Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ХУСАНТА çак кунсенче Атăлçи федераллă округĕнчи студентсен отрячĕсен слечĕ иртнĕ. Регионсенчи штабсен ертӳçисем студентсен отрячĕсен ĕçне Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче мĕнле йĕркеленин ĕçне пĕтĕмлетнĕ, Тутарстанра студентсен отрячĕсем 2013 çулхи Универсиадăна хатĕрленнĕ çĕре мĕнле хутшăннине (стадион строительствинче 7 регионти студотрядсем ĕçлеççĕ), Чăваш Енри студентсен педагогика отрячĕсен экспериментлă площадки пирки калаçнă. Атăлçи федераллă округĕнче студентсен отрячĕсен штабĕсен 2012-2014 çулсенчи аталанăвĕн программине сӳтсе явнă хыççăн Универсиадăн тĕп объектĕнче – 45 пин çын вырнаçмалли стадионра – пулса курнă. Сăмах май, унăн строительствине хутшăнакан студ- отрядсенчен чи лайăххи тесе Чăваш Енри «Проспект 15» строительство отрядне палăртнă.
* * *
«Булгария» теплоход путнăранпа ĕнер 40 кун çитрĕ. Унта вилнĕ çынсене асăнса Хусанти юхан шыв вокзалĕнче акци иртрĕ. Путса вилнĕ çынсен ячĕсене çырнă хура хăюсем çыхса тӳпене 122 шар вĕçтерчĕç, шарсенчен 5-шĕ ылтăн тĕслĕ, вĕсем çак трагедире вилнĕ йывăрлă 5 хĕрарăма пĕлтерчĕç. Хусанти мĕнпур храмра асăнса кĕлĕ вуларĕç.
АНАТ КАМĂРИ политехника колледжĕпе 29№ шкул ыр кăмăллăх акцийĕ ирттернĕ. Вĕсем кирлĕ мар, кивĕ хаçат-журналсене макулатурăна панă, пухăннă укçапа, больницăра пăрахса хăварнă ачасем валли памперссем туяннă. Акци йĕркелекенсем вĕсен çумне хула çыннисем те хутшăнасса шанаççĕ, мĕншĕн тесен усăсăр выртакан хаçат-журнал кашни килтех пур.
ЗАИНСКРА сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен слетне йĕркеленĕ. Багряж кӳлĕ хĕрринче иртнĕскере Тутарстанри, кӳршĕллĕ регионсенчи хуласенчен 200 çын хутшăннă. Çак вырăнта палатка лагерĕ виççĕмĕш хут йĕркеленнĕ ĕнтĕ, пĕр шухăшлă çынсен уçă сывлăшра сӳтсе явмалли ыйтусем те çителĕклĕ пулнă. Çак тĕллевпе семинарсем, кунсăр пуçне спорт мероприятийĕсем, мастер-классем йĕркеленĕ.
* * *
Районта браконьерла ĕçсем нумайланни палăрать. Сăтăрçăсем мототранспортсемпе çĕрле хир сыснисене тытма тухаççĕ-мĕн, анчах кашнинчех ăнăçлă мар. Аманнă тискер чĕрчунсем вăрмансенче пытанса юлаççĕ, çынна курсан урса каяççĕ. Ку тăрăхра çаплах кашкăрсем те йышланнă, çынсене сыхăрах пулма асăрхаттараççĕ.
ТУТАРСТАНРА çулталăк пуçланнăранпа 2078 пушар тухнă, 174 çын çунса вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан, 7 процент сахалрах. «Хĕрлĕ автан» кӳнĕ тăкак сахал мар, 28 миллион тенкĕ. Пушарсен сăлтавĕсем яланхи пекех: вут-кăварпа асăрханусăр пулни, электрооборудовани, электроприборсемпе, кăмакасемпе усă курмалли йĕркесене пăхăнманни, ачасем вутпа выляни.
Ачасем тенĕрен, пĕлтĕр çак вăхăтра пурĕ те 3 ача кăна пушарта вилнĕ пулсан, кăçал 9 таранах.
 
: 1126, Хаçат: 33 (919), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: