Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çĕпрел районĕнчи Кĕçĕн Упи ялĕнче çуралса ӳснĕ ентешĕмĕр Валентина Тарават литературăра çĕнĕ ят мар, вăл 20 уйрăм кĕнекен («Тавçăруллă Марине», «Чун тараси», «Ĕçчен мăнук» тата ытти те), çыравçăсен хайлавĕсен 38 пуххинчи сăвă-калавсен, 60 ытла юррăн («Эп – чăваш», «Яковлев мăнукĕсем эпир» тата ытти те) авторĕ. Чăвашла кĕнеке нумай кăларнă пулин те ентешĕмĕр литературăра малтан вырăс çыравçи пек палăрнă.
«Амур, каярах Ульяновск облаçĕсенче вырăссем хушшинче пурăннипе хайлавăмсене те вырăсла çыраттăм, хаçат-журналсенче пичетленеттĕм», – тет вăл кун пирки. Чăваш литературинче çĕнĕ çăлтăр чылай маларах çуралассине халăхăн менталитечĕ чăрмантарнă иккен. Валентина Николаевна 6-мĕш класрах сăвă çырма пуçланă, пĕрне, «Вулав çурчĕ» ятлăскерне, ун чухнех район хаçатне те ярса панă. Редакци сăввине пичетленĕ-ха, анчах вĕçне пĕр кашăк тикĕт хушма манман. «Сăввине ху çырнă пек туйăнмасть», – тенĕ-мĕн унта. Çапла пултарулăхне вырăнти журналистсем шанманни пĕчĕк Валентинăна çав тери хурлантарнă çеç мар, чăвашла çырас кăмăлне те пĕтернĕ.
«Паллах, хам чĕлхепе çырма чуна çывăхрах», – тет халĕ Валентина Николаевна. Анчах чăвашла вăл 1989 çулта (çемьере таргеди пулнă хыççăн) тин çĕнĕрен çырма пуçланă, чунри хуйха сăвă-калав шăрçаласа пусарма тăрăшнă. Кĕçех унăн хайлавĕсене чăваш литератури тĕнчи те тивĕçлипе хакланă. Халĕ чăвашсем хушшинче Валентина Таравата пĕлмен çын çук.
Чăн та, ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕ нумай енлĕ: çыравçă, поэт, композитор, куçаруçă, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинăри Технологи техникумĕн вĕрентекенĕ, кунти «Русская песня», «Шанчăк», «Шăпчăк» ансамбльсен илемлĕх ертӳçи. Хисеплĕ ячĕсем те нумай: РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР Композиторсен ассоциацийĕн, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн, Ульяновск облаçĕн хисеплĕ гражданинĕ, облаçри «Эткер» чăваш фончĕн И.Я.Яковлев ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ. Хастар чăваш акă ĕнтĕ 10 çул ытла Чăнлă райо- нĕнчи Чăваш наципе культура автономийĕн председателĕнче тăрăшать. Ентешĕмĕре «Раççейĕн чи лайăх çыннисем» энциклопедие те кĕртнĕ.
Валентина Николаевна питĕ сăпайлă çын, хăй çинчен питех калаçма юратмасть. Юрă, сăвă-калава заказпа çырасси те йăлара мар унăн. Кăмăл-туйăм хушнипе çеç çуралаççĕ шедеврĕсем. Ĕçе чунтан юратса, тĕплĕн пурнăçлама хăнăхни кĕнеке хыççăн кĕнеке тухнинчен те, тĕрлĕ шайри конкурссемпе фестивальсенче «Русская песня» ансамблĕ – 18, «Шанчăк» – 17 хутчен пĕрремĕш вырăна тухни, «Шăпчăк» Гран-прие тивĕçни, «Шанчăк» кăçал Шупашкарта иртнĕ «Родники России» фестивальтен икĕ хутчен лауреат пулса таврăнни те çирĕплетет. «Кĕмĕл сасă» юрă фестивалĕнче А.Чулкова вĕренекенĕ Гран-прие çĕнсе илни те унăн мăнаçлăхĕ.
Паллă ентешĕмĕр август уйăхĕн 19-мĕшĕнче 65 çул тултарать. Çак паллă кун тĕлне кĕнеке кăларман çыравçă çук-тăр тĕнчере, Валентина Николаевна вара икĕ кĕнеке таранах кăларчĕ, нумай пулмасть кăна-ха Ульяновск хулинче ачасем валли вырăсла «Заботы», Шупашкарта «Ытарайми çĕршыв» кĕнекисем кун çути курчĕç.
Творчество анинче çакăн пек тухăçлă ĕçлемешкĕн ăна çемйи – мăшăрĕпе ывăлĕ хавхалантараççĕ. Вĕсем унăн тĕревĕ, шанăçĕ. Мăшăрĕ Роберт Дмитриевич Валентина Николаевнăн пресс-секретарĕ тесен те юрать. Çапла пĕр-пĕринпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Хисеплĕ ентешĕмĕре эпир хамăрăн вулакансен ятĕнчен юбилей ячĕпе чĕререн саламласа творчествăра ăнăçу хыççăн ăнăçу тума çирĕп сывлăх, çемьере телей сунатпăр.
 
: 1279, Хаçат: 32 (918), Категори: Нарспи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: