Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

1905 çулта çуралнă манăн мăн асанне Ольга Ивановна Данилова. Ачалăхĕ те, пурнăçĕ те çăмăл пулман унăн. 1921 çулхи выçлăха чăтса ирттернĕ. Малаллахи шăпине те ăмсанмалли питех çук – пурнăç ăна пĕрин хыççăн тепĕр хуйхă ярса тĕрĕсленĕ.
1930 çулсем. Çĕршывра репресси. Çак вăхăтра Ольга Ивановна Василий Маланчевпа пĕрлешнĕ пулнă ĕнтĕ. Шел те, репресси нуши вĕсенчен те пăрăнса иртмен. Выльăх-чĕрлĕхне, килти мĕнпур хатĕрне туртса илнĕ, хăйсене ачи-пăчипе пĕрле Челябинск облаçне ăсатнă. Ĕçĕ хĕрарăмсемшĕн кăна мар, арçынсемшĕн те чăтма çук йывăр пулнă унта. Малтан ачисем выçăпа вилнĕ. Репрессие ăсатнă чух мăн асанне икĕ йĕкĕреш ачипе йывăрлă пулнă, сивĕ баракра çуратнă вăл пепкисене. Паллă ĕнтĕ, пурăнайман пĕчĕкскерсем, вилнĕ. Кăшт вăхăт иртсен мăшăрĕ те çут тĕнчепе сывпуллашнă.
Çемьесĕр юлнăскер, мĕнле-тĕр майпа конвойран хăтăлса тăван яла килме тухать. Челябинск облаçĕнчен çуран, вăрттăн, ыйткаласа çиме тупкаласа яла таврăнатех Ольга Ивановна.
Пĕччен пурăнма йывăррипе вăл тепĕр хут çемье çавăрма шут тытать. Василий Гавриловпа пĕрлешет. Каллех инкек – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Мăн асанне мăшăрне ыттисем пекех фронта ăсатать. Анчах кĕтсе илеймест, упăшки хыпарсăр çухалать. Çапла мăн асанне алăри ачипе каллех мăшăрсăр тăрса юлать. Чăтма çук йывăр пулсан та ниме пăхмасăр малалла пурăнма тĕллев лартать.
Вăрçă хыççăн вĕсем манăн мăн асаттепе Дмитрий Федорович Бараниковпа пурăнма пуçлаççĕ. Кăшт тăрсан асанне Мария Дмитриевна Трофимова çуралать. Тинех тахçан кĕтнĕ телей çитмелле пек, мĕн пулмаллине тӳссе ирттернĕ. Анчах çук, хуйхă каллех алăкран килсе шаккать, паллă мар сăлтавпа аслă хĕрĕ вилсе каять. Çакăн хыççăн пĕртен пĕр ачи, шанăçĕ, ĕмĕчĕ – Мария çеç юлать.
Икĕ упăшкине тата пилĕк ачине пытарнă пулин те мăн асанне 85 çула çитиччен пурăннă, Мария хĕрне пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асаннен тăватă ача çуралнă, вĕсем халĕ кашни хăйĕн çемйипе пурăнаççĕ. Унăн 9 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук.
Акă мĕне пĕлтерет Турра тата хăй вăйне шанса пурăнни. Мăн асаннене самана хытă авнă пулин те хуçайман, вăл пурпĕр хăй хыççăн эткер, манăн асаннене Мария Дмитриевнăна хăварнă.
 
: 1087, Хаçат: 33 (919), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: