Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Павел Миронович Миронов дворян чинне патша саманинче илнĕ чăвашсенчен пĕри. Вăл ку тĕлĕшрен И.Я.Яковлевран – хăйĕн учителĕнчен питех кая юлман. Анчах Совет саманинче ăсчахсем унăн пурнăçĕпе кăсăкланман. Çитменнине вăл хальхи Чăваш Республикин çĕрĕнче çуралман – Чĕмпĕр кĕпĕрнинче (хальхи Тутарстан), ĕмĕр тăршшĕпех Оренбург тата Ĕпхӳ кĕпĕрнисенче ĕçлесе пурăннă, 90 çул каярах – 1921 çулти авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ĕпхӳри Сергий масарĕ çинче канлĕх тупнă. Ăсчахăн тĕлĕнмелле пурнăçне 70-90-мĕш çулсенче çеç В.Ахун, Н.Краснов, А.Кондратьев, А.Иванов- Ехвет, Г.Александров, Н.Казаков, А.Симулин ăсчахсем тĕпчеме тытăннă. Паян Раççей патшалăхĕн службинче чыслăн тăнă П.Мироновăн мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсем çинчен Ĕпхӳри унăн ячĕпе хисепленекен вырсарни шкулĕнче тĕплĕн тĕпчесе пĕлме пулать.
Шкула кĕрсенех Пушкăрт- стан Республикин Президенчĕ Р.З.Хамитов кăларнă Указа тата «П.М.Миронов – 150 çул», «Пире çутта кăларакансем» баннерсене асăрхатăн. Указра П.Мироновăн 150 çулне мĕнле хатĕрленсе уявласси пирки сăмах пырать. Шкула пуçласа килсе кĕрекеншĕн Мироновăн пурăнăçĕпе кăсăкланасси çак материалсенчен пуçланать темелле.
Шкул вулавăшĕнче П.Мироновăн «Арифметика», «Примерные уроки объяснительного чтения в начальной школе» кĕнекисене куратăн. Пĕрне 1999 çулта Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çĕнĕрен пичетлесе кăларнă, тепри каярах А.Кондратьев академик тăрăшнипе çутта тухнă. Вулавăшра И.Яковлевăн тата Г.Комиссаровăн асаилĕвĕсене, Н.Казаковăн «Тăван ял – Çĕнĕ Йĕлмел» (Миронов çуралнă ял), А.Кондратьевăн «Сердцу близкие имена» тата «Свет из Симбирска» кĕнекисене илсе вулама пулать. Кунтах хаçатсенче пичетленнĕ статьясем упранаççĕ.
Вырсарни шкулне пуçласа килекенсене музейпа паллашма йыхравлаççĕ. Унта паллă ентешсене халалланă стендсем пур. П.М.Мироновăн стенчĕ çине биографине, унăн тата арăмĕн ӳкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Мироновăн мăшăрĕ – Ольга Васильевна çак стенд çине ăнсăртран лекмен иккен. Вăл Павел Мироновичпа пĕрле хула ачисене вĕрентсе пурăннă, мăшăрĕнчен ырă тĕслĕх илсе «География Уфим- ской губернии», «География Башкирской АССР» вĕрентӳ кĕнекисене çырса çутта кăларнă. Каярахри Ĕпхӳ ăсчахĕсем пурте малалла Ольга Васильевнан кĕнекисем çине таянса ĕçленĕ. Революци хыççăн О.В.Миронова упăшкипе пĕрле Ĕпхӳри чăваш педагогика техникумĕнче ырми-канми вăй хунă.
П.М.Миронов учителе тата инспектора (хальхилле каласан, училище директорне) нумай япала кăсăклантарнă. Çавăнпа унăн еткерĕ çав тери пысăк. Ăна энциклопедист тесен те йăнăш пулмĕ. Хула училищинче тата урам урлă кӳршĕлле вырнаçнă хĕрсен Мариински гимназийĕнче Павел Миронович темиçе предмет илсе пынă. Математика, черчени, космографи, юрă, музыка, физкультура... Ачасене мастер- скойра мĕн те пулин ăсталама вĕрентмелле пулсан, ăна та пултарĕччĕ. Вăл хăйĕн аллипе сĕрме купăс тунă, ăста вылянă, чунне уçса юрăсем шăрантарнă.
Павел Миронович пĕрмаях Чĕмпĕр кĕпĕрнине таврăнма, чăваш халăхĕшĕн тата ентешĕсемшĕн ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Анчах унăн ку ĕмĕчĕ пĕтĕмпех пурнăçланайман. 1907 çулта вĕрентӳ округĕн попечителĕ П.М.Миронова Оренбург кĕпĕрнине ярать. Вăл унта Яковлевпа Ильминский евĕр тăван чĕлхене тĕпе хурса казахсем валли шкулсем йĕркелет, вĕрентӳ ĕçĕн шайне çĕклес тĕлĕшпе ятарлă журнал кăларма тытăнать. Пилĕк çул тăрăшнă хыççăн Павел Миронович тивĕçлĕ канăва тухать, арăмĕпе пĕрле Ĕпхĕве таврăнать. Ольга Васильевна Ĕпхӳре çуралса ӳснĕ пулнă.
П.М.Миронов ĕмĕр тăршшĕпех тăван халăх юррисене пухни çинчен асăнаççĕ ăсчахсем. Тен, вăл пĕрре мар çак юрăсене композитор пек илемлетме хăтланса пăхнă. «В типографии Казанского университета в 1909 и 1911 годах дважды печаталась обработка чувашской хороводно-игровой песни, гармонизация ее была сделана П.Мироновым», – çырать хăйĕн «Музы ищут приют» кĕнекинче А.Иванов-Ехвет. «Замечательна и в высшей степени дальновидна практичность автора, создавшего 3 варианта обработки, 1-й – для большого смешанного хора с постоянным шестиголосием (два дисканта, альт, два тенора, бас) и эпизодическим divisi партии альтов (в последнем аккорде); 2-ой – для трехголосного детского (женского) хора (два дисканта и альт); 3-й – для четырехголосного смешанного хора (дискант, альт, тенор, бас) с divisi альтов в заключительном аккорде, – П.М.Миронов ĕçне сӳтсе явать К.Н.Никитин. – Сам факт обработки песни для трех различных по составу хоров свидетельствует о горячем желании аранжировщика сделать ее доступной для возможно большего числа коллективов, чтобы она звучала как можно чаще».
Ăслăлăх литературинче П.М.Миронова ытларах пултаруллă математик тесе палăртаççĕ. Мĕншĕн тесен 1890-1914 çулсенче Раççей империйĕн Çут ĕç министерстви Павел Миронович хатĕрленĕ 14 вĕрентӳ кĕнекине пăхса тухса çирĕплетнĕ, кашнине темиçе хут çĕнĕрен çутта кăларнă. Сăмахран, вăл çырнă «Приготовительный курс геометрии с приложением собрания метрических задач и разверток тел» учебнике сакăр хут пысăк тиражпа пичетленĕ. Ахальтен мар, паллах. Сăлтавĕ пулнă. П.Мироновăн кĕнекисем пĕлӳ пуянлăхĕпе те, методика тĕлĕшĕнчен те çĕршыври ытти учебниксенчен нумай пахарах пулни пирки çыраççĕ. «Учебники Миронова вполне соответствуют программе городских училищ и в этом отношении стоят выше учебников Малинина и Вулиха. Теоремы излагаются просто и доступно для учеников», – çырнă 1897 çулта пичетленнĕ рецензире.
Статьяра Вулихпа Малинина асăннă. Вĕсем камсем-ши? Александр Малинин (1835-1888) – педагог-математик, Мускаври учительсен институчĕн директорĕ пулнă. Захар Вулих (1844-1897) – геометри учебникĕсен авторĕ, Санкт-Петербургри гимназисенче инспектор (директор) пулса тăрăшнă.
П.М.Мироновăн кĕнекисене Санкт-Петербургра, Мускавра тата кĕпĕрнесен тĕп хулисенче туянма пулнă. Л.П.Кураков академик шучĕпе, çак учебниксен пĕлтерĕшĕ XXI ĕмĕрте те çухалман. «Учебник П.М.Миронова может служить хорошим дополнением к школьным учебникам по математике (начиная с 5-го класса). Эта книга будет способствовать формированию у молодежи экономического мышления, так необходимого в новых условиях хозяйствования и перехода к рыночным отношениям», – çирĕплетет И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн президенчĕ.
Раççей императорĕ çутта кăларакана 5 орденпа наградăлани паллă (сăмах май калас пулсан, революциччен кашни орденпа медаль чăн-чăн ылтăнпа кĕмĕлтен пулнă). 1896 çулта чаплă учителе «Çветтуй Станислав» орденăн 3-мĕш степенĕпе ăшшăн саламланă. 1903-1913 çулсенче император Ĕпхӳ училищин тата Уральск облаçĕнчи халăх училищисен инспекторĕ (директорĕ) пулса ĕçленĕ Павел Миронова «Çветтуй Анна» 3 тата 2-мĕш, «Çветтуй Станислав» 2-мĕш тата «Çветтуй Владимир» орденăн 4-мĕш степеньлĕ хĕресĕпе наградăланă. Пĕрремĕш ылтăн медале Павел Миронов Оренбургри учительсен институтне ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тивĕçнĕ. 1897 çулта чаплă Раççей гражданĕсене, çав шутра П.М.Миронова та, Александр III императора асăнса кăларнă кĕмĕл медальпе наградăланă.
Граждан службин пусми тăрăх Павел Миронов коллежский секретарьтен пуçласа статский советник (рангсем çинчен калакан табель тăрăх, пиллĕкмĕш класлă чин) таран хăпарнă.
Пенсие тухсан та Павел Миронович ĕçсĕр ларман. Вăл çĕр илсе сад ĕрчетнĕ, Чишма тăрăхĕнче пурăнакан пушкăртсене тӳлевсĕр вăрлăх парса çĕр улми ӳстреме хăнăхтарнă, пыл хурчĕсем тытнă, ăслăлăх тĕлĕшĕнчен кĕпĕрнери ӳсен-тăрансене типĕтсе гербари пухнă, Г.Комиссаровпа, И.Тăхтипе, П.Петров-Туринкепе, И.Антипов-Каратаевп а пĕрле Ĕпхӳ кĕпĕрнинчи чăваш халăхĕн пурăнăçне хастаррăн хутшăннă, Ĕпхӳре чăваш педагогика техникумне йĕркеленĕ.
 
: 1056, Хаçат: 33 (919)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: