Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

СИКТĔРМЕСЕМ ПĔРРЕМĔШ
Элкел районĕнчи «Хузангаево» агрофирма вырмана малтанах пысăк хăвăртлăхпа пуçланăскер, тĕш-тырра пухса кĕртес ĕçе республикăра чи малтан вĕçлерĕ. Алексеевски, Атня, Саба, Ешĕлвар, Балтаси районĕсенче те кĕçех тĕш-тырра çапса пĕтерĕç.
СЫХЛАНАКАНА ТУРĂ СЫХЛАТЬ
Ученăйсен прогнозĕ тăрăх, 2012 çулхи çулла та 2010 çулхинчи пек типĕ çанталăк тăмалла-мĕн. Çавăнпа пĕлтĕрхи лару-тăрăва кĕрсе ӳкес мар тесе республика выльăх апатне кăçал ытлашшипех хатĕрлеме тĕллев лартнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсем 1,7 миллион тонна апат единици чухлĕ хатĕрленĕ, ку вăл пĕр ĕне пуçне 27,6 тонна. Çапах та ТР ял хуçалăхĕпе апат-çимĕç министрĕ хуçалăхсене кунпа лăпланса лармалла марри çинчен астутарнă, çитес вăхăтрах кукуруз хирĕсене пăхса тухма тата улăма тирпейлĕн пуçтарса хума хушнă.
ЮБИЛЕЙ ТĔЛНЕ ÇĔНĔ ПРОДУКЦИ
Тутарстанăн çăкăр пĕçерекен отраслĕ кăçал хăйĕн 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çак паллă кун тĕлне республикăри лавккасенче «Юбилейная» батон сутма тытăнĕç. Çĕнĕ продукцие октябрь уйăхĕнче кăларма пуçлаççĕ. Вăл ытти батонсенчен уйрăлса тăрĕ, пĕрремĕшĕнчен, формипе. Яланхи пек тăрăхла мар, çаврака пулĕ, 400 грамм вырăнне 700 грамм тайĕ.
НУРЛАТРА КАРАНТИН
Нурлат районĕнче сиенлĕ çум курăк – амбрози – ĕрчени пирки ертӳçĕсене пĕрре мар асăрхаттарнă, анчах тивĕçлĕ тимлĕх уйăрман. А.Гайнуллин ячĕллĕ хуçалăхра çак сăлтавпах курăк 90 гектар лаптăка сарăлнă. Çавăнпа та хуçалăха фитосанитари карантинне хупнă. Çак вăхăтра хуçалăх ертӳçи хăрушă çум курăка хирĕç кĕрешмелли мероприятисем йĕркелемелле: наркăмăш сапмалла, сухаласа пăрахмалла. Карантин вăхăтĕнче туса илнĕ мĕнпур продукцие тĕрĕслемелле. Тырра ятарлă документсăр сутма юрамасть. Транспорта та сăнамалла, курăк вăрри кустăрма çине çыпăçса ытти çĕре сарăлма пултарать.
Вырăнти ял хутлăхĕн ертӳçин ку ĕçе ял халăхне те явăçтармалла, мĕншĕн тесен сиенлĕ çум курăк вĕсен пахчисем патнех çывхарать.
ПĔЛТЕРӲСЕН ЭЛЕКТРОНЛĂ «ХĂМИ»
Республикăри фермерпа хресчен хуçалăхĕсем, предпринимательсем, хăйсен хуçалăхĕпе пурăнакансем ыйтнипе Тутарстанра пĕлтерӳсен электронлă площадкине йĕркеленĕ. Унта хăйсем туса илнĕ продукцие посредниксемсĕр сутас, туянас, ял хуçалăхĕнче ĕç сĕнессипе çыхăннă пĕлтерӳсене вĕсем тӳлевсĕр тата хăйсем тĕллĕн вырнаçтарма пултараççĕ. Электронлă пĕлтерӳсен вырăнне республикăн агропромышленность комплексĕн информаципе консультаци службипе фермерпа хресчен хуçалăхĕсен ассоциацийĕ хатĕрленĕ. Сайтăн адресĕ: www.farmerstore.ru
ФЕРМЕРСЕН ПАСАРĔ
Тутарстан фермерĕсем сентябрĕн 2-мĕшĕнче Хусанти Горьковское шоссе урамĕнче пасар уçаççĕ. Уйрăм хуçалăх тытакансем, фермерсем хăйсем туса илнĕ ял хуçалăх продукцине: пахча çимĕçе, аш-какая, сĕт-çăва ытти пасарсенчен 25 процент йӳнĕрех сутĕç. Пасар 1,5 гектар лаптăк йышăнĕ.
КОМБАЙНЕРСЕНЕ ПРЕМИ ХИРТЕХ ПАРАÇÇĔ
Вырмана хутшăнакан çĕр ĕçченĕсене лайăх ĕçленĕшĕн укçан преми парса хавхалантарма йышăнни тăрăшса ĕçлеме хистет. Çак системăна вырма пуçланичченех йĕркеленĕ районсенче ĕç чăнах та кал-кал пырать. Унта чи тăрăшуллă комбайнерсене хăш-пĕр хуçалăхсенче премие хиртех параççĕ.
 
: 1010, Хаçат: 33 (919), Категори: Ял хуçалăхĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: