Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

КАÇАР МАНА...
Савнă çыннăм, каçарсам,
Юратан пулсан.
Пĕлнĕ çын çине тухсан,
Чĕрене… çутсам.
 
Айван çамрăк вăхăта
Асăнтар пĕрех…
Пĕлейнех-ши юрата
Алхасан чĕре.
 
Иртĕнсе мар çумăнта –
Виртлесе… пыман…
Юратнă – варпа, чунтан… –
Кăмăлна хуçман.
 
Асăнап çав вăхăта
…Ватăла пĕлмен;
Юратап сана татах –
Тĕллĕ, иксĕлми…
 
…ХĂВАТПА, ÇĔН ĔМĔРПЕ
Çĕнĕ ĕмĕрпе пырса
Тĕрĕкне хушарччĕ;
Пур синкере хăвса…
Çĕнелсе утарччĕ…
 
Çĕн хуçалăх çавăрса,
Юсасах тăрарччĕ,
Ачасемпе савăнса
Телейне курарччĕ.
 
Сывлăхне, ăнăçлăхне…
Турăран ыйтарччĕ.
Çителĕклĕ пурлăхне,
Татах та йăтарччĕ…
 
Усал çын ыр кил-çуртне
Хăйса ан кĕрейтĕр,
«Пуçра кĕвĕçӳ» пуртан –
Иртсе çеç çӳрейтĕр…
 
Ырă кӳршĕ-аршине
Хаваспа кĕтĕпĕр;
Çăкăртан сип шăршине
Пуç тайса сĕнĕпĕр…
 
Вăхăтĕнче пурнăçра,
Ĕçре… ывăнарччĕ;
Çавăран хуçалăхра –
Кăштах савăнарччĕ.
 
ТӲРЛЕНСЕ, ÇĔН ХĂВАТПА…
Чунран, кил-çурт варĕнчен,
Хăвалар хаярсене…
Çĕн хăватпа, тарличчен,
Ĕçлер сирсе чирсене.
 
Хывнă, тӳрĕ сукмакне,
Татах та тăкăрлатар.
Анлă пурнăç алăкне,
Ярирех уçса ярар.
 
Тăвансене, тус çынне,
Ырăпа кĕтсе илер.
Тимлĕн илтсе пĕр-пĕрне,
Чипер калаçа пĕлер.
 
Пурăнăçăн пур енне,
Тивĕçлипе йышăнар.
Тухса аслă çул çине,
Тус-юлташпа савăнар.
 
Тĕрлĕ килен вăхăтпа,
Хуçăлса ватăлар мар…
Тӳрленсе, çĕн хăватпа,
Пурăнăçпа савăнар?!
 
: 867, Хаçат: 33 (919), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: