Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (16.12.2019 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -6 - -8 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Муниципаллă йĕркеленӳсенчи хула тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсене малашне преми тӳлемеççĕ. Мĕншĕн тесен ТР Министрсен Кабинетне ТР Правительствин резерв фондĕнчен 58,3 миллион тенкĕ укçана çак тĕллевпе усă курма Раççей Аслă сучĕ чарнă. Федераллă законодательствăпа килĕшӳллĕн, суйласа лартнă çак должноçри çынсене вырăнти бюджетран тӳлемелле-мĕн.
АНАТ КАМА хули йĕркеленнĕренпе кăçал 45 çул çитет. Юбилее августăн 30-мĕшĕнче анлăн паллă тума планлаççĕ. Уяв ирхине хулари предприятисемпе учрежденисен ĕçченĕсем Строительсен проспекчĕ тăрăх утнипе пуçланать. Унтан Кама çĕрĕ çине килнĕ пĕрремĕш комсомолецсем лартнă çурта тĕпрен юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçĕç. Лемаев скверĕнче спорт мероприятийĕсем, вăйăсем, концертсем иртĕç. Ун хыççăн тĕп концерт Майдана куçать, кунта Раççей çăлтăрĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.
КУКМОР районĕнче хальхи вăхăтра 30 усрав çемье пурăнать, унта 49 ача хӳтлĕх тупнă. Юлашки 7 уйăхра кăна районта 10 ача пăхса усраканĕсĕр юлнă. Вĕсенчен 5-шĕн опекунĕсене çирĕплетнĕ, пĕрне амăшне каялла тавăрса панă, 3-шне Хусанти ача çуртне ăсатнă, çул çитнĕ тепĕр ачана Самарти çыхăну çулĕсен патшалăх университетне вĕренме кĕртнĕ.
ЭЛМЕТРИ ĕçпе тивĕçтерекен центр çул çитмен миçе ачана вĕренӳрен пушă вăхăтра ĕç вырăнĕпе тивĕçтернине пĕтĕмлетнĕ. 2011 çул пуçланнăранпа 1427 ача тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Çурма тăлăхсене, нумай ачаллă çемьесенчи тата йĕркене пăснипе полицире учетра тăракан çул çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтересси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă. Пĕр уйăх ачасем çӳп-çап тасатнă, шкулсемпе çул çитменнисен клубĕсене юсама, йывăçсем тата чечексем лартма пулăшнă, пахча çимĕçсене çумран тасатнă. Вĕсене ĕçпе хулари ЖЭУ, «Чулпан» фермер хуçалăхĕ, «Кичучат» совхоз, Элметри пăрăх, «Радиоприбор» заводсем тата ыттисем пулăшнă. Ĕçленĕ кашни шкул ачине вырăнти ĕçпе тивĕçтерекен центр 850-шар тенкĕ тӳленĕ.
ÇЫРЧАЛЛИ хулин мэрĕ В.Шайхразиев пуçарнипе августăн 10 -мĕшĕнче Энтузиастсен бульварĕнче 6 уйăхри ачасенчен пуçласа 2 çулти пепкесен хушшинче «Чăлхаллă йĕм чупăвĕ» иртнĕ. Хаваслă меро- приятин тĕп тĕллевĕ – çамрăк çемьесен сумне ӳстересси, спорт вăййине хутшăнтарасси. Чи пĕчĕккисем (çулталăка çитичченхисем) 5-10 метр дистанцие хырăмпа шуса, 1–2 çултисем 10 метр чупса тухмалла пулнă. 2 çултан аслăрах ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем валли «Хаваслă старт» эстафета йĕркеленĕ.
Спорт мероприятийĕсĕр пуçне Çырчаллин пĕчĕк халăхĕпе вăйăсем, ӳкерчĕксен конкурсĕсем тата ытти хаваслă меро- приятисем ирттернĕ.
ПĂВА районĕнчи ялсенчен пĕринчи хĕрарăм çулталăкри пепкине хĕл кунĕнче урамра пăрахса хăварнă. Прокуратура пĕлтернĕ тăрăх, ача сивĕре 3 сехет выртнă. Юрать-ха, иртен-çӳрен асăрханипе васкавлă пулăшу чĕнсе ĕлкĕрнĕ, ача вилмен. Халĕ çак анне енĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. РФ Уголовнăй кодексĕн 125-мĕш статйипе килĕшӳллĕн ăна 1 çулталăкчен ирĕкрен хăтармалла.
 
: 1014, Хаçат: 32 (918), Категори: Республикăра

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: