Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи июль уйăхĕнче строительство материалĕсен хакĕсем питĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳссе кайнă.
Сăмахран, цемент хакĕ пĕр уйăхра кăна – 7 процента, çуллă сăрсем, хамăр çĕршывра туса кăларнă эмальсем, хăмасем, хĕрлĕ кирпĕч тата рубероид 1,2-1,6 процента çити ӳснĕ.
Çаплах пусма хакĕ те самаях хăпарнă. Марльăпа бинт та хакланнă. Хамăр çĕршыв сигаречĕсене те хаклăрах парса илме тивет. Вĕсен хакĕ июль уйăхĕнче кăна 2 процент таранччен ӳссе кайнă. Тата кăмака хутмашкăн кăмрăк та 2 процента çитиччен ӳснĕ.
Кил-çурт хуçалăхĕнче усă курмалли япаласем те хакланнă, кĕпе çумалли порошоксен, кĕреçесен хакĕсене 2 процента ӳстернĕ.
Вĕренӳ вăхăчĕ çывхарса килнине кура шкул япалисем туянма та укçа нумайрах кăларса хума тивет. Кĕнекесен, вĕренӳ пособийĕсен, сумкăсен, рюкзаксен хакĕсем ӳснĕ.
Тĕрĕссипе каласан, ачасем валли япаласем туянма капла та йӳнĕ марччĕ, халĕ вара тата та хаклатса янă. Тин çеç çуралнă пепкесен япалисем тата ача садне каяканнисем валли те самаях укçа тăкаклама тӳр килет. Вырăн-минтер япалисем çинчен калас пулсан та, халиччен вĕсен хакĕсем хăратсах ямастчĕç-ха, туянма пулатчĕ. Халĕ вара куçа курăнмалла, енчĕк палăрмалла пушанать.
Ӳснĕ те ӳснĕ, теççĕ, пĕрре те чакни çинчен çырмаççĕ тейĕç вулакансем. Лăпланмалли хыпар та пур, 1 процент! таранччен чакнă хаксем те пур паянхи кун. Сăмахран, хĕрарăмсем тăхăнмалли çӳхе курткăсем, тин çеç татнă пахчара ӳсекен чечексем, ртутьпа ĕçлекен медицина термометрĕсем, юн пусăмĕ виçмелли электронлă аппаратсем, тĕпне лармалла мар япалапа витнĕ çатмасем, фотоаппаратсем, телефонсем, компьютерсем, хăш-пĕр электричество тата телерадиотаварсем илмешкĕн çуркуннехи хаксемпе танлаштарсан йӳнĕрех.
Сăмах май каласан, Тутарстан Республикинче ытти регионсемпе танлаштарсан пурăнмалăх минимум чи сахалли. Сăмахран, Чăваш Енре вăл – 5604 тенкĕ, Ульяновскра – 5746 тенкĕ, Пушкăртстанра – 5500 тенкĕ шутланать. Пирĕн вара 4733 тенкĕ çеç. Мускав пирки калас пулсан, вĕсен пурăнмалли минимум – 9500 тенкĕ!
 
: 1108, Хаçат: 33 (919), Категори: Экономика

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: