Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Нумай пулмасть Норвегири Утейа утравĕнче канакан çамрăксемпе трагеди пулнă хыççăн республикăри ачасен ашшĕ-амăшĕсем те сисчевленчĕç. Пурне те пĕр ыйту хумхантарчĕ: «Кун пек теракт пирĕн лагерьсенче пулас хăрушлăх çук-и?». Çак тата ытти ыйтусене ТР ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен управленийĕн представителĕсем Ф.Батковпа Т.Уксусникова «Дзержинец» ача-пăча лагерĕнче иртнĕ пресс-конференцире уçăмлатрĕç.
Журналистсене лартнă автобус пĕр чăрмавсăрах лагерь территорине кĕни, хирĕç полици форми тăхăннă пĕр çын та тухманни журналистсен тимлĕхĕсĕр юлмарĕ, паллах. Анчах пĕтĕмлетӳсем тума васканă-мĕн эпир. Пĕрремĕшĕнчен, журналистсем килессине кунта лайăх пĕлнĕ, иккĕмĕшĕнчен, кăнтăрла полици ĕçченĕсем территорире полици формипе çӳремеççĕ иккен.
Пирĕн республикăра çул çитмен ачасем çуллахи вăхăтра кăна мар, çулталăкĕпех тимлĕхре. Çак енĕпе республикăра темиçе закон йышăннă. ТР ШĔМĕ тĕрлĕ ведомствăсемпе пĕрле çуллен «Подросток – Игла», «Подросток – Лето», «Подросток – Семья» комплекслă профилактика мероприятийĕсене ирттерет.
Çуллахи лагерьсене (республикăра пурĕ 131, ачасем икшер, виçшер сменăпа канаççĕ) илес пулсан вара, телее, юлашки çулсенче пĕр инкек те пулман. Кашни лагерьте ачасене хĕç-пăшаллă, рациллĕ, телефонлă икшер полици ĕçченĕ талăкĕпех хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет. Ытти регионсене Анапăна, Краснодар крайне, Крыма (Украина) та ачасем канма полици ĕçченĕсемпе пĕрле каяççĕ. Çавăнпа Ф.Батковăн: «Норвегири пек лагерь территорийĕнче теракт тума памастпăр», – тени пуш сăмах кăна мар. Вăл каланă тăрăх, Норвеги террорисчĕ пек çынсене тупса палăртакан ятарлă служба та ĕçлет пирĕн.
Шел те, республикăра ачисене çуллахи лагерьсене канма ярайман çемьесем те пур. Вĕсем сахал тупăшлисем тата ăнăçсăррисем. Çул çитменнисемпе ĕçлекен уйрăмсенче, социаллă хӳтлĕх управленийĕсенче учетра тăракан ачасем валли акă ĕнтĕ 6-мĕш çул «Звездный десант» палатка лагерĕ ĕçлет. Унта ачасем çуран походсене каяççĕ, Кама, Меша юхан шывĕсем тăрăх катамарансемпе ишеççĕ. Кăçал унта республикăн кашни районĕнчен пурĕ 1000 ача тӳлевсĕр канать. Паллă ĕнтĕ, кун пек ачасемпе кашниех ĕçлеме пултараймасть. Çак лагерьсем валли вожатăйсене, туризм спорчĕпе кăсăкланакансене тата педагогика профессийĕ пуррисене суйласа вĕсене ТР Çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министерстви «вожатăйсен шкулĕнче» хатĕрлет. Калас пулать, учетра тăракан ачасен, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасен канăвне йĕркелессипе Тутарстан чухлĕ ытти регионсен опычĕ çук. Кăçал пĕрремĕш хут палатка лагерĕсен Раççейри слечĕ Тутарстанра иртнĕ. Унта 5 регион хутшăннă.
Çуллахи вăхăтра ачасене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлеççĕ пирĕн, кăçал, тĕслĕхрен, 609 ачана ĕçе вырнаçтарнă. 15 çула çитмен ачасем валли лагерь пулсан, унран аслăрах, полицире учетра тăракан ачасен ăçта каймалла-ха? Çут çанталăк пушă вырăна юратмасть-çке, ача-пăча ĕçсĕр-тĕк, урамра йăпану шырать. Шăпах çак сăлтавпах республикăра çул çитмен ача – 264, вĕсен енĕпе 301 преступлени тунă. Çак категорири ачасене РОСТО (унчченхи ДОСААФ) пĕрлешĕвĕсене «В», «С» категориллĕ водителе, çарпа учет специальноçне тӳлевсĕр вĕренме пулăшаççĕ. Июль уйăхĕнче кăна республикăри районсемпе хулисенчи 46 çамрăка Чистайпа Анат Камăри автошкулсене вĕренме янă.
Шел те, инкек куçа курăнса килмест, ачасемпе çыхăннă хурлăхлă статистика кăтартнă тăрăх, çулла пуçланнăранпа кăна республикăра 13 ача шывра путса вилнĕ, çул çитмен виçĕ ача хăйсем çине алă хурса çут тĕнчепе сывпуллашнă, тепĕр иккĕшĕ çунса вилнĕ.
 
: 989, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: