Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ĕпхӳ хулинчи П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем паллă ученăй-математикăн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă вырăнсене çитсе курассине ырă йăлана кĕртнĕ. Кăçал та акă вĕсем унăн çуралнă ялне, Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмелне, килсе кайрĕç. Ку тĕлпулу шучĕпе иккĕмĕш пулчĕ. Пушкăртстанри йăхташсем пĕрремĕш хут 2004 çулта килнĕччĕ. Хальхи тĕлпулăва паллă ученăй-математик П.Миронов çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланăччĕ.
Хаклă хăнасене вырăнти фольклор ушкăнĕ шкул умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Çĕнĕ Йĕлмел ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Н.Шихрановпа шкул директорĕ В.Мискин ăшă сăмахсем каласа ял халăхĕн, шкул коллективĕн ятĕнчен асăнмалăх парнесем пачĕç. Наиль Шихранов ялăн историйĕпе, Владимир Мискин вара шкулпа паллаштарчĕç. Шкулта экскурси йĕркелерĕç, унти музей директорĕ Г.Карсаков ентешĕн П.Мироновăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕ Наталья Петровна Данилова «Туслăх кĕперĕ-2011» экспедицийĕн ятĕнчен музейре: «Эпир, Ĕпхӳ хулинчи П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн представителĕсем, пире лайăх кĕтсе илсе интереслĕ экскурси йĕркеленĕшĕн пĕтĕм коллектива тата тавра пĕлӳ музейне тав туса çирĕп сывлăх, малашне те çитĕнӳсем тума ăнăçу сунатпăр», – тесе çырса хăварчĕ.
Экскурси хыççăн делегаци Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче тата хĕрӳ точкăсенче пуç хунă ентешсене асăнса ял варрине лартнă обелиск умне чечексем хучĕç. Унтан ученăй-математик çуралса 10 çул тултариччен (И.Яковлев Чĕмпĕрти чăваш шкулне вырнаçтариччен) пурăннă çурт умĕнче пулчĕç. Истори вĕрентекенĕ Г.Карсаков паллă ентешĕ çак вырăнта çурални, хальхи вăхăтра ку çуртра Р.Улькина пенсионерка пурăнни çинчен каласа пачĕ.
Кунпа кăна вĕçленмерĕ-ха тĕлпулу, çĕнйĕлмелсем хăнасем валли культура программи те хатĕрленĕччĕ. Вырăнти Культура çурчĕн илемлĕх ертӳçипе Наталья Прокопьевăпа Ольга Ишметова, Мария Карсакова – юрăпа, Г.Карсаковпа Н.Мулеев купăсçăсен дуэчĕ – хаваслă кĕвĕпе, шкулта вĕренекен Ю.Юркина ташăпа савăнтарчĕç. Кĕçĕн классен «Çăлкуç» ушкăнĕн (ертӳçи Тамара Еремеева) пултарулăхĕ хăнасене уйрăмах килĕшрĕ.
Программа тăрăх, тĕлпулу малалла ялти Дмитрий Салунский чиркĕвĕнче тăсăлчĕ. Унта хăнасене Валерий атте кĕтсе илчĕ. Вăл чиркĕвĕн историйĕпе тата Дмитрий Салунский çветтуй пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Хăнасем вилнисене асăнса тата сыввисен сывлăхĕшĕн çуртасем лартрĕç.
Чейпе сăйланнă хыççăн хăнасем каллех çула тухрĕç, сывпуллашнă май çĕнйĕлмелсене П.Мироновăн пурăннă, нумай вăхăт ĕçленĕ вырăнĕсене тата унăн вил тăпри çине пырса курма чĕнчĕç.
 
: 1045, Хаçат: 31 (917), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: