Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Бразилире чухне ТР Президенчĕ чылай ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Вĕсем ытларах экономикăпа çыхăннă. Çапла Рустам Минниханов хутшăннипе Рио-де-Жанейрора «КАМАЗ» УАО тата «Маркополо» компани хушшинче килĕшӳ çирĕплетнĕ. Енсем Раççейре пĕрлехи предприяти уçас тĕлĕшпе техника тата экономика никĕсне тĕпчеме калаçса килĕшнĕ. Пĕрлехи предприятин тĕп тĕллевĕ – Раççейре КАМАЗ шассийĕн никĕсĕнче «Маркополо» автобусĕсене туса кăларса сутасси пулмалла.
Ильдар Халиков Мускавра иртекен МАКС-2011 авиасалона хутшăннă. Вăл Хусанта туса кăларакан самолетсемпе вертолетсен стенчĕсене пăхса тухнă. ТУ-214ОН самолетăн ятарлă версине Горбунов ячĕллĕ КАПОра кăлараççĕ. Ăна халăхсен хушшинчи «Уçă тӳпе» проекта пурнăçласа тунă. Проект тăрăх, мирлĕ лару-тăрăва тимлес тĕллевпе, çак самолет кӳршĕллĕ çĕршывсем çийĕн çар объекчĕсен вырнаçăвне тĕрĕслесе инспекци вĕçевĕсем туса иртме пултарать. Çывăх вăхăтра çак вĕçев хатĕрĕ тӳпере ТУ-154 тата АН-30 самолетсене улăштарĕ.
Кăçал Хусан шкулĕсенчи пĕрремĕш классене 10883 ача каймалла. Юлашки çулсенче «Шкула хатĕрленме пулăш» акцие ирттересси Тутарстанăн тĕп хулинче йăлана кĕчĕ. Кăçал сахал тупăшлă тата нумай ачаллă, ашшĕ-амăшĕ инвалид пулнă çемьесенчи 1454 ача хулари районсен администрацийĕсем йĕркеленĕ уявсенче портфельсем илĕç.
Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев хăй çак должноçа ларнăранпа çулталăк çитнине халалласа пресс-конференци ирттернĕ. Вăл тĕрлĕ хыпар хатĕрĕн ыйтăвĕ çине хуравланă, çав шутра «Сувар» хаçат журналисчĕсенне те. Тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
 
: 1051, Хаçат: 33 (919), Категори: Хыпарсен ярăмĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: