Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Малалли. Пуçл. 20-32№№.)
Май уйăхĕн вĕçĕнче Çăкалăх çыннисем, педагогика институтĕнче вĕренекен Вадим Николаевич Николаевпа çамрăк арăмĕ Галина Ивановна Ишмукова, хăйсен туйĕ хыççăн çав ялтах пурăнакан Яков Васильевич Гудков патне хăнана кайсан вĕсен пӳртĕнче Федора Петровна Тимеровăн çухалнă турăшне палласа илнĕ. Галина Ишмукова Хветура аппан тăван йăмăкĕн хĕрĕ, пӳрт-çурт тасаткалама пулăшнă. Темиçе çул каялла Галя выляса тенĕ пек турăш çине хăй аллипе «Ф.П.» тесе çырса хунă пулнă. Çав сас паллисем тăрăх вăл турăша тӳрех палласа илнĕ. Яков Васильевич пӳртĕнче ытти сăнӳкерчĕксем хушшинче Ф.П.Тимерова патне пырса çӳренĕ хĕр ача сăнӳкерчĕкне те тупнă. Ку вăл хăйне Ишенер хĕрĕ, Канашри педагогика училищинче виççĕмĕш курсра вĕренетĕп тесе улталанă Венера Яковлевна Гудкова, Яков Васильевич Гудков хĕрĕ пулнă. Çамрăксем В.Я.Гудкова сăнӳкерчĕкне Канашри педучилище директорне кăтартнă. Унта ун пек студентка çукки палăрнă. «Ку хĕр ача пирĕн училищĕре нихăçан та вĕренмен», – тесе çирĕплетнĕ директор. Çакăн çинчен Вадимпа Галя милици уйрăмне çитсе евитленĕ. В.Я.Гудкова Кинер ялне пырса çӳрени, хăй камне пытарни паллă пулнă.
Çакăн хыççăн Ф.П.Тимерова виллине çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Судмедэкспертиза тĕпчесе пăхнă хыççăн ăна пăвса вĕлерни палăрнă. Çав çул Ф.П.Тимерова патне темле хĕр ача пырса çӳренине те аса илнĕ ял çыннисем. Тимерова Ф.П. вилнĕ кун та курнă иккен çав хĕр ача вĕсем патне кĕрсе кайнине. (Кӳршĕри Иван Григорьевич Григорьев, Шупашкарта хĕрĕ патĕнче пурăнакан вăрçă ветеранĕ, çав кун яла таврăннă пулнă, çак хĕр ача Хветура хапхинчен кĕрсе кайнине хăй куçĕпе курнă). Венера сăнӳкерчĕкне кăтартсан ăна тӳрех палласа илнĕ.
Следстви вăхăтĕнче Венера хăйне айăплă тесе йышăнман. «Турăшне Хусанти пасарта туянтăм, Кинер ялне вара çуралнăранпа та ура ярса пусман, ялĕ ăçта ларнине те пĕлместĕп», – тенĕ. Ф.П.Тимерова сăнӳкерчĕкне кăтартсан: «Пĕрремĕш хут куратăп ку хĕрарăма», – тесе туннă…
Малалла кӳнтелсем кăтартса панисем, экспертсем тунă пĕтĕмлетӳсем, куçа-куçăн тăратса калаттарнă сăмахсем, протоколсем…
Нумай-нумай тĕрлĕ хут Ирина Николаевна аллинче, тем хулăнăш папка. Акă Венерăна мĕншĕн айăпланине палăртса çырнă йĕркесем: «1986 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче çĕрле Венера Яковлевна Гудкова Кинер ялĕнчи гражданкăна Федора Петровна Тимеровăна çаратас шутпа пăвса вĕлернĕ, унăн арчинчен укçа, виçĕ мамăк тутăр, виçĕ турăш вăрласа тухнă. Ку преступление пăхса тухнă хыççăн халăх сучĕ çапла приговор йышăннă…»
Таçтан-таçтан аякран пыра-пыра кĕреççĕ Якку хăлхине çак сăмахсем. Ĕненмелле-и ку хăрушă сăмахсене? Е хăлха тĕрĕс мар илтет? Мĕнле ăнланмалла? Венера, Яккун пĕртен-пĕр пепкийĕ, çын вĕлернĕ тенине ăçтан ĕненĕ ашшĕ чĕри?
– Вĕлермен, çаратман, хĕрарăмне те палламастăп, – хăюллăн та мăн кăмăллăн пăхкаларĕ Венера малтанхи кун. Судья та куç илми сăнарĕ хĕре. Хăва хулли пек кĕлетки, тин çурăлнă кăкшăм чечекĕнчен хитререх сăнĕ-пичĕ, хулпуççийĕ çинче ункăн-ункăн явăнса тăракан пиçсе хытнă тулă хăмăлĕ тĕслĕ çӳçĕ – ытармалла мар илемлĕ вăл, анчах куçĕсем сивĕ. Курман Ирина Николаевна халиччен Яккун пĕртен-пĕр хĕрне. Çак ятлă-сумлă çын хĕрĕ, юмахри пирĕшти, çын вĕлерекен пулма пултарать тенине судья та ĕненсех пĕтереймест. «Хăçан? Кам айăпĕпе çултан пăрăнма пултарнă вăл? Мĕн çитменнипе? Преступлени сăлтавĕ мĕнре?» – пыра-пыра сырăнать Ирина Николаевна пуçне тĕрлĕ шухăш. Пĕрре Елян çине, тепре Якку еннелле тинкерет судья. Йăш та йăш чике-чике илет чĕри тĕлĕнчен темле йĕп. Хулпуççине те тем пусса тăрать.
Кӳнтеленсем кам килнине тĕрĕслерĕç. Аллă çын ытла. Вĕсен хушшинче вилнĕ хĕрарăмăн ывăлĕсем, Григорий Ивановичпа Михаил Иванович инçетри Белоруссирен çитнĕ. Сăртпа сăрт тĕл пулмасть, çынпа çын хирĕç пулатех тесе ахаль каламан çав. Мĕншĕн пĕрех хут хĕрринчи пукан çине лармарĕ-ши Якку тăхтав хыççăн е Елянпа лармаллаччĕ-и? Унăн пуканĕпе юнашар икĕ пушă вырăн юлнăччĕ те, Михаил Ивановичпа Григорий Иванович зала пырса кĕчĕç те çав пукансене курчĕç, тӳрех пырса ларчĕç. Пырса ларни çеç-и-ха? Тӳрех палларĕ Шупашкарти профтехучилищĕре пĕрле вĕреннĕ Яккуна Михаил Иванович. Палламасăр, училищĕре пĕр парттă хушшинче ларнă-çке иккĕшĕ, пĕр пӳлĕмре пурăннă. Алă тытрĕç, сывлăх сунчĕç, иртнине кăшт аса илсе калаçрĕç. Мишăсем патне килне темиçе те кайса курнă Якку, Хветура аппа пĕçернĕ апат-çимĕçе пĕрре мар çинĕ. Пайтах хăналанă Миша тăлăх юлташне килти юр-варпа, тепĕр ывăлĕ, Гриша, мĕнле çухални çинчен темиçе те каласа кăтартнă. Анчах пĕлмен, илтмен Якку Гриша тупăннине. Çавах ĕнтĕ, авă Мишăпа юнашар лараканни. Иккĕшĕ те пĕр сăнлă.
Тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлчĕ Якку Хветура аппа мĕнле вилнине. Венера хăй чĕлхипе хăй каласа пачĕ. Пăхаймарĕ текех Якку Мишăна куçран. Ялĕпе килсе тулнă кинерсем. Кас-кас виле çинчи пек шăплăх тăрать залра, кас-кас кĕр-р! кĕрлеççĕ те чăр-р пăхаççĕ Яккусем çинелле.
Малтанах нумай тунчĕ хĕр, теме шанчĕ. Каярахпа тĕрĕссине калама лекрĕ. Кӳнтеленсем йышлă пулни, вĕсен тĕрĕс сăмахĕсем текех пăркаланма, суеçтерме памарĕç. Çурса тăкас патне çитрĕ зал, вĕресе тăкăнас пек кĕрлерĕ.
Пуçларĕ Венера хăйĕн сăмахне. Халь ĕнтĕ пĕр-пĕр кантăр вăрри пуласчĕ те çын куçне курăнмалла мар ансăр хушăка кĕрсе выртасчĕ Яккун. Тем парĕччĕ çав çурăка тупас тесе. Анчах ăçта тарăн çын куçĕнчен? Прокурорĕ ав пӳрнипе тĕлленĕ пек тăрать, çул çитмен çамрăксене воспитани парас ĕçри çемье пĕлтерĕшĕ çинчен, общество умĕнче çемье, ашшĕпе амăшĕн тивĕçне, яваплăхне ӳстересси çинчен калаçать. Ачасем ашшĕ-амăшĕн кашни утăмне, ĕçне-хĕлне курса, вĕсенчен вĕренсе ӳсеççĕ тет. Пĕлмест-и вара ăна Яков Васильевич?
Вĕсен районĕнче те воспитани тĕлĕшĕнчен йывăр ачасем сахал мар. Вĕренӳрен пăрăнса çӳрекенни те, килти нушаллă, япăх пурнăçран писсе, унта-кунта çапкаланса çӳрекенни те пайтах. Ĕнтĕ вĕçĕ-хĕррисĕр, ним йĕркисĕр ĕçсе-супса пурăнакан ашшĕ-амăшĕпе пĕрле камăн тарăхса пурăнас килтĕр? Килтен писет вара ача-пăча, урамра «тус» шырама тапратать. Чееленме, суеçтерме вĕренет, эрех-сăрана сĕмленет. Çуратса янипе çеç этем çитĕнмест, хырăмне тăрантнипе кăна туптанмасть теççĕ. Пайтах шутланă кун çинчен Яков Васильевич хăй те, анчах килĕнче çын вĕлерекен хĕр ӳстерессе тĕлĕкре те тĕлленмен, Венерăна тĕрĕс çулпа утать тенĕ. Йĕркеллех пурăнатпăр тесе лăплантарнă хăйне.
Вуншарăн çаврăна-çаврăна пăхаççĕ Яков Васильевич еннелле, куçне чавса кăларма хатĕр тейĕн. «Эс айăплă, эс ӳстернĕ çын вĕлерекене, эс, эс!» – тенĕ пекех кĕрлет хăлхара.
Эй, мăнтарăн пурнăçĕ! Чаплă ят, сум-тум мар, чĕре ăшши, тĕрĕс сăмах кирлĕ ача-пăчана çитĕнсе çын пулма.
Йăр та йăр юхать тăнлавран сивĕ тар. Тӳсет этем. Мĕн калакан çук! Çак хăрушă самантра тĕл пулчĕç Яккупа Ира куçĕсем. Темле çурăлса каймарĕ Яккун пĕр самантлăха тапма чарăннă чĕри. Ĕлĕкхи майлах Ира. Çӳçĕ те хурипех, шĕвелмен те. Сăн-питрен те ытлах ватăлса пĕрĕнни курăнмасть. Куçлăх та тăхăнман. Никам та ăна аллă çул патнелле çывхарать темĕ.
(Малалли пулать.)
 
: 873, Хаçат: 33 (919), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: