Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Шеньженьри (Китай) Универсиадăра чăваш студенчĕсем те палăраççĕ. Палăраççĕ кăна мар, малти вырăнсене йышăнма тивĕç пулаççĕ. Çапла, маунтинбайкри (ту велосипечĕпе ăмăртасси) кроссра Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Ксения Кириллова пуринчен малтан финиша çитнĕ. «Весь спорт» информаци агентствине панă интервьюра вăл хăйĕн çĕнтерĕвĕ çинчен каласа панă.
«Хампа ăмăртакансене эпĕ унччен курман, çавăнпа малтанхи вăхăтра питĕ хумхантăм, анчах паян хамăн çĕнтермеллине питĕ хăвăрт туйса илтĕм. Трассăра сăртсем нумайччĕ. Эпĕ вĕсене йĕлтĕр ăмăртăвĕпе аппаланнă чухнеренпех кăмăллатăп. Шăпах сăртсене хăпарнă чухне эпĕ ăмăртакансене хыçала хăварма пултартăм та. Çакă мана çĕнтерме пулăшрĕ те.
Ку ăмăрту умĕн пĕр кун маларах тренер (РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Владимир Краснов) ыйтнипе эпĕ хамшăн çĕнĕ дисциплинăра – ВМХ велокросĕнче хутшăнтăм. Медаль илме задача çукчĕ, çапах çакă мана ăмăрту ритмне туйма пулăшрĕ. Çав ăмăртура пирĕн хĕр ачасем икĕ медаль çĕнсе илчĕç, çавăнпа та паян та планкăна ӳкерме юрамастчĕ, çĕнтермеллеччĕ. Çитменнине август вĕçĕнче Швейцарире 23 тултарман çамрăксем хушшинче Тĕнче чемпионачĕ иртмелле. Универсиадăра çĕнсе илнĕ «ылтăн» мана çĕнтерӳ хумĕпе хăваласса шанатăп».
Ксения Кириллова Чăваш Енри Канаш хулинче çуралнă. Спортри пĕрремĕш утăмĕсене вăл вырăнти ачасен спорт шкулĕнче, йĕлтĕрпе чупассипе тренер-вĕрентекен Людмила Сухорева ертсе пынипе тунă. Велоспортра 2008 çултанпа.
Ксенийăн çĕнтерĕвне Раççей Президенчĕ те асăрхамасăр хăварман.
«Хисеплĕ Ксения Николаевна!
Пĕтĕм тĕнчери çуллахи XXVI Универсиадăна ăнăçлă хутшăннипе саламлатăп.
Эсир дистанцире шав малта пытăр, хăвăрпа пĕрле ăмăртакансене шанăç хăвармасăр велогонкăна пĕрремĕш вĕçлерĕр. Эсир çĕнсе илнĕ ылтăн медаль спорт ăсталăхĕшĕн тата çĕнтерӳ патне ăнтăлнишĕн тивĕçлĕ хак пулса тăчĕ.
Çирĕп сывлăх тата çĕнĕ çитĕнӳсем сунатăп», – тесе çырнă Дмитрий Медведев правительство телеграмминче.
 
: 1258, Хаçат: 33 (919)

Комментарисем:

Кириллова (2011-08-19 20:58:00):
Кирилловсем вĕсем яланах малта!!! Саламлатпăр!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: