Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Гармонист, кала кармунна,
Кала-ха веселыйрах.
Эс каланă кĕвĕпелен,
Ташлама çăмăлтарах.
Çак такмака каласа ярас килет ман алла купăс тытнă Екатерина Туктамышевăна курсан. Ăста купăсçă Екатерина Элмет районĕнчи Клемтел ялĕнче пурăнать. Хăй пурнăçне вăл пĕтĕмпех музыкăпа çыхăнтарнă. Клемтел ялĕн Культура çуртĕнче ĕçлесе, ансамбльсем ертсе пырса – районта та паллă çын.
Екатерина питĕ тăрăшуллă, çынсене хавхалантарма пĕлет. Пуçланă ĕçе вĕçне çитермесĕр чарăнмасть. Кирек мĕнле мероприятире те, конкурса та унăн ансамблĕсем хутшăнаççĕ. Ансамблĕсем çеç мар, хăй те яланах хитре юрласа итлекенсене тĕлĕнтерет. Темиçе çул хушши вĕсем лауреатсем пулса дипломсем илеççĕ. Катя каланă тăрăх, пĕлтĕр «Асамат» ачасен ушкăнĕ халăх ансамблĕ ятне илнĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ.
Манпа çаплах Элмет районĕн чăвашсен наципе культура центрĕн ертӳçи Инна Альмукова та килĕшет. Инна Ивановна Екатерина Туктамышевăна питĕ хисеплет.
– Культура пурнăçĕ унсăрăн иртмест. Кирек мĕн тумалла пулсан та, культурăпа çыхăннă ĕçсем пирки калас пулсан, Катьăсăр ĕç тухмасть. Вăл кирек хăçан та хăйĕн ăслă шухăшĕсене каласа кирлĕ сĕнӳсем парать. Тĕрĕссипе каласан, питĕ ăслă çын, – тет купăсçă çинчен ЧНКЦ председателĕ.
Кăçал Тутарстан Республикинчи чăваш фольклор ушкăнĕсен ертӳçисене Шупашкара чĕнсе семинар ирттерчĕç. Унта эп Екатерина Туктамышевăпа пĕр парта хушшинче лартăм. Вăл хăйĕн ансамблĕсене тата та пултаруллăрах тăвас тесе семинарта каланисене питĕ тимлĕ итлесе ларчĕ. Кирлĕреххисене çырса пычĕ. Сăнӳкерчĕксем туса та сăнласа пычĕ.
Катя Елабугăри Культурăпа çут ĕç училищинче вĕренсе диплом илнĕ пулсан та, Шупашкарти паллă ансамбльсен ертӳçисем калани, кăтартни, канаш пани питĕ усăллă тесе шутлать.
Екатерина ялан халăхпа ĕçлет. Вăл хăй ялĕнчи çынсене, темиçе ăру темелле, юрлама-ташлама вĕрентнĕ. Мĕн пĕчĕккисенчен тытăнса аслисем таранччен сцена çине кăларма тăрăшать.
Халĕ вăл Клемтел ялĕн Культура çурчĕн директорĕ. Çавăнпа та унăн ытти чухнехинчен те ытларах ĕçлеме тивет. Урăхла каласан, пĕтĕм культура пурнăçне унăн тытса тăма тивет. Сăмахран, паянхи кун Катьăн умне лартнă план, ман шутпа, Лениногорскинче иртекен «Выля, хут купăс!» фестивальне хутшăнасси. Тен, тĕл пулма та тӳр килĕ-ха?
– Эпир ачасене тата çамрăксене вĕрентни çеç мар, пире ватă кинемисем питĕ нумай ăс пани савăнтарать. Вĕсем йăласене, юрăсене манма памаççĕ. Вĕсене йĕркипе тытса пымашкăн вĕрентсе тăраççĕ. Çавăншăн аппасене питĕ пысăк тав. Эпир хамăр енчи йăласене манас çук. Ачасем те пĕлсе ӳсеççĕ. Ку питĕ кирлĕ, – тет директор хăй ялĕн çыннисене хисеплесе.
Çапла çынсемпе пĕр сăмах тупса ĕçлеме пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ.
 
: 1085, Хаçат: 33 (919), Категори: Клуб ĕçченне

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: