Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пăрчăкансем сăнран пăхма питĕ илемлĕ, кĕрнек кайăксем. Хусканăвĕсем те вĕсен çăмăл, çыпăçуллă: пусмассерен пуçне тайса утаççĕ. Вĕçсе пынă чух ларас тесен, вĕсем çĕре анса ларас умĕн тин хӳрине сараççĕ. Сассине пăхас пулсан илемлĕ янăрать темеллиех çук: çимĕç пухнă чухне те, вĕçнĕ чухне те вĕсем хăйне евĕр хытах мар сасă кăлараççĕ. Пăрчăканăн юрри ансат янăрать, çапах вăл итлеме кăмăлсăр теейместĕп. Апачĕ вĕсен ытти вĕтĕ кайăксенни пекех пулĕ – шăна-хурт тавраш тата шыв çинчи кăпшанкă.
Пăрчăкансем пирĕн тăрăха апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ. 2010 çулта апрелĕн 3-мĕшĕнче куртăм вĕсене, 2011 çулта – 4-мĕшĕнче. Ку вăхăтра вăрăмтунасем çук, ытти кăпшанкă та курăнмасть, çавăнпа та вĕсем шыв тухнă çырмасем хĕрринче тăранса пурăнаççĕ. Йăвине те юхан шыва çывăхрах тăваççĕ. Пăрчăкансене çырма санитарĕсем тесен те йăнăшмăпăр. Ача чухне эпир Энĕш айлăмĕсенче кĕтӳ кĕтеттĕмĕр. Кĕперĕн пĕренисем хушшинче йăвасем туса пăрчăкансем çулсерен чĕпĕ кăларатчĕç. Кĕпер çӳллĕшĕ 4 метра яхăн пулнипе, йăвана кĕмелли шăтăк пĕчĕк пулнипе ку вырăнĕ вĕсемшĕн питĕ аванччĕ. Апат та ура айĕнчех. Йăва вырăнне суйлас тĕп услови – тăшманран инçерех пуласси. Пăрчăканăн вĕсем сахал мар – кураксем, чакаксем, куккуксем тата кушаксем. Вĕсене курсан пăрчăкансем вырăнтан вырăна куçса хытă сас-чĕвĕ кăлараççĕ, анчах йăвинчен инçете каймаççĕ. Синкерлĕ сас-хура илтсен юнашарти ытти пăрчăкансем те нуша куракансене пулăшма вĕçсе килеççĕ, инкекре пăрахса хăвармаççĕ.
Май уйăхĕнче пăрчăкан ами 3-5 çутăрах хупăллă çăмарта тăвать те чĕпĕ кăларма ларать. Çак вăхăтра аçи хăйĕн савнине апатлантарать. Чĕпписем тухсан пăрчăкансем вĕсене мăшăрпа пăхаççĕ. Çанталăк лайăх тăчĕ-тĕк, пăрчăкансем икĕ хут та чĕпĕ кăларма пултараççĕ.
Эпĕ трестра строитель пулса ĕçленĕ чухне базăра çĕмрĕк ЗИЛ- автокран ларатчĕ. Паллакан крановщик мана çав кран капочĕ айĕнче пăрчăкансем йăва туни çинчен каларĕ. Пырса уçса пăхрăмăр капота – чăнах та бензонасос çумĕнчи йăвара тăватă чĕпĕ пур, сарă çăварĕсене карса лараççĕ. Чĕпписем патне ашшĕпе амăшĕ двигатель айĕнчен вĕçсе кĕретчĕç, малалла мĕнле маршрутпа бензонасос патне шунине хăйсем кăна пĕлеççĕ-тĕр. Вăхăт иртнĕçемĕн крана юсарĕç, унпа вакунсем пушатрĕç, стройматериалсем тиерĕç. Тĕлĕнмелле те, анчах пăрчăкансем çак кансĕрлĕхе чăтăмлăн тӳссе ирттеретчĕç. Июнь уйăхĕнче крановщик калать мана: «Пырса уçрăм та капота – пăрчăкан чĕпписем йăвинчен вĕçсе тухрĕç!» – терĕ.
Тĕкĕсем ĕннĕ чĕпписем тăван йăвинчен вĕçсе тухсан тата пĕр авка ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕçсе çӳреççĕ. Кĕркунне вĕсем шăнкăрчсем пекех пысăк йыша пухăнса вĕçеве хатĕрленеççĕ. Орнитологсем çырнă тăрăх, пăрчăкансем Африкăри Нил çыранĕсен хĕрринче хĕл каçаççĕ. Ытла хăвăрт вĕçеймесен те, çӳлтен аялалла «чăмса» вĕсем сывлăш çулĕн самай пысăк хутлăхĕсене иртеççĕ.
Чăпар пăрчăкансемсĕр пуçне пирĕн тăрăхра сайра-хутра сарă пăрчăкансене те курма пулать. Вĕсем вĕтĕрех, хӳри те кĕскерех.
Вĕсен ĕç кунне сăнани акă мĕнле пĕтĕмлетӳсем тума май пачĕ: сехетре ашшĕпе амăшĕ пĕрле йăваран 24 «апат рейсĕ» тăваççĕ. Талăкĕпе вĕсем 360-380 хут та вĕçеççĕ пулĕ. Çавăнпа каламаççĕ-и-ха чăвашсем вашават çынсем пирки «пăрчăкан пек» тесе. Юрри те вĕт пăрчăканăн чăвашла: «Ĕçле-ĕçле, çи-и-и» ĕçле-ĕçле, çи-и-и!». Çак юрра илтсен атте-аннесем пире калатчĕç: «Ав вĕт, чĕпĕсем те пире ĕçлеме сĕнеççĕ, ĕçе пула кăна çимелли тупăнать».
 
: 963, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: