Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КОНЦЕПЦИ ХАТĔР, ЙЫШĂНМАЛЛА КĂНА
Ĕнер ТР Патшалăх Канашĕнче Тутарстан халăхĕсен съездне ирттерессипе ĕçлекен йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна Патшалăх Канашĕн председателĕ Ф.Мухаметшин ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри регионти наци политикин тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен этнокультура аталанăвĕн концепци проекчĕ пулчĕ. Ку ыйтупа ТР культура министрĕ З.Валеева калаçрĕ. Концепцие хатĕрлеме 15 ăсчах хутшăннă. Тĕрлĕ институтсенче, ТР Наукăсен академийĕнчен пуçтарăннă ушкăн кĕске вăхăтрах питĕ пысăк ĕç туса ирттернĕ: РФ законĕсене тĕпе хурса кӳршĕ регионсемпе Европăри патшалăхсен опытне шута илнĕ. Çав вăхăтрах концепцире Тутарстанăн хăйне евĕрлĕхĕ те курăнать – унăн пĕр пайĕ диаспорăсен хушшинчи хутшăнăва, çĕнĕ институтсен (культура центрĕсем, суту-илӳ çурчĕсем) ĕçĕ-хĕлне халалланă. Зиля Рахимьяновна çавăн пекех икĕ уйăхра çав тери нумай аналитика ĕçне туса ирттернине асăнчĕ. Апла пулин те проекта хатĕрлекен ăсчахсене укçа тӳлессине паянхи кун та татса паман-ха. Кун пирки Фарид Хайруллович З.Валеева асăннă суммăран ытлашшине чакарма тӳр килнине, концепцие йышăннă хыççăн кăна çынсене тӳлессине пĕлтерчĕ.
Паллах, пухăннисем йывăррăн пулин те малаллах пыракан Халăхсен туслăх çурчĕн юсавĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Унăн пĕр пайне октябрĕн 1-мĕшĕнче вĕçлемелле тесе йышăнчĕç, иккĕмĕшне вара ноябрь пуçланнă çĕре пĕтермелле терĕç. Сăмах май Ф.Мухаметшин Ĕпхӳре пулни çинчен, унти Халăхсен ассамблейин çĕнĕ çурчĕ çав тери чаплă пулнине асăнчĕ. Хусанти Халăхсен туслăх çурчĕн те кӳршĕсенчен юлмалла мар апла... Иртнĕ лару хыççăн Туслăх çыранĕ пирки ыйту хупăнманни пирки çырнăччĕ эпир, халĕ те ку ыйтăва пĕтĕмпех татса паман, апла пулин те вăл кăшт уçăмланнă. Киров дамби çине те уçма шутланă аллейăна хулари пĕр-пĕр кивелнĕ паркра е пачах çĕнĕ, йывăç лартма ĕлкĕреймен вырăнта йĕркелемелле тесе сăмах татрĕç. Çаплах ĕнерхи ларура съездăн логотипне йышăнни çинчен пĕлтерчĕç. АНКО çинчен сăмаха малалла тăсса тата акă мĕн калама пулать. Октябрĕн 20-мĕшĕнче ассоциацин конференци иртмелле унта мĕнлерех майпа ассоциацирен ассамблея пулса тăрассине тĕплĕн сӳтсе явĕç. Çак улшăнăвăн аван енĕ – пĕрлешĕве тӳррĕнех бюджетран укçа-тенкĕ кĕме пуçлать. Апла наци центрĕсене, наци культурисене аталанма çăмăлрах пулать.
Съезд пуласси тата уйăх çурă юлнă, анчах та ăна мĕнлерех ирттерессине паянах тĕплĕн палăртнă. Делегатсене асăнмалăх парне – съезд эмблемине ӳкернĕ портфель параççĕ, унăн ăшĕнче блокнотпа ручкăсăр пуçне «Тутарстан – манăн тăван кил» альбом пулать. Тутарстан тулашĕнчен килнĕ съезд хăнисене альбомпа пĕрлех Сабантуй, Каравон ӳкернĕ дисксем те параççĕ (тутарла, вырăсла, акăлчанла). Ĕç кунĕ ирхине 10 сехетре «Корстон» хăна çурчĕпе суту-илӳ тата кану комплексĕнче пуçланать. Каçхине 16 сехетре культура эстафетинче çĕнтернĕ фольклор ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсен концерчĕ пулать.
 
: 1188, Хаçат: 38 (716)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: