Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЧĂВАШ ЕН çыннисен çветтуй Матронăн çĕрмен пайне сентябрĕн 3-мĕшĕчченех пуç çапма май пур. Ăна тата Николай çветтуйăн çĕрмен ӳтне Шупашкарти çветтуй Татиана чиркĕвне августăн 18-мĕшĕнче илсе килнĕ.
Çветтуй Матронăн çĕрмен ӳтне Шупашкара çуркунне те кӳнĕ, ун чух икĕ эрнене яхăн тăнă вăл. Çав вăхăтра ăна пуç çапма килнисен шучĕ кунран-кун нумайланса кăна пынă.
* * *
«Шупашкар 542 çул тултарнине уявлама хула бюджетĕнчен пĕр пус та укçа уйăрман, çав кун иртекен мĕнпур мероприяти тӳлевсĕр, вĕсене «хула тусĕсен» шучĕпе йĕркелеççĕ», – тесе пĕлтернĕ Л.Черкесов мэр «REGNUM» ИА корреспондентне. «Эпир вĕсене спонсорсем мар, хулан юлташĕсем тетпĕр. Мĕншĕн тесен çак çынсене хула шăпи хумхантарать», – тенĕ вăл. Шупашкара пулăшакан çакăн пек çынсен клубне çитес вăхăтра йĕркелесси пирки те каланă.
Хула кунне халалланă спорт мероприятийĕсенчен чи пĕлтерĕшли вăл – августăн 20-мĕшĕнче каçхине 17 сехетре «Олимпийский» стадионра «Рубин» (Хусан) футбол клубĕн ветеранĕсемпе Чăваш Ен ветеранĕсен командисен юлташла матчĕ. Раççей футболĕн çăлтăрĕсем Шупашкара килни хăй кăна мĕне тăрать. Сăмах май, хусансен командин капитанĕ С.Харламов, шупашкарсен – ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хăй пулать теççĕ. Шупашкарсен командинче спортсменсем кăна мар, хальхи политиксем те пулаççĕ. Футбол матчне куракансене тӳлевсĕр кĕртеççĕ. Тăхтавра парнесем вылянтараççĕ, чи пултаруллă спортсмен-болельщик а Хусан футболисчĕсен автографĕллĕ мечĕк парĕç. Юлташла çак матч Шупашкарта футбол спорчĕн аталанăвĕн пуçламăшĕ пулĕ тесе шанаççĕ, кунта хулари футбол клубне йĕркелес шухăш та пур.
УЛЬЯНОВСК ОБЛАÇĔ «Халăх бюджечĕ» проектпа килĕшӳллĕн «Таса шыв» про- екта пурнăçа кĕртмелли мелсене пăхса тухнă тесе пĕлтерет «REGNUM- Волга Информ» ИА. Регионти пурăнмалли вырăнсенчи шывпа тивĕçтермелли сетьсен строительствине, тĕпрен юсассине «Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» федераллă тĕллевлĕ программăпа тата Ульяновск облаçĕ çирĕплетнĕ «2011-2015 çулсенче Таса шыв» программипе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Кун валли 2011 çулта 78 миллион тенкĕ ытла укçа куçарнă, вĕсенчен 20 миллионĕ федераллă бюджетран, ытти вырăнти бюджетран.
ÇКХпа энергетика министрĕ А.Букин пĕлтернĕ тăрăх, ку проблемăна пусăсенчи шыва нумайлатса та татса параççĕ. Çак тĕллевпе регионта шыв скважинисене тасатас ĕç пырать. 2010 çулта 72 скважинăна тасатнă пулсан кăçалхи планра – 314.
САМАРĂРИ «Авиакор-авиаци завочĕ» УАО РФ Промышленноçпа суту-илӳ министерствине кивĕ самолетсене утилизацилемелли программа хатĕрлеме сĕнӳ пачĕ», – тесе пĕлтернĕ заводăн генеральнăй директорĕ Алексей Гусев МАКС-2011 авиасалонта журналистсемпе тĕл пулсан. Вĕсен шучĕпе, ку кивĕ автомобильсене утилизацилемелли программа пекех пулмалла. Ун чух кивĕ самолетсене çĕннипе улăштарасси те ансатланать.
 
: 1034, Хаçат: 33 (919), Категори: Кӳршĕсенче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: