Çуллахи каникул вăраха тăсăлнă май ачасем вĕренӳ çулĕ пуçланас умĕн тимлĕх çинчен вуçех манаççĕ. Статистика кăтартнă тăрăх, шăпах çак вăхăтра çул-йĕр çинче ачасем хутшăннипе пулнă инкексен шучĕ ӳсет.
Кăçалхи лару-тăру та ытти çулсенчинчен питех уйрăлса тăмасть. Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 11 ача вилнĕ (7-шĕ транспортра ларса пынă, 4-шĕ çул урлă каçнă чух), тепĕр 350-шĕ суранланнă. Çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе августăн 15-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 11-мĕшĕччен Раççейре «Внимание – дети!» акцин иккĕмĕш тапхăрĕ, августăн 20-мĕшĕнчен тытăнса сентябрĕн 20-мĕшĕччен Тутарстанри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕсенче уйăхлăх ирттереççĕ. Çак ыйтусене халалланăччĕ те ТР Министрсен Кабинетĕнчи черетлĕ брифинга.
ТР çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн ертӳçи Рифкат Минниханов илсе кăтартнă тĕслĕх чăнах та шухăша ярать. Республикăри шкул çулне çитнĕ мĕнпур ачана шутланă та вĕсенчен 33-шĕн пурнăçĕ шăпах çул-йĕр çинчи инкекре татăлни палăрнă. Нумай чухне кунта ашшĕ-амăшĕн айăпĕ пысăк. Çул-йĕр правилине хăйсем пăсаççĕ: ачасене ятарлă ларкăчсăр машинăра лартса çӳреççĕ, юраман вырăнтан çуран каçаççĕ... Çулталăк пуçланнăранпа кăна çак сăлтавпа 327 ашшĕ-амăшне штраф тӳлеттернĕ.
«Çуран çӳрекен ачасен проблеми ялан çивĕч», – тесе пĕлтерчĕ Рифкат Минниханов. ТР ШĔМĕн çул çӳрев патшалăх инспекцийĕ кашни çул çак вăхăтра ачасене çул-йĕр çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе çирĕп тимлĕх уйăрать: «Стань заметней», «Самый культурный пешеход», «Вежливый водитель», «Безопасная зебра», «Дорога в школу» профилактика акцийĕсене ирттерет. Вĕсемпе килĕшӳллĕн, шкул патне пыракан çулсем çинчи паллăсемпе светофорсене, шкулсен транспорчĕсен юсавлăхне, ачасене турттармалли йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ тата ытти те. Хальхинче те акă республикăн тĕп автоинспекторĕ шкул патне пыракан çул çинче çитменлĕхсене асăрхасан пĕлтерме хушрĕ.
Кăçал çĕнĕлĕх те пур, республикăри пĕрремĕш класа каякан 35 пин ачана çутатакан ятарлă сулăпа (браслетпа) тивĕçтереççĕ. Тĕттĕмре водитель çул урлă каçакана 25-30 метртан кăна курать пулсан, ятарлă сулăпа вара 100 метртанах асăрхама пултарать. Паллах, ку ачасен пурнăçне сыхласа хăварма пулăшать.
ТР вĕрентӳпе наука министрĕ А.Гильмутдинов пĕлтернĕ тăрăх, шкулсенче те ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине çирĕп тимлĕх пулĕ. Республикăри кашни шкулта пушара хирĕç автосигнализаци лартаççĕ. Енчен те вĕрентӳ учрежденисенче инкек пулсан куншăн учрежденин ертӳçи явап тытать, ăна самантрах ĕçрен кăлараççĕ.
ТР МЧСĕ шкулсенче уйăхлăх иртнĕ вăхăтра ачасене çул-йĕр тата транспорт çинче мĕнле çӳремеллине, ку е вăл хăрушлăхра мĕн тумаллине аса илтерĕ.