕ чух кăна ĕçетĕп» теме пăхать. Чăннипе вара урăхла пулса тухать, вăл алкогольсĕр пурăнма пултараймасть.
Алкоголизм чирĕ тĕрлĕ енлĕн палăрать: кам-тăр ӳсĕрĕлсен çывăрать, тепри çĕрĕпе куç хупмасăр ыттисене тарăхтарать, апла пулин те çак чирĕн мĕнпур енĕ обществăшăн хăрушă. Мĕншĕн тесен алкоголь чи малтан психикăна хавшатать. Наркологи диспансерĕсенче сипленекенсем малтанласа урăлсан та медперсонал çине тапăннă тĕслĕхсем сахал мар.
Ĕçсе çын массинчен тухнисем (белая горячка) уйрăмах хăрушă. Вĕсем хăйсем мĕн хăтланнине те ăнланмаççĕ. Ĕçсе эпилепси чирне кайнисем вара пач урăх «тĕнчене», «вăхăта» лекеççĕ – вăрçа, çăтмаха, тамăка. Унта, паллах, хăйсене кансĕрлекенсемпе «кĕрешеççĕ». Вĕсемпе юнашаррисем тар пички çинче ларнăпа танах, вĕсемпе трагеди пулас хăрушлăх пысăк.
«Килти» шăпăрт алкоголиксем те обществăшăн хăрушă çынсем, енчен те вăл руль умне ларсан е скальпель тытса операци сĕтелĕ патне пырсан? Алкоголизмшăн социаллă чикĕ çук, вăл ученăя та, шофера та, хĕрарăма та, арçынна та хĕрхенмест. Ĕçкĕç пĕр черккешĕн темĕн тума та хатĕр, вăрлама та, çынна вĕлерме те...
Алкоголиксен çемйинчи ачасем – уйрăм калаçу. Вĕсене хĕнеççĕ, мăшкăллаççĕ, выçă тытаççĕ, тепĕр чух вуçех манаççĕ, ĕçме кансĕрленĕшĕн вĕлерни те пулнă.
Ӳсĕр çынпа пурăнасси вăрçăрипе танах
Ĕçсен путсĕрленсе каякан çынпа вăл ӳсĕр чух юнашаррисем хăйсене мĕнле тыткаламалла? Тухтăрсем ун çине алă çĕклеме, тавлашма хушмаççĕ. Трагеди пулса ан тухтăр тесен, ăна сасă хăпартмасăр лăплантарма сĕнеççĕ. Мĕншĕн тесен кун пек çын ӳсĕрле хăй мĕн тунине ăнлансах пĕтереймест. Урăлсан е вуçех астумасть, е хăш-пĕр ăнсăрта тĕлĕк пек кăна астăвать.
Алкоголизм виçĕ тапхăрпа аталанать
Алкоголизм аталанăвĕн виçĕ тапхăрне палăртаççĕ тухтăрсем. Тĕрĕссипе, виççĕмĕшне çитекенсем сайра. Пĕрремĕш тапхăр вăл – эрех ĕçни çирĕп хăнăхăва куçни. Иккĕмĕшĕ – вăхăт çитсен организм эрех ыйтни. Иккĕмĕшĕ шăпах анлă сарăлнă алкоголизм ăнлавпа тӳр килет те. Вăл шала кайса йывăр формăна куçнипе çынсем вилеççĕ. Çак вăхăтра çыннăн нерв системи пăсăлать. Виççĕмĕш тапхăра çут çанталăк çав тери çирĕп сывлăх парнеленисем тата лайăх условисенче, урăхла каласан, çиме лайăх апат, мухмăра вăхăтра тӳрлетме эрех пуррисем кăна пурăнса çитеççĕ. Анчах вĕсем те шалти органсем сиенленнипе нумай пурăнаймаççĕ. Сăмах май, ĕçекен кашни çын пурнăçа вăхăтсăр вĕçлет. Пĕрисен чĕри чарăнса ларать, теприн пĕверĕ ĕçлеме чарăнать. Виççĕмĕшĕн инсульт пулать.
Сиплевĕн усси пур-и?
«Ĕçке ернĕ çынна сипленин усси çук, вăл пурпĕр ĕçме пăрахмасть», – теме хăнăхнă халăхра. Анчах тухтăрсен шучĕпе, ку тĕрĕс мар, алкоголизм чирĕнчен сывалма пулать. Чăн та, медиксем тăрăшни кăна мар, ĕçкĕçĕн хăйĕн сывалма кăмăлĕ пулмалла. Тăванĕсем ыйтнипе тата ячĕшĕн кăна сипленнин усси çук, паллах. Çапах та сипленме шут тытнисем коммерцилле клиникăна суйламалла мар. Мĕншĕн тесен патшалăхăн наркологи больницисем кăна алкоголизмпа чирлĕ çынна тулли сиплев курсĕ ирттереççĕ. Асăнса хăварар, наркологи диспансерĕсенче Раççей çыннисем пурте тӳлевсĕр сипленме пултараççĕ. Кун пек больницăсенче сиплев йӳнĕ мар, çапах та патшалăх мĕнпур тăкака хăй çине илет.
Алкоголизмран сывалас текен Тутарстан çыннисене те республикăри наркологи диспансерĕ тӳлевсĕрех пулăшма хатĕр. Кун валли пациентăн сывалас кăмăлĕ пысăк пулни, паспортпа медицина полисĕ тата флюорографи тухни çинчен справка кăна кирлĕ. Алкоголизмран сипленес шухăшлисем тĕплĕнрех 8 (843) 2-72-35-43 телефонпа ыйтса пĕлме пултараççĕ.
Алкоголизма наркоманирен çынсене вăйпах сиплемелли закон проекчĕ пирки, вулакансем, эсир мĕн шутлатăр? Пулĕ-и унран усси е çук? Хăвăр шухăшăрсене редакцие ярса парăр.
 
: 1102, Хаçат: 34 (920), Категори: Асăрханăр – симĕс çĕлен

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: