Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

(Вĕçĕ. Пуçл. 32№.)
Пăлхавçăсем коммунистсене, вĕсен çемйисене, учительсене вĕлереççĕ, шкулсене çĕмĕреççĕ, тырра, выльăхсене çынсене каялла салатса параççĕ. Вĕсен ретне кĕме килĕшмен хресченсене хĕнеççĕ, выльăхĕсене илсе каяççĕ, çурчĕсене çунтараççĕ. Сарабиккул ялĕнчи Нагуманов мулла çак енчен питĕ тискерлĕхпе палăрать.
Пăлхавçăсен отрячĕсем Пĕкĕлме хулине тата Пĕкĕлме уесĕн чиккисем еннелле çул тытаççĕ. 1920 çулхи февралĕн 13-мĕшĕнче Пĕкĕлмере РКП(Б) укомĕн ларăвĕ иртет. Унта пăлхава мĕнле чарасси çинчен сӳтсе яваççĕ. Пăлхава аркатма виçĕ çынна суйлаççĕ: Логиновича, Чуйкова (гарнизон ертӳçи) тата Тубалова (ĕçтăвком пуçлăхĕ). Вĕсем Элметрен вулăс учрежденийĕсене килеççĕ, коммунистсен отрядне йĕркелеççĕ. Çак отряда 10 комсомолец та кĕрет.
Февралĕн 13-мĕшĕнче коммунистсен икĕ отрячĕ (80 çын) пăлхавçăсене хирĕç тухать. Вĕсен ертӳçи – И.Чуйков. Анчах вĕсем Кичуй ялĕ (Бугуруслан уесĕ) патĕнче пăлхавçăсен ункине лекеççĕ. Çак çапăçура Чуйковăн отрядĕнчи 40 çын вилет. Аран-аран тăшмансен ункине татса тухать коммунист. Пурĕ мĕн чухлĕ çын вилни паллă мар.
Çав вăхăтрах Мензеле уесĕнчи Пасмуро ялĕнче Рязанский отрячĕ пăлхавçăсен темиçе пуçлăхне тыткăна илет. Унтан вĕсем И.Чуйков отрячĕпе аран-аран тĕл пулса пĕрлешеççĕ. Вĕсене пулăшма кайнă К.Кожуха отрядне пăлхавçăсем Кудашево ялĕ патĕнче аркатаççĕ. Кунта уком председателĕ Г.Хикматов тата 5 комсомолец çапăçура вилеççĕ. Отрядра юлнисем Пĕкĕлмене аран каялла таврăнаççĕ.
Февралĕн 16-мĕшĕнче пăлхавçăсем хăйсен аллине Алешкино, Çĕнĕ Письмянка ялĕсене илеççĕ. Пăлхавçăсем Алешкино ялĕнче икĕ коммуниста тата пĕр хĕрарăма персе вĕлереççĕ. Пĕкĕлме патне çывхарса пыраççĕ. Пăлхав çав вăхăтра вут пек хăвăрт сарăлса пырать. Костюнткино, Тимеш, Çарăмсан, Шунтал, Мăкшă Ухинкел, Кивĕ Куак вулăсĕсем пăлхавçăсен енне куçаççĕ. Арçынсене отряда хăшне вăйпа, хăшне хăйĕн ирĕкĕпе илсе каяççĕ. Пăлхавçăсен тĕпĕ – Карабаш. Кунта 2000 пăлхавçă пухăнать. Кăшт вăхăт иртсен Анат Чершилово, Кузайкино, Спиридоново, Чăтăрлă, Каратай тата Глазово вулăссем те пăлхавçăсем майлă пулаççĕ.
Масягутово, Элкел, Анат Яких, Катимово ялĕсенче пăлхавçăсем 19 комсомолеца, темиçе учителе тыткăна илеççĕ. Вĕсене асаплантарса вĕлерме Элмете ăсатаççĕ, анчах Муртаза Ибрагимов матроспа чухăнсем пăлхавçăсем çине тапăнса çак çынсене тыткăнран çăлаççĕ. Абсалямово ялĕнче пăлхавçăсем çамрăк учительницăна Таскария Валиахметовăна хĕнесе вĕлереççĕ. Тепĕр 40 учителе те тĕп тăваççĕ. Кивĕ Шешкел çынни Харитон Осипович Раевский Мăкшă Кармалкинче учитель пулса ĕçленĕ. Пăлхавçăсем хăйне вĕлерме килнине пĕлсен, хутнă кăмака ăшне кĕрсе выртса кăна вилĕмрен çăлăнса юлнă. Ăна мĕнле шырасан та пăлхавçăсем тупайман.
Пăлхава пусарма Самар кĕпернинче çар-революци штабĕ йĕркелеççĕ. Çак штабăн пуçлăхне кĕпĕрнен çар комиссарне П.Ульянова лартаççĕ. Пĕкĕлмере коммунистсемпе комсомолецсен виçĕ отрядне уес çар комиссарĕ И.К.Чуйков ертсе пырать. Пăлхава пусарма кӳршĕ уессенчен ЧИН отрячĕсем килеççĕ.
Пăлхавçăсене хирĕç февралĕн 19-мĕшĕнче Карабаш ялĕ еннелле Бугурусланри коммунар отрячĕ тухать. Отрядра 300 салтак тата виçĕ пулемет. Вĕсен Карабаш, Зай-Каратай, Алешкино, Патраклă, Ахметьево, Чăтăрлă ялĕсене пăлхавçăсенчен тасатмалла. Пăлхавçăсем Çарăмсан, Спиридоновка, Алтухино ялĕсене хăйсен аллине илеççĕ.
Февралĕн 20-мĕшĕнче ку отряд Карабаша пăлхавçăсенчен тасатма тăрăшать. Лешсем хĕрлисене пулеметсемпе персе кĕтсе илеççĕ, флангсенчен юланутсем тухаççĕ. Хĕрлисем чакаççĕ. Вĕсен иккĕмĕш тапăнăвĕ те ăнăçлă пулмасть. Февралĕн 23-мĕшĕнче Карабашри пăлхавçăсен отрячĕсене хĕрлисем тупăсемпе персе çĕмĕрсе тăкаççĕ.
Пăлхавçăсем малтанах икке пайланнă пулнă. Пĕр пайĕ Мускава илме çул тытать. Вĕсене хирĕç Хусанпа Чистай хулисенчен хĕрлисен запас çарĕ тухать. Çак çар пăлхавçăсен отрячĕсене Çĕнĕ Шуçăм, Шереметьево тата Ерыкла ялĕсенче çĕмĕрсе тăкать.
Çак вăхăтрах, февралĕн 23-мĕшĕнче хĕрлисем хаяр çапăçусемпе Тури Кармалка ялне хăйсен аллине илеççĕ. Çак ял патĕнче 30 пăлхавçă-хресчен вилет. Тимеш ялĕ патĕнче тата 30 пăлхавçă çапăçура пуç хурать. Часах хĕрлисем хăйсен аллине Азнакай тата Тумтук, Кандры станцине илеççĕ. Мартăн 4-мĕшĕнче хĕрлисем çапăçусемпе Поповка ялне, çапăçусăр Сарихово-Андреевка, Кряжим ялĕсене йышăнаççĕ. Хĕрлисем нумайăшне тыткăна илеççĕ. Анчах пăлхавçăсем пурте парăнмаççĕ. Вĕсем Ураново тата Урзайбаш ялĕсенче пухăнма пуçлаççĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче хĕрлисем çапăçусăр Акборисово ялне йышăнаççĕ. Çакăн хыççăн пăлхавçăсем саланса пĕтеççĕ. Тыткăнра пулнă хĕрлисене ирĕке яраççĕ.
Мартăн 12-мĕшĕнче Пĕкĕлмере çапăçусенче вилнĕ 87 коммуниста, комсомолецсене тата Хĕрлĕ çар салтакĕсене пытараççĕ. Мĕн чухлĕ пăлхавçă çапăçусенче вилни паллă мар.
Çак пăлхава нумай чăваш ялĕ хутшăнать. Пăлхавçăсен енче сахал мар чăваш çапăçать. Унта Кивĕ Шешкел çыннисем Максим Корнилов, Кузьма Ермишов тата ыттисем те пулнă. Анчах вĕсем кун пирки никама та каламан.
Пăлхав пулса иртсен те продразверстка малаллах тăсăлать. Унчченхи пекех продотрядсем хресченсен юлашки тыррине тиесе каяççĕ. Çуркунне çитет, акма вăрлăх пулмасть. Кăшт ӳстерейнĕ тырра татах кĕркунне продотрядсем пухса каяççĕ. Продразверстка политики шăпах 1921 çулхи выçлăхăн сăлтавĕ. 5 миллион çын выçăпа вилсен çеç 1922 çултан пуçласа продразверстка вырăнне продналог пухма пуçлаççĕ. Анчах та продналога маларах тумалла пулнă. Сăмахран, 1920 çулхи пăлхав хыççăн продналог тунă пулсан, 1921 çулхи выçлăх çавăн пек хаяр пулас çукчĕ. Çĕпĕре те Вăтам Атăл тăрăхĕнчен çавăн чухлĕ чăваш çынни пăрахса кайман пулĕччĕ.
 
: 1228, Хаçат: 33 (919)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: