Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ шăматкун, августăн 20-мĕшĕнче, Лениногорск хулинче тĕлĕнмелле хитре уяв иртрĕ. Лениногорск тăвĕсем тăрăх купăс сасси ян! кайрĕ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чăвашсем, купăсçăсем пуçтарăннă. Тĕрлĕ районтан килнĕ ăстасем. Питĕ нумай çын Нурлат çĕрĕ çинчен, Аксу районĕнчен килсе çитнĕ. Павлăсем те маххă памарĕç. Кӳршĕ регионтан, Самар облаçĕнчен, купăсçисемпе ансамблĕсем те хаваспах хутшăнчĕç мероприятие. Уявĕ вара, «Сувар» хаçат вулакансем питĕ лайăх пĕлеççĕ, Кама леш енчи чăвашсен «Выля, хут купăс!» II фестивалĕ.
Фестиваль Кама леш енчисен пулсан та, кăçал Атăл леш енчен те, Пăва районĕнчен, ăстасем хутшăнчĕç. Тăхăрьял купăсçи тăхăр çырма урлă, тăхăр кĕпер урлă каçса хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартрĕ. Пăва çĕрĕ çинчен килнисем Лениногорск çыннисене тĕлĕнмеллипе тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем питĕ палăрмалла уйрăлса тăчĕç. Мĕншĕн тесен çав енчи чăваш кĕписем ытти районсенничен хăйне евĕрлĕ.
Лениногорск хулин Культура керменĕ умĕнче çак кун питĕ шавлă пулчĕ. Купăсçăсем кермен умĕнче пуçтарăнса пурте пĕр харăс купăс каласа паркпа аллея тăрăх «Нефть» фонтан патнелле утрĕç. Калама çук хитре пулчĕ. Иртсе каякан машинăсем вĕсене çул парса пиплеттермесĕр чăтаймарĕç. Çуртсенче пурăнакансем балконĕсем çине тухса алă сулчĕç. Часах фонтан патне курма пырасси пирки кăшкăрса пĕлтерчĕç. Питĕ кăмăллă.
Фестивале Лениногорск хулин «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕ хитре ташăпа уçрĕ. Вара пуçланчĕ чăн-чăн конкурс. Пĕринчен пĕри хитре те ăста вылярĕç купăсçăсем. Кашни районăн хăйне тĕрлĕ кĕвĕ, кашни ăстан хăйне тĕрлĕ купăсĕ. Вĕсене тĕк тăрса итлеме те çук, урасем хăйсем тĕллĕн ташша яраççĕ.
Çак кун çанталăкĕ те хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Купăс кĕвви пекех çавăнтах çумăр ӳпкелет, çавăнтах хĕвел хĕртет.
Курма килекенсем тата мĕн чухлĕнччĕ?! Вĕсем урисене хуçсах ташларĕç. Вылякансем вĕсене пăхса тата та хавхаланса кайса инструменчĕсене тăсаççĕ.
Çак илемлĕ мероприяти иртен пуçласа кăнтăрла иртиччен пычĕ. Кĕвĕ ăстисем ăмăртмалла сцена çине тухаççĕ.
Фестивале хутшăнакансене пурне те парнесем пачĕç. Дипломпа пĕрле ятарласа заказпа тунă «Фестиваль чуваш закамья» тесе çырнă сехет парнелерĕç. Çаплах пĕлтĕр иртнĕ «Выля, хут купăс!» фестивалĕн дискне те пачĕç. Питĕ кăмăллă парнесем пулчĕç. Ĕмĕрлĕхе асра юлмаллисем пулчĕç вĕсем.
Республика шайĕнче иртекен мероприятисенчен ТР ЧНКА председателĕ Константин Яковлев нихăçан та пăрăнса юлмасть, паллах. Хальхинче те вăл питĕ тимлĕ итлесе ларчĕ. Ташша та тухнă пулĕччĕ, анчах та вăл жюрире.
Конкурс вĕçленнине кура пĕтĕмлетӳ туса чи ăста купăсçăсен ячĕсене калама вăхăт çитрĕ. Пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Тĕрĕссипе каласан, вĕсем каламасăрах паллăччĕ ĕнтĕ кам мала тухни. Çынсем жюрисенчен те лайăхрах туяççĕ теес килет. Çапла жюрипе халăх шухăшĕ пĕр килчĕ.
Пĕрремĕш вырăна Нурлат районĕнчи Киклĕпуç ялĕнче пурăнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Аксу районĕнчи Кивĕ Тимушкел ялĕнчен Аркадий Алексеевич Харитонов тухрĕ. Виççĕмĕш вырăна Самар облаçĕн ăсти Анатолий Васильевич Мрясова пачĕç. Питĕ тĕрĕс суйласа илнĕ.
Çак, Турăран пулнă купăсçăсене, питĕ пысăк та хаклă парнесем пачĕç. Парне хуçи вара Константин Яковлев. Вăл пурне те ырлăх-сывлăх сунса, малашне те купăс сасси илемлĕн янăратăр терĕ. Çаплах сцена çине тухса Павлăра пурăнакан Виталий Козловпа Лениногорскинче пурăнакан Валери Туктар кăмăлĕсене кайнă артистсене хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.
Фестиваль Лениногорск хулинче иккĕмĕш çул иртрĕ ĕнтĕ. Çак хитре те кĕвĕ-çемĕ меро- приятине пуçарса яраканĕ тата ирттерекенĕ Лениногорск районĕн ЧНКЦ председателĕ Ольга Орлова.
– Эпĕ хам купăспа тата баянпа калама юратаканскер, çакăн йышши мероприятие тахçанах ирттерес тесе шутлаттăмччĕ. Ман шухăша чăваш обществи ырларĕ. Çапла малашне кашни çулах «Выля, хут купăс!» фестивале ирттерме шутлатпăр, – тет Ольга Александровна. – Çак мероприятие хутшăнакансене пурне те тав тăватăп, сывлăхпа пурăнса çитес çул пĕтĕм республикăри купăсçăсене хутшăнма сĕнетĕп.
Ольга Александровна çинчен калас пулсан, вăл тата унăн мăшăрĕ питĕ туслă та юрă-кĕвĕ юратакан çемье. Тен, çавăнпа та вĕсем çакăн йышши мероприяти тума пултарнă.
Паллах, кунта район администрацийĕ пулăшмасăр та ĕç тухман. Ольга Александровна каланă тăрăх, вĕсем чăвашсемпе иртекен мероприятисене аяккинче хăвармаççĕ. Культура керменĕн ĕçченĕсем те тăрăшса чупкаларĕç.
Чăваш Шешкел ялĕн активисчĕсем те питĕ тăрăшуллă. Чăваш мероприятийĕсене яланах вĕсем пĕрле ирттереççĕ.
Кама леш енчи чăвашсем питĕ интереслĕ пурăнаççĕ. Республика шайĕнчи тĕрлĕ енлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшаççĕ. Атăл леш енчисем те пĕтĕм Тутарстанри тата кӳршĕ регионсенчи чăвашсене пуçтарса уяв ирттерсен питĕ аван пулмалла. Пуласса шанас килет.
 
: 1278, Хаçат: 34 (920)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: