Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри халăхсен хушшинчи хутшăнусене шайлаштарас ыйтусемпе ĕçлекен ĕç ушкăнĕн ларăвĕ иртнĕ эрнекун ТР Министрсен Кабинетĕнче иртрĕ. Ăна ТР вице-премьерĕ Зиля Валеева ертсе пычĕ. Республика конституцийĕнчи 57 статьян 5-мĕш пунктĕнчи тĕп принципсене пăхăнса Тутарстанра май-июль уйăхĕсенче тутарсен «Сабантуй», вырăссен «Каравон», чăвашсен «Уяв», «Учӳк», удмуртсен «Гырдон быдтон», марисен «Семык», мордвасен «Балтай», крешĕнсен «Питрау», славянсен «Ивана Купалы» иртеççĕ. «Сабантуйпа» «Каравон» республика пĕлтерĕшĕллĕ официаллă уяв кунĕсем пулса тăраççĕ. Ытти уявсем те республика пĕлтерĕшĕллĕ, анчах вĕсене финансласси муниципаллă бюджетсенчен тухать тата ТР Правительстви уйăракан ятарлă грантсем пулăшнипе. 2007-2010 çулсенче республикăра халăхсен уявĕсене ирттерме 8 миллион та 774 пин тенкĕлĕх грант уйăрнă.
Çакнашкал уявсене çулсерен ытларах пултарулăх ушкăнĕ хутшăнать, ал-ĕç ăстисем, халăх апат-çимĕçне хатĕрлекенсем нумайланса пыраççĕ. Çав вăхăтрах хăш чухне уявсем пĕр трафаретпа тунă пек иртеççĕ. Яланхи пек икĕ пайран тăрать уяв: официалли – прологпа, тепри – ахаль уяв. Ку чухне йăласем иккĕмĕш плана куçаççĕ, вĕсем театрализациленĕ шоу-программăна вырăн парса хыçала куçса тăраççĕ. Вырăнти халăха тата уявсен хăнисене пăхса тăракансен ролĕ юлать. Ку вара йăласенчи халăх пуçламăшне, уявăн пĕрлештерекен факторĕсене çухатасси патне илсе çитерме пултарать.
Наука çыннисем культура еткерлĕхне çителĕксĕр тĕпчени те сисĕнет. Халăх пултарулăхĕпе тата фольклорпа ĕçлекен специалистсем уявсене хатĕрлесе ирттерессинче сахал пулăшу кĕртеççĕ.
Ĕç ушкăнĕ уявсене ирттернине, вĕсене хыпар хатĕрĕсенче еплерех çутатнине пур енлĕн пăхса тухрĕ, çитменлĕхсене тишкерчĕ. Халăхсем пĕр-пĕрринпе килĕштерсе пурăнччăр тесе малашне те уявсем ирттерме условисем туса памаллине палăртрĕ.
 
: 1037, Хаçат: 33 (919)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: